Мӗншӗн пирӗн сыхӑ тӑмалла?
«Ҫӳлхуҫӑр хӑш сехетре килессе пӗлместӗр» (МАТФ. 24:42).
1. Мӗнле вӑхӑтра пурӑннине тата таврара мӗн пулса иртнине асра тытни мӗншӗн питӗ кирлине тӗслӗхпе кӑтартӑр. (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)
ПИЛЛӖК, тӑваттӑ, виҫҫӗ, иккӗ, пӗрре! Конгресс программи пуҫланиччен миҫе минут юлнине экран ҫинче курсан эпир кӗвӗ итлеме хамӑр вырӑна йышӑнмаллине ӑнланатпӑр. Хамӑрӑн оркестр выляса панӑ кӗвве итлесе киленме вӑхӑт ҫитрӗ, чи кирли вара — халӗ хамӑр ӑс-тӑнпа чӗрене программӑна итлеме хатӗрлемелле. Анчах та хӑшӗ-пӗрисем халь те залра уткаласа ҫӳреҫҫӗ, тусӗсемпе калаҫаҫҫӗ, программа кӗҫ-вӗҫ пуҫланассине сисмеҫҫӗ те. Ку ҫынсем вӑхӑт ҫине пӑхман пулас тата таврара мӗн пулса иртнине — председатель сцена ҫине тухнине те, кӗвӗ янӑрама пуҫланине те, пурте хӑйсен вырӑнӗсене йышӑнма тӑрӑшнине те — асӑрхаман курӑнать. Эсир ҫак лару-тӑрӑва пӗрре кӑна мар курнӑ пуль. Ҫакӑнтан эпир питӗ кирлине вӗренме пултаратпӑр: кӗҫех чи пысӑк пӗлтерӗшлӗ событи пулса иртӗ, ҫавӑнпа та пирӗн хатӗр тӑмалла. Мӗнле событи-ши?
2. Мӗншӗн Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене сыхӑ тӑрӑр тенӗ?
2 Ҫак тӗнче пӗтесси пирки каланӑ чухне Иисус Христос хӑйӗн вӗренекенӗсене: «Астӑвӑр, сыхӑ тӑрӑр, кӗлтӑвӑр: ҫав вӑхӑт хӑҫан ҫитессине пӗлместӗр»,— тенӗ. Унтан вара тепӗр хут: «Сыхӑ пулӑр»,— тесе хавхалантарнӑ. (Матф. 24:3; Марк 13:32—37 вуласа пар.) Ҫав событи ҫинчен Матфей ҫырни те Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене сыхӑ тӑмалла тесе асӑрхаттарнине кӑтартса парать. «Ҫавӑнпа ӗнтӗ сыхӑ тӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫӑр хӑш сехетре килессе пӗлместӗр. [...] ...Ҫавӑнпа эсир те хатӗр тӑрӑр: Этем Ывӑлӗ эсир кӗтмен-туман сехетре килӗ». Кайран тата тепӗр хут: «Ҫавӑнпа сыхӑ тӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн Этем Ывӑлӗ хӑш кун, хӑш сехетре килессе пӗлместӗр»,— тенӗ (Матф. 24:42—44; 25:13).
3. Мӗншӗн эпир Иисус асӑрхаттарни ҫине ҫӑмӑлттайлӑн пӑхмастпӑр?
3 Иегова Свидетелӗсем пулнӑ май эпир Иисус асӑрхаттарса калани ҫине ҫӑмӑлттайлӑн пӑхмастпӑр. Эпир «юлашки вӑхӑт» вӗҫленсе пыни пирки тата кӗҫ-вӗҫ «хӑрушла асап» пуҫланасси пирки пӗлетпӗр (Дан. 12:4; Матф. 24:21). Тӗнчере хӑрушла вӑрҫӑсем пынине, вырӑнӗ-вырӑнӗпе ҫӗр чӗтреннине, выҫлӑхпа ерекен чирсем алхаснине куратпӑр. Нумайӑшӗ суя тӗн вӗрентӗвӗсемпе улталаннӑ; аскӑнлӑхпа йӗркесӗрлӗх вара нихҫанхинчен те анлӑрах сарӑлнӑ. Иеговӑн халӑхӗ пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе питӗ пысӑк ӗҫ тӑвать — Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар пӗлтерет (Матф. 24:7, 11, 12, 14; Лука 21:11). Эпир Ҫӳлхуҫа килессе тата Туррӑн ирӗкӗ пурнӑҫланасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр (Марк 13:26, 27).
ҪАВ КУН ҪЫВХАРСА КИЛЕТ!
4. а) Армагеддон хӑш кун пуҫланассине Иисус пӗлет тесе мӗншӗн калама пулать? ӑ) Хӑрушла асап хӑҫан пуҫланассине пӗлместпӗр пулин те, мӗне эпир ҫирӗп ӗненме пултаратпӑр?
4 Конгресӑн кашни пайӗ палӑртса хунӑ вӑхӑтра пуҫланмалла. Анчах та хӑрушла асап пирки каласан, вӑл хӑш кун тата хӑш сехетре пуҫланассине кӑна мар, хӑш ҫул пуҫланассине те пӗлес ҫук. Иисус Христос ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне каланӑ: «Ҫав кун ҫинчен, ҫав сехет ҫинчен никам та пӗлмест, тӳпери ангелсем те пӗлмеҫҫӗ, ӑна пӗртен-пӗр Манӑн Аттем ҫеҫ пӗлет» (Матф. 24:36). Иисус пӗлӗт ҫине таврӑнсан Турӑ ӑна Сатанан тӗнчине хирӗҫ вӑрҫӑпа тухма власть панӑ (Ӳлӗм. 19:11—16). Ҫавӑнпа халӗ Иисус Армагеддон хӑҫан пуҫланассине пӗлет пулас. Эпир вара ҫавна пӗлместпӗр, ҫавӑнпа та хӑрушла асап пуҫланиччен пирӗн сыхӑ тӑмалла. Ҫак тӗнче пӗтес куна Иегова тахҫанах палӑртса хунӑ. Ҫав кун ҫитиччен мӗн чухлӗ вӑхӑт юлнине Иегова пӗлет, ҫав кун килетех. (Аввакум 2:1—3 вуласа пар.) Мӗншӗн эпир ҫавна ҫирӗп ӗненме пултаратпӑр?
5. Иегова пророкла каланисем шӑп палӑртса хунӑ вӑхӑтра пурнӑҫланнине кӑтартакан тӗслӗх илсе парӑр.
5 Иегова пророкла каланисем шӑп палӑртса хунӑ вӑхӑтра пурнӑҫланаҫҫӗ. Тӗслӗхшӗн Турӑ Израиль халӑхне Египетран хӑш кун ирӗке кӑларнине пӑхса тухар. Моисей: «Тӑватҫӗр вӑтӑр ҫул иртсессӗн шӑп ҫав кунхине ҫӗрле Ҫӳлхуҫанӑн пӗтӗм ҫарӗ Египет ҫӗрӗнчен тухса кайнӑ»,— тенӗ. Вӑл пирӗн эрӑчченхи 1513 ҫулхи нисанӑн 14-мӗшӗ пирки каланӑ (Тух. 12:40—42). Ҫав 430 ҫуллӑх тапхӑр пирӗн эрӑчченхи 1943 ҫулта пуҫланнӑ, ҫав кун Иегова Авраампа тунӑ килӗшӳ вӑя кӗнӗ (Гал. 3:17, 18). Каярахпа Иегова Авраама каланӑ: «Пӗлсе тӑр: санӑн тӑхӑмусем ют ҫӗр ҫине пырса пурӑнакансем пулӗҫ, вӗсене чура тӑвӗҫ, вӗсене тӑватҫӗр ҫул хӗсӗрлесе пурӑнӗҫ» (Пулт. 15:13; Ап. ӗҫ. 7:6). Ҫав 400 ҫуллӑх тапхӑр пирӗн эрӑчченхи 1913 ҫулта пуҫланнӑ пулмалла, ҫав ҫул Исаака кӑкӑр пӑрахтарнӑ пулнӑ, Измаил вара унран кулма тытӑннӑ. Вӗҫленме вара ҫав тапхӑр пирӗн эрӑчченхи 1513 ҫулта вӗҫленнӗ, ун чухне израильтянсем Египет чуралӑхӗнчен ирӗке тухнӑ (Пулт. 21:8—10; Гал. 4:22—29). Эппин, тӑватҫӗр ҫул маларах Иегова хӑйӗн халӑхне хӑш кун ирӗке кӑларассине палӑртса хунӑ.
6. Мӗншӗн эпир Иегова хӑйӗн халӑхне ҫӑласси пирки иккӗленместпӗр?
6 Израильтянсемпе пӗрле Египетран тухнӑ Иисус Навин халӑха каланӑ: «Эсир вара пӗтӗм чӗрӗрпе, пӗтӗм чунӑрпа пӗлсе тӑратӑр: Ҫӳлхуҫа Туррӑр сирӗн ҫинчен каланӑ мӗнпур ырӑ сӑмахран пӗр сӑмахӗ те кӑлӑх пулмарӗ; сирӗншӗн пӗтӗмпех пурӑнӑҫланчӗ, пӗр сӑмахӗ те пурӑнӑҫа кӗмесӗр юлмарӗ» (Иис. Н. 23:2, 14). Хӑрушла асап вӑхӑтӗнче Иегова пире ҫӑлма сӑмах панине пурнӑҫласси пирки те пирӗн иккӗленмелле мар. Анчах та Сатанан тӗнчине тӗп тунӑ вӑхӑтра эпир чӗрӗ юлас тетпӗр пулсан, пирӗн сыхӑ тӑмалла.
СЫХӐ ТӐНИНЧЕН ҪӐЛӐНӐҪ КИЛЕТ
7, 8. а) Авалхи вӑхӑтра хуралҫӑсен мӗн тумалла пулнӑ тата ҫакӑ пире мӗне вӗрентет? ӑ) Хуралҫӑсем ҫывӑрса кайсан мӗн пулса тухма пултарнӑ? Тӗслӗх илсе парӑр.
7 Сыхӑ тӑни питӗ кирлине пӗр тӗслӗх кӑтартса парать. Ӗлӗк-авал Иерусалим пек пысӑк хуласем тавра ҫӳллӗ хӳме туса ҫавӑрнӑ. Вӑл хулана тӑшмансенчен хӳтӗленӗ тата ун тӑрринчен тавралӑх ал тупанӗ ҫинчи пекех курӑннӑ. Ир те каҫ хӳме ҫинче тата хула хапхи патӗнче хуралҫӑсем тӑнӑ. Вӗсен хулари ҫынсене кирек мӗнле хӑрушлӑх пирки те асӑрхаттармалла пулнӑ (Ис. 62:6). Хуралҫӑсем ҫывӑрмасӑр сыхӑ тӑнӑ, мӗншӗн тесен сыхӑ тӑмасан вӗсем ҫынсен пурнӑҫне хӑрушлӑха кӗртсе ӳкерме пултарнӑ (Иез. 33:6).
8 Иудейсен историкӗ Иосиф Флавий сӑмахӗсем тӑрӑх, пирӗн эрӑри 70-мӗш ҫулта Рим ҫарӗ Иерусалим стени ҫумӗнче ларакан Антония башнине ярса илнӗ. Ҫакӑ хапха умӗнче тӑнӑ хуралҫӑсем ҫывӑрса кайнине пулах пулса тухнӑ! Ҫавӑн хыҫҫӑн римлянсем храма аркатнӑ та ҫунтарса янӑ, ҫакӑнпа Иерусалим тата Израиль халӑхӗ курнӑ чи пысӑк асап вӑхӑчӗ вӗҫленнӗ.
9. Ҫынсем ытларахӑшӗ мӗн ҫинчен пӗлмеҫҫӗ?
9 Паян нумай ҫӗршывра тӗрлӗ «хуралҫӑсем» пур: чикӗре салтаксене тӑратаҫҫӗ тата сӑнамалли чи ҫӗнӗ хатӗрсемпе усӑ кураҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен ҫӗршывне тӑшмансене кӗме памаҫҫӗ. Анчах та ҫак «хуралҫӑсем» ытти патшалӑхсенчен е ҫынсенчен килекен хӑрушлӑхсене ҫеҫ асӑрхама пултараҫҫӗ. Вӗсем пӗлӗтри Иисус ертсе пыракан Туррӑн Патшалӑхӗ пурри ҫинчен тата ҫак Патшалӑх кӗҫех пӗтӗм патшалӑхсене хирӗҫ вӑрҫӑпа тухасси ҫинчен пачах пӗлмеҫҫӗ (Ис. 9:6, 7; 56:10; Дан. 2:44). Эпир вара ҫавӑн ҫинчен пӗлетпӗр, ҫавӑнпа та сыхӑ тӑратпӑр пулсан, ҫав кун кирек хӑҫан килсен те хатӗр пулатпӑр (Пс. 129:6).
ТИМЛӖХЕ АН ҪУХАТӐР
10, 11. а) Пирӗн мӗнрен асӑрханмалла тата мӗншӗн? ӑ) Мӗншӗн Шуйттан витӗмне пула ҫынсем Библири пророкла каланисене тимлемеҫҫӗ теме пулать?
10 Ҫӗрӗпех ҫывӑрман хуралҫӑна куҫ умне тӑратар. Хурал тӑмалли вӑхӑт вӗҫленсе пынӑ май унӑн хытӑрах та хытӑрах ҫывӑрас килет. Ҫавӑн пекех Сатанан тӗнчи пӗтес вӑхӑт ҫывхарса пынӑҫемӗн сыхӑ тӑма йывӑртарах. Эпир ҫывӑрса кайсан, ҫакӑ мӗн тери хӑрушла пулнӑ пулӗччӗ! Айтӑр, сыхӑ тӑма чӑрмантарма пултаракан виҫӗ япалана пӑхса тухар.
11 Шуйттан ҫынсене «юмах каласа» ҫывратса ярать. Виличчен кӑшт маларах Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене «ҫак тӗнче пуҫлӑхӗ» ҫинчен виҫӗ хутчен каланӑ (Иоанн 12:31; 14:30; 16:11). Шуйттан витӗмне пула ҫынсем сӗмлӗхре пурӑнассине Иисус пӗлнӗ. Сатана ҫынсене пӗтес вӑхӑт ҫывхарса килни ҫинчен пророкла каланисем ҫине ҫӑмӑлттайла пӑхтарасшӑн (Соф. 1:14). Вӑл суя тӗнсемпе усӑ курса ӗненменнисен «ӑсне... туйми тунӑ» (2 Кор. 4:3—6). Эсир ҫавна ҫынсемпе калаҫнӑ чухне асӑрхатӑр пуль. Вӗсем ку усал тӗнче пӗтес вӑхӑчӗ ҫывхарса пынине тата Христос Турӑ Патшалӑхӗн Патши пулнине ӑнланса та илеймеҫҫӗ. Эпир час-часах: «Мана ку интереслӗ мар»,— тесе каланине илтетпӗр. Ку тӗнчене мӗнле пуласлӑх кӗтни ҫинчен каланине нумайӑшӗ итлесшӗн мар.
12. Мӗншӗн пирӗн Шуйттана хамӑра улталама памалла мар?
12 Ҫынсен сире итлес килменнишӗн алла ан усӑр тата сыхӑ тӑма ан пӑрахӑр. Сыхӑ тӑни мӗншӗн питӗ кирлине эпир ӑнланатпӑр. Павел апостол тӑвансем патне ҫапла ҫырнӑ: «Ҫӳлхуҫа килес кун ҫӗрлехи вӑрӑ пек ҫитессине эсир хӑвӑр та лайӑх пӗлсе тӑратӑр». (1 Фессалоника 5:1—6 вуласа пар.) Иисус та пире асӑрхаттарнӑ: «Хатӗр тӑрӑр: Этем Ывӑлӗ эсир кӗтмен-туман сехетре килӗ» (Лука 12:39, 40). Кӗҫех Сатана ҫынсене «халӗ тӑнӑҫлӑ, хӑрамалли ҫук» тесе ӗнентерӗ. Пирӗн пирки вара мӗн калама пулать? Суд кунӗ пирӗншӗн «вӑрӑ пек» сасартӑк ан ҫиттӗр тесен, айтӑр, «ҫывӑрар мар, сыхӑ... тӑрар». Ҫавӑнпа кашни кун Туррӑн Сӑмахне вуламалла тата Иегова пире мӗн калани ҫинчен шухӑшламалла.
13. Тӗнче сывлӑшӗ ҫынсем ҫине мӗнле витӗм кӳрет тата унӑн витӗмне хирӗҫ тӑрас тесен мӗн тумалла?
13 Ҫак тӗнче пире ыйха путарать. Нумайӑшӗ кулленхи ӗҫсем ӑшне пуҫӗпех кӗрсе ӳкнине пула Турӑ ҫинчен пӗлмелле тесе шутламаҫҫӗ те (Матф. 5:3). Ӳт кӗлени, куҫ кӗлени хыҫҫӑн кайса вӗсем ҫак тӗнче мӗн сӗннине илесшӗн ҫунаҫҫӗ (1 Иоанн 2:16). Тӗрлӗ вӑйӑ-кулӑ ҫултан ҫул нумайланса пынӑран ҫынсем киленсе пурӑнасси ҫинчен ытларах та ытларах шухӑшлаҫҫӗ (2 Тим. 3:4). Шӑп ҫавӑншӑн Павел апостол христиансене ӳт илӗртни хыҫҫӑн кайса кӑмӑла мӗнле ҫырлахтармалли ҫинчен шутласа ан ҫӳрӗр тенӗ (Рим 13:11—14).
14. Лука 21:34, 35-мӗшӗсенче мӗн пирки асӑрхаттарнӑ?
14 Эпир хамӑрӑн пурнӑҫ ҫине ку тӗнче сывлӑшне мар, Туррӑн сывлӑшне витӗм кӳртересшӗн, мӗншӗн тесен Иегова пире хӑйӗн сывлӑшӗпе усӑ курса пуласлӑхра мӗн пулассине лайӑх ӑнланма пулӑшать (1 Кор. 2:12)1. Апла пулин те, эпир ҫӑмӑллӑнах сӑнарлӑ ыйха путма пултаратпӑр. Ахаль ӗҫсемех Турӑшӑн ӗҫлессинчен пӑрса яма пултараҫҫӗ. (Лука 21:34, 35 вуласа пар.) Эпир юлашки кунсенче пурӑнатпӑр тесе каланишӗн ҫынсем пирӗнтен мӑшкӑлласа кулма та пултараҫҫӗ, анчах та ҫавӑншӑн сыхӑ тӑма пӑрахмалла мар (2 Петр 3:3—7). Ҫавӑнпа та пирӗн пухусене пӗр сиктермесӗр ҫӳремелле: унта эпир святой сывлӑш илетпӗр тата тӑвансемпе хутшӑнатпӑр.
Сыхӑ тӑма эсир пӗтӗм вӑйран тӑрӑшатӑр-и? (11—16 абзацсене пӑхӑр.)
15. Петрпа, Иаковпа тата Иоанпа мӗн пулса тухнӑ тата ҫавӑн пекки пирӗнпе те мӗнле пулма пултарать?
15 Сыхӑ тӑма хамӑрӑн ҫитменлӗхсем чӑрмантарма пултараҫҫӗ. Ҫитменлӗхлӗ ҫынсен ҫылӑхлӑ ӳт илӗртни хыҫҫӑн каяс килсе тӑни ҫинчен Иисус пӗлнӗ. Иисус вилес умӗнхи каҫ мӗн пулса иртнине пӑхса тухар. Турра шанчӑклӑ юлас тесе унӑн хӑйӗн пӗлӗтри Ашшӗнчен вӑй ыйтмалла пулнӑ. Иисус Петра, Иакова тата Иоана хӑй кӗлтунӑ вӑхӑтра сыхӑ тӑма ыйтнӑ. Анчах та вӗсем кӗҫех мӗн тери пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫ пулса иртессине ӑнланман. Хӑйсен Ҫӳлхуҫи ҫинчен шутласа сыхӑ тӑрас вырӑнне вӗсем чӑтӑмсӑр ӳт хыҫҫӑн кайса ыйха путнӑ. Иисус хӑй те питӗ ывӑннӑ пулсан та унӑн ҫывӑрас шухӑш пулман, мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗн Ашшӗне хытӑ кӗлтунӑ. Унӑн виҫӗ вӗренекенӗн те ҫаплах тумалла пулнӑ (Марк 14:32—41).
16. Лука 21:36-мӗшӗнчи Иисусӑн сӑмахӗсем тӑрӑх, сыхӑ тӑма пире мӗн пулӑшма пултарать?
16 Сыхӑ тӑмалла тесе шухӑшлани ҫеҫ ҫителӗксӗр. Хӑйне Гефсимани пахчинчен тытса кайиччен темиҫе кун маларах Иисус ҫав виҫӗ вӗренекеннех тӑрӑшса кӗлтӑвӑр тенӗ. (Лука 21:36 вуласа пар.) Эппин, ҫак юлашки кунсенче сыхӑ тӑрас тесен пӗрмаях кӗлтумалла (1 Петр 4:7).
ЯЛАНАХ СЫХӐ ТӐРӐР!
17. Пулас событисем тӗлне хамӑр хатӗррипе хатӗр маррине мӗнле тӗрӗслеме пултаратпӑр?
17 Пӗтес вӑхӑт «кӗтмен-туман сехетре» килӗ тенӗ Иисус. Ҫавӑнпа хальхи вӑхӑтра пирӗн хатӗр тӑмалла, Сатанапа унӑн тӗнчи хыҫҫӑн тата хамӑрӑн ҫылӑхлӑ ӳт илӗртни хыҫҫӑн каймалла мар (Матф. 24:44). Библирен эпир Турӑпа Иисус кӗҫех пирӗншӗн мӗн тӑвасси ҫинчен тата сыхӑ тӑрас тесен мӗн тумалли ҫинчен пӗлетпӗр. Пирӗн Библири пророкла каланисене тимлемелле, Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене ҫирӗплетмелле тата пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхне шырамалла. Эпир мӗнле вӑхӑтра пурӑннине тата тӗнчере пулса иртекен ӗҫсем мӗне пӗлтернине пирӗн ӑнланмалла. Ҫапла эпир пӗтес вӑхӑт ҫитнӗ тӗле хатӗр тӑрӑпӑр (Ӳлӗм. 22:20). Пирӗн пурнӑҫ ҫакӑнтан килет!
^ 1 14-мӗш абзац. «Царство Бога правит!» кӗнекери 21-мӗш сыпӑка пӑхӑр.