Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • wp17 1№ 4 с.
  • Мӗнрен пуҫламалла?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Мӗнрен пуҫламалла?
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (салатмалли кӑларӑм) — 2017
  • Ҫавнашкал материал
  • Библие вулани нумай усӑ патӑр тесен мӗн тумалла?
    Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библие ӑнланма пулӑшакан кӗнеке
  • Библи вулани сире ытларах усӑ патӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2023
  • «Сӑмаха... пурнӑҫа кӗртекенсем пулӑр»
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2024
  • Мӗншӗн Библие вуламалла?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (салатмалли кӑларӑм) — 2017
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (салатмалли кӑларӑм) — 2017
wp17 1№ 4 с.

ХУПЛАШКА ҪИНЧИ ТЕМА | БИБЛИЕ ВУЛАМА ИНТЕРЕСЛӖ ПУЛТӐР ТЕСЕН МӖН ТУМАЛЛА?

Мӗнрен пуҫламалла?

Хӗрарӑм Библи вулас умӗн кӗлтӑвать

Библи вулани савӑнӑҫ тата усӑ патӑр тесе мӗн тума пулать? Акӑ нумайӑшне пулӑшнӑ пилӗк канаш.

Кӑмӑла каякан майсем тӑвӑр. Лӑпкӑ та шӑп вырӑн тупӑр. Вулама чӑрмантарма пултаракан япаласем ан пулччӑр тесе тӑрӑшӑр. Ҫутӑ вырӑн тата уҫӑ сывлӑш тимлӗн вулама пулӑшӗ.

Тӗрӗс шухӑш-кӑмӑлпа вулӑр. Библи вӑл — пире Атте Турӑ панӑ кӗнеке. Ҫавӑнпа та пӗчӗк арҫын ача хӑйӗн юратакан ашшӗне мӗнле кӑмӑлпа итлет, эсир те ҫавӑн пек кӑмӑлпа вулани нумай усӑ панӑ пулӗччӗ. Библие сирӗн сивлес-хурлас кӑмӑл пур пулсан, Турӑ сире мӗне пулин вӗрентме пултартӑр тесе ҫавӑн пек тиркес шухӑша пуҫран кӑларса пӑрахма тӑрӑшӑр (Псалом 24:4).

Вулас умӗн кӗлтӑвӑр. Библире Туррӑн шухӑшӗсене ҫырса хунӑ, ҫавӑнпа та ӑна ӑнланма Турӑ пулӑшни кирлӗ. Турӑ «Хӑйӗнчен ыйтакансене Святой Сывлӑшне» пама сӑмах парать (Лука 11:13, ҪХ). Ҫавна пула эсир Турӑ мӗнле шухӑшланине ӑнланма пултаратӑр. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн унӑн святой сывлӑшӗ сире «Туррӑн тарӑн шухӑшӗсене» пӗлсе ҫитме пулӑшӗ (1 Коринф 2:10).

Ӑнланас тесе вулӑр. Нумайрах вуласа тухас тесе ҫеҫ ан вулӑр. Мӗн вуласа тухни ҫинчен шухӑшлӑр. Хӑвӑра ҫакӑн пек ыйтусем пама пултаратӑр: «Эпӗ кам ҫинчен вуларӑм, ҫав ҫыннӑн тӗслӗхӗнчен мӗне вӗренме пултаратӑп? Ҫакна хамӑн пурнӑҫра мӗнле тытса тӑма пулать?»

Хӑвӑр ума ятарлӑ тӗллевсем лартӑр. Вулани усӑ патӑр тесен Библире хӑвӑр пурнӑҫа чӑннипех лайӑхлатма пулӑшакан шухӑшсене тупас тесе вулӑр. Сӑмахран, эсир хӑвӑр ума ҫакӑн пек тӗллевсем лартма пултаратӑр: Турӑ ҫинчен нумайрах пӗлмелле, характера улӑштармалла е лайӑх упӑшка (арӑм) пулмалла. Унтан Библире ҫак тӗллевсене пурнӑҫа кӗртме пулӑшакан сӑвӑ йӗркисене шырӑрa.

Ҫак пилӗк канаш сире мӗнрен пуҫламаллине курма пулӑшӗ. Анчах та Библи вулама интереслӗ пултӑр тесе эсир мӗн тума пултаратӑр? Ҫакӑн ҫинчен тепӗр статьяра каланӑ.

a Хӑвӑра кирлӗ сӑвӑ йӗркисем Библире ӑҫта вырнаҫнине пӗлместӗр пулсан, ҫав тӗлӗшрен сире Иегова Свидетелӗсем хаваспах пулӑшӗҫ.

ВУЛАНИ УСӐ ПАТӐР ТЕСЕН МӖН ТУМАЛЛА

  • Васкамасӑр, ӑнланас тесе вулӑр

  • Мӗн вуланине куҫ умне кӑларса тӑратӑр

  • Сӑвӑ йӗркисем контекстпа мӗнле ҫыхӑнса тӑни ҫинчен шухӑшлӑр

  • Мӗн вулани хӑвӑра мӗнле усӑ пама пултарнине ӑнланса илме тӑрӑшӑр

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр