Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • wp17 5№ 9 с.
  • Эсир пӗлетӗр-и?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Эсир пӗлетӗр-и?
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (салатмалли кӑларӑм) — 2017
  • Ҫавнашкал материал
  • Иисус хӗрачана тата илтмен ҫынна сыватать
    Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (салатмалли кӑларӑм) — 2017
wp17 5№ 9 с.

Эсир пӗлетӗр-и?

Иисус «пӗчӗк йытӑсем» тенипе кӳрентересшӗн пулнӑ-и?

Йытӑ ҫурине тытса ларакан ача, грексен е римлянсен статуэтки

Йытӑ ҫурине тытса ларакан ача, грексен е римлянсен статуэтки (пирӗн эрӑчченхи I ӗмӗр — пирӗн эрӑри II ӗмӗр)

Пӗррехинче Иисус Израиль тулашӗнче, Рим провинцийӗнчи Сирире, ырӑ хыпар сарнӑ. Унта вӑл грек хӗрарӑмне тӗл пулнӑ. Ҫав хӗрарӑм Иисусран йӑлӑнса пулӑшу ыйтнӑ. Хуравланӑ чухне Иисус еврей мар ҫынсене «пӗчӗк йытӑсемпе» танлаштарнӑ. Моисей саккунӗ тӑрӑх, йытӑсем таса мар чӗрчунсем шутланнӑ (Левит 11:27). Ҫак сӑмахсене каласа Иисус грек хӗрарӑмне тата еврей мар ытти ҫынсене кӳрентересшӗн пулнӑ-и?

Паллах, ҫук. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, ҫав вӑхӑтра еврейсене пулӑшасси уншӑн малти вырӑнта пулнӑ. Ҫавӑнпа вӑл грек хӗрарӑмне ҫак сӑмахсене каланӑ та: «Ҫӑкӑра ачасенчен туртса илсе [«пӗчӗк», ҪТ] йытӑсене пӑрахса пани аван мар» (Матфей 15:21—26; Марк 7:26). Римлянсемпе грексемшӗн килте йытӑ тытасси йӗркере пулнӑ, ачасем вара ҫак килти чӗрчунсемпе выляма юратнӑ. Ҫавӑнпа та «пӗчӗк йытӑсем» тени ӑшӑ туйӑмсем ҫуратнӑ пулас. Хӗрарӑм мӗнле сӑмахсемпе хуравланинчен вӑл Иисуса тӗрӗс ӑнланни курӑнать. Вӑл: «Эй Ҫӳлхуҫа, ҫаплине ҫапла та, анчах [«пӗчӗк», ҪТ] йытӑсем те хуҫи сӗтелӗ ҫинчен ӳкнӗ тӗпренчӗксене ҫиеҫҫӗ»,— тенӗ. Иисус ӑна хытӑ ӗненнӗшӗн мухтаса илнӗ те унӑн хӗрне сыватнӑ (Матфей 15:27, 28).

Павел апостол тинӗсе тухма тӑхтамалла тени вырӑнлӑ пулнӑ-и?

Йывӑр тиевлӗ карапӑн барельефӗ

Йывӑр тиевлӗ карапӑн барельефӗ (пирӗн эрӑри I ӗмӗр)

Павел апостола Италие илсе каякан карап хирӗҫ вӗрекен питӗ вӑйлӑ ҫилсемпе тӗл пулнӑ. Пӗр чарӑнура Павел тинӗсе тухма тӑхтамалла тесе каланӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 27:9—12). Мӗншӗн вӑл ҫавӑн пек канаш панӑ?

Авалхи вӑхӑтра моряксем Вӑтаҫӗр тинӗсӗпе хӗлле ҫӳреме хӑрушӑ пулнине пӗлнӗ. Ноябрь варринчен пуҫласа март варриччен карапсем тинӗспе ҫӳремен. Анчах Павел ишнӗ карапӑн сентябрьте е октябрьте тинӗсе тухмалла пулнӑ. Вӑтаҫӗр тинӗсӗпе карапсем ҫӳресси ҫинчен Рим историкӗ Вегеций хӑйӗн «Ҫар ӗҫӗ ҫинчен кӗскен каласа пани» трактатӗнче (пирӗн эрӑри IV ӗмӗр) ҫапла ҫырнӑ: «Хӑш-пӗр уйӑхсенче ишсе ҫӳреме питӗ канлӗ, хӑш-пӗрисенче хӑрушӑ, ытти уйӑхсенче вара карапсем тинӗсе пачах тухмаҫҫӗ» (Epitome of Military Science). Вегеций майӑн 27-мӗшӗнчен пуҫласа сентябрӗн 14-мӗшӗччен лӑпкӑн ишсе ҫӳреме пулать тесе палӑртнӑ, анчах икӗ тапхӑр пирки — сентябрӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа ноябрӗн 11-мӗшӗччен тата мартӑн 11-мӗшӗнчен пуҫласа майӑн 26-мӗшӗччен — тинӗсе тухма хӑрушӑ тесе каланӑ. Павел опытлӑ ҫулҫӳревҫӗ пулнӑран ҫакӑн ҫинчен пӗлнӗ паллах. Карап хӳрине тытса пыраканпа карап пуҫлӑхӗ те ҫакӑн ҫинчен пӗлнӗ пулас. Анчах вӗсем Павел панӑ канаша итлемен, юлашкинчен вара карап путнӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 27:13—44).

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр