ХУПЛАШКА ҪИНЧИ ТЕМА | ЧИ ЛАЙӐХ ПАРНЕ
«Ку маншӑн чи лайӑх парне!»
Ҫак сӑмахсене 13 ҫулхи хӗрача хӑйне йытӑ ҫури парнелесен каланӑ. Бизнеса ӑнӑҫлӑ тытса пыракан пӗр хӗрарӑм аслӑ классенче атте мана компьютер парнелесен манӑн пурнӑҫ улшӑнчӗ тенӗ. Ҫамрӑк упӑшка маншӑн чи лайӑх парне вӑл мӑшӑрланнӑ хыҫҫӑн ҫулталӑк иртсен арӑм хӑй аллипе туса парнеленӗ открытка пулчӗ тесе каланӑ.
Кашни ҫул ҫынсем хӑйсен тусӗсене е хурӑнташӗсене пӗр-пӗр паллӑ событи ячӗпе чи лайӑх парне парас тесе сахал мар вӑхӑт уйӑраҫҫӗ тата вӑй хураҫҫӗ. Парнелекенсенчен нумайӑшӗ вара ҫак заголовокри сӑмахсене илтесшӗн. Сирӗн пирки мӗн калама пулать? Эсир парнелекен е илекен парнесем кӑмӑла кайччӑр теместӗр-и?
Ҫакӑн пек кӑмӑл пулни пире тӗлӗнтермелле мар, мӗншӗн тесен парне ӑна илекене кӑна мар, ӑна паракана та савӑнтарать. Библире ҫапла каланӑ: «Илессинчен парасси ҫынна телейлӗрех тӑвать» (Апостолсен ӗҫӗсем 20:35). Паллах ӗнтӗ, парне ӑна илекене килӗшрӗ пулсан, ҫакӑ парнелекене телейлӗрех тӑвать.
Апла, парне сире те, парнене илекене те телейлӗрех тутӑр тесен мӗн тумалла? Чи лайӑххине парнелеме май ҫук пулсан, ҫын кӑмӑлне каякан парнене мӗнле тупма пулать?