Тӳлесе илмелли парне вӑл — Турӑ панӑ чи лайӑх парне. Ӑна пула ҫынсем ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултарӗҫ
ХУПЛАШКА ҪИНЧИ ТЕМА | ЧИ ЛАЙӐХ ПАРНЕ
Чи лайӑх парне
«Кирек епле пархатар та, паха парне те ҫӳлтен, ҫутӑлӑх Ашшӗ патӗнчен анать» (Иаков 1:17, ҪХ). Ҫак сӑвӑ йӗрки пире ҫӳлти Аттемӗр, Иегова Турӑ, уҫӑ кӑмӑллӑ пулнине кӑтартать. Вӑл этемлӗхе панӑ парнесенчен пӗри вара питӗ уйрӑлса тӑрать. Мӗнле парне-ха вӑл? Хуравне эпир Иисус Христосӑн сӑмахӗсенче, Иоанн 3:16-мӗшӗнче ҫырнӑ сӑмахсенче, тупатпӑр: «Тӗнчене питӗ юратнӑран Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне панӑ — Ӑна ӗненекенсем пӗри те ан пӗтчӗр, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулччӑр тенӗ».
Турӑ пирӗншӗн хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне панӑ. Ҫак парне вара пур ытти парнесенчен те хаклӑрах, мӗншӗн тесен ӑна пула эпир ҫылӑхран, ватлӑхран тата вилӗмрен хӑтӑлма пултаратпӑр (Псалом 50:7; Иоанн 8:34). Эпир нихӑҫан та хамӑр вӑйпа ҫакна тума пултарайман пулӑттӑмӑр. Анчах Турӑ питӗ хытӑ юратнӑран, пире хӑтӑлма мӗн кирлине панӑ. Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне, Иисус Христоса, тӳлесе илмелли парне пек парса Иегова Турӑ хӑйне итлекен ҫынсене ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанчӑк панӑ. Анчах та тӳлесе илмелли парне мӗн вӑл? Мӗншӗн вӑл питӗ кирлӗ пулнӑ? Тата вӑл пире мӗнле усӑ пама пултарать?
Тӳлесе илни вӑл мӗн ҫухатнине тавӑрма е кама та пулин ирӗке кӑларма панӑ хака пӗлтерет. Библире ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, пӗрремӗш ҫынсене, Адампа Евӑна, ҫӗр ҫинчи райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнмалла тунӑ. Вӗсем пӗр ҫитменлӗхсӗр пулнӑран вӗсен ачисен те пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса ҫӗр ҫинчи райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнмалла пулнӑ (Пултарни 1:26—28). Шел пулин те, пӗрремӗш ҫынсем Турра итлеменнине пула ҫак чаплӑ мая ҫухатнӑ — вӗсем ҫылӑхлӑ пулса тӑнӑ. Ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитернӗ? Библире каланӑ: «Ҫылӑх тӗнчене пӗр ҫын урлӑ кӗнӗ, ҫылӑхпа пӗрле вилӗм те килнӗ, вара пур этем те вилӗмлӗ пулса тӑнӑ, мӗншӗн тесессӗн пӗри ҫылӑха кӗнипе пурте ҫылӑхлӑ пулса тӑнӑ» (Рим 5:12). Адам хӑйӗн ачисене пӗр ҫитменлӗхсӗр пурнӑҫ вырӑнне ҫылӑх, унпа пӗрле вара вилӗм те парса хӑварнӑ.
«Тӳлесе илни» сӑмах ҫаврӑнӑшӗн пӗлтерӗшне шута илсен тӳлемелли хак ҫухатнин хакӗпе пӗр тан пулмалла. Адам пӗлсе тӑрсах Турра хирӗҫ кайса ҫылӑхлӑ пулса тӑнӑ. Юлашкинчен вара пӗр ҫитменлӗхсӗр пурнӑҫпа пурӑнас май — Адам пурӑннӑ пурнӑҫпа пурӑнас май — ҫухалнӑ. Библире каланӑ тӑрӑх, ҫавна пула Адамӑн ачисем ҫылӑхпа вилӗмӗн чурисем пулса тӑнӑ. Ҫынсене ҫак чуралӑхран хӑтарас тесе тепӗр пӗр ҫитменлӗхсӗр пурнӑҫа — Иисус Христос пурнӑҫне — памалла пулнӑ (Рим 5:19; Эфес 1:7). Турӑ юратнӑран ҫак тӳлесе илмелли парнене панӑ, ҫавна пула ҫеҫ этемлӗхӗн Адампа Ева мӗн ҫухатнине — ҫӗр ҫинчи райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнмалли мая — каялла илме шанчӑк пур (Ӳлӗмхине 21:3—5).
Тӳлесе илмелли парне пире ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма май панӑран ҫак парне Турӑ панӑ ытти парнесенчен чи хакли. Ҫак «паха парнешӗн» пархатарлӑ пулас тесе айтӑр ӑна унчченхи статьяра асӑннӑ тӑватӑ япалана шута илсе пӑхса тухар.
Эпир мӗн кӑмӑлланине шута илнӗ. Ҫынсен питӗ пурӑнас килет, пӗртте вилес килмест (Екклесиаст 3:11). Эпир хамӑр тӗллӗн вилӗмрен хӑтӑлма пултараймастпӑр, анчах та тӳлесе илмелли парне пире ҫакна тума май парать. Библире каланӑ: «Мӗншӗн тесен ҫылӑхшӑн вилӗмпе тӳлес пулать, Иисус Христосри, хамӑр Хуҫамӑрти ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ вара — Турӑ парни» (Рим 6:23, ҪХ).
Пире мӗн кирлине шута илнӗ. Ҫынсенчен никам та тӳлесе илмелли парне пама пултарайман. Библире: «Этем хӑйӗн тӑванне ниепле те тӳлесе илеймӗ, уншӑн Турра тӳлесе татаймӗ»,— тенӗ (Псалом 48:8). Ҫавӑнпа та ҫылӑхпа вилӗм чуралӑхӗнчен хӑтӑлма пире Турӑ пулӑшни кирлӗ пулнӑ. Христос Иисус ҫав тӳлемелли парнене панипе Турӑ пире мӗн кирлине панӑ (Рим 3:23, 24).
Кирлӗ вӑхӑтра панӑ. Библире ҫапла каланӑ: «Христос вара пирӗншӗн эпир ҫылӑхлӑ чухнех вилнӗ» (Рим 5:8, ҪХ). Турӑ «эпир ҫылӑхлӑ чухнех» тӳлесе илмелли парне панипе пире питӗ хытӑ юратнине кӑтартнӑ. Вӑл пире ҫылӑхлӑ пулнине пӑхмасӑрах юратать. Хальхи вӑхӑтра эпир ҫылӑхлӑ пулнипе асапланатпӑр пулсан та Турӑ панӑ парне пире пуласлӑх ҫине шанӑҫпа пӑхма пулӑшать.
Таса шухӑш-кӑмӑлпа панӑ. Хӑйӗн Ывӑлне тӳлесе илмелли парне пек пама Турра мӗн хавхалантарни ҫинчен Библире акӑ мӗнле ӑнлантарса панӑ: «Ывӑлӗ урлӑ пире чӗрӗлӗх парасшӑн Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне тӗнчене янинчен Турӑ пире юратни палӑрчӗ. Юрату вӑл эпир Турра мӗнле юратнинче мар, Турӑ пире мӗнле юратнинче» (1 Иоанн 4:9, 10).
Ҫак чи лайӑх парнешӗн пархатарлӑ пулнине эсир мӗнле кӑтартма пултаратӑр? Иоанн 3:16-мӗшӗнчи сӑмахсем тӑрӑх, ӗненекенсем ҫеҫ ҫӑлӑнӗҫ. Библире ӗненӳ вӑл «ӗмӗтленнине пур пек курни» тесе каланӑ (Еврейсем 11:1). Ҫавӑн пек ӗненес тесен тӗрӗс пӗлӳ илмелле. Ҫавӑнпа та ҫак «паха парнене» паракан Иегова Турӑ ҫинчен, ҫавӑн пекех тӳлесе илмелли парне урлӑ ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илес тесен мӗн тумалли ҫинчен ытларах пӗлме тӑрӑшӑр.
Иегова Свидетелӗсем хаваспах сире пулӑшӗҫ. Туррӑн ҫак чи лайӑх парни ҫинчен тата вӑл мӗнле усӑ пани ҫинчен ытларах пӗлсен, ҫакӑ сире ҫапла калама хавхалантарӗ: «Туррӑма Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ тав тӑватӑп» (Рим 7:25).