Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w17 январь 22—26 с.
  • Йывӑр вӑхӑтра та йӑваш ӑслӑ пулӑр

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Йывӑр вӑхӑтра та йӑваш ӑслӑ пулӑр
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2017
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ЛАРУ-ТӐРУ УЛШӐННӐ ЧУХНЕ
  • ПИРЕ ТИРКЕСЕ Е ЫРЛАСА КАЛАҪНӐ ЧУХНЕ
  • МӖН ПУЛАССИНЕ ПӖЛМЕН ЧУХНЕ
  • ЙӐВАШ ӐСЛӐ ПУЛМА ВӖРЕНӖР
  • Мӗншӗн йӑваш ӑслӑ пулмалла?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2017
  • Сӑпайлӑ пулӑр тата хӑвӑра кӗҫӗне хурӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2020
  • Сӑпайлӑ пулас тӗлӗшрен Верзеллий лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2022
  • Священниксен тумтирӗ пире мӗне вӗрентет?
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2020
Ытларах пӗлӗр
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2017
w17 январь 22—26 с.
Ватӑ ҫын Иудӑран килнӗ пророка улталать

Йывӑр вӑхӑтра та йӑваш ӑслӑ пулӑр

«Хӑвӑн Турру умӗнче йӑваш ӑслӑ ҫӳремелле» (МИХ. 6:8).

ЮРӐСЕМ: 48, 80

ЙӐВАШ ӐСЛӐ ПУЛНИ ПИРЕ...

  • ...хамӑра шанса панӑ ӗҫе ӑнӑҫлӑ тума мӗнле пулӑшать?

  • ...ыттисем тиркесе е ырласа калаҫнӑ чухне мӗнле пулӑшма пултарать?

  • ...мӗн пуласса пӗлмен чухне йышӑнусем тума мӗнле пулӑшма пултарать?

1—3. Иудӑран килнӗ пророк мӗн туман тата ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитернӗ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

ИЗРАИЛЬ патши Иеровоам Вефиль хулинче суя турӑсене пуҫҫапма парне вырӑнӗ туса лартнӑ. Иегова Иеровоама хӑрушӑ приговор калама Иудӑран пророка янӑ. Йӑваш кӑмӑллӑ пророк Иегова мӗн хушнине пӗтӗмпех пурнӑҫланӑ. Турӑ вара хӑйӗн ӗҫлекенне хаяр патшаран хӳтӗленӗ (3 Патш. 13:1—10).

2 Килелле кайнӑ чухне пророк Вефильпе юнашар пурӑнакан ватӑ ҫынна тӗл пулнӑ. Ҫав ҫын хӑйне Иеговӑн пророкӗ тенӗ. Унччен Турӑ Иудӑран килнӗ пророка: «Ҫӑкӑр та ан ҫи, шыв та ан ӗҫ, ху кайнӑ ҫулпа та ан таврӑн»,— тесе асӑрхаттарнӑ пулнӑ. Анчах ҫав ватӑ ҫын пророка улталанӑ та Иегова каланине хирӗҫле тутарнӑ. Пророк итлеменни Иеговӑна кӳрентернӗ. Вара киле кайнӑ чухне ӑна арӑслан тӗл пулнӑ та ҫурса тӑкнӑ (3 Патш. 13:11—24).

3 Мӗншӗн йӑваш ӑслӑ пророк Турра итлес вырӑнне ҫав чее ватӑ ҫынна итленӗ? Библире ҫавӑн ҫинчен ним те каламан. Тен, вӑл «Турӑ умӗнче йӑваш ӑслӑ» ҫӳремелли ҫинчен манса кайнӑ. (Михей 6:8 вуласа пар.) Библире «Турӑ умӗнче ҫӳре» тени Турра шаннине, унӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑнине тата яланах ӑна итлесе пурӑннине пӗлтерет. Йӑваш ӑслӑ ҫын юратакан ҫӳлти Ашшӗпе хутшӑнма пӑрахмалла маррине ӑнланать. Ҫав пророк Иегова хӑй мӗн каланине чӑнах та улӑштарнӑ-ши тесе кӗлтуса ыйтма пултарнӑ, анчах та Библире вӑл ҫавна пӗлме тӑрӑшни ҫинчен ҫырман. Хӑш-пӗр чухне пирӗн ҫӑмӑл мар йышӑнусем тума тивет, мӗн тумаллине вара тӳрех ӑнланма йывӑр пулма пултарать. Эпир йӑваш ӑслӑ пулса Иеговӑран канаш ыйтатпӑр пулсан, тӳрлетме ҫук йӑнӑша тумӑпӑр.

4. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухатпӑр?

4 Унчченхи статьяран эпир христиансен мӗншӗн йӑваш ӑслӑ пулмалли ҫинчен тата ҫакӑ ӑҫтан курӑнса тӑмалли ҫинчен пӗлтӗмӗр. Мӗнле лару-тӑрусенче ҫак лайӑх ене кӑтартма ҫӑмӑлах мар пулма пултарать? Йывӑр вӑхӑтра ҫак питӗ кирлӗ ене ҫухатас мар тесен мӗн тумалла? Ҫак ыйтусен хуравӗсене пӗлес тесе айтӑр виҫӗ час-часах тӗл пулакан лару-тӑрӑва пӑхса тухар. Ҫав лару-тӑрусенче эпир йӑваш кӑмӑллӑ пулнипе пулманни палӑрать. Ҫавӑн пекех эпир хамӑра тӗрӗс тытма мӗн пулӑшма пултарнине те курӑпӑр (Ытар. 11:2).

ЛАРУ-ТӐРУ УЛШӐННӐ ЧУХНЕ

5, 6. Верзеллий йӑваш ӑслӑ пулнине мӗнле кӑтартнӑ?

5 Хамӑр пурнӑҫри лару-тӑру улшӑнсан е пире ҫӗнӗ тивӗҫлӗх шанса парсан эпир йӑваш ӑслӑ пулнипе пулманни тӗрӗсленме пултарать. Пӗррехинче Давид 80 ҫулхи Верзеллие патша керменӗнче пурӑнма сӗннӗ. Паллах, Верзеллий ҫакӑ питӗ пысӑк чыс тесе шутланӑ. Килӗшнӗ пулсан вӑл малалла та патшапа ҫывӑх хутшӑнма пултарнӑ пулӗччӗ. Анчах та вӑл сӗнӗве йышӑнман. Мӗншӗн? Верзеллий питӗ ватӑ пулнӑ ӗнтӗ, ҫавӑнпа патшашӑн ҫӗклем пулас темен. Хӑй вырӑнне вӑл Кимгама, хӑйӗн ывӑлне пулас, ҫав чыса тума ыйтнӑ (2 Патш. 19:31—37).

6 Йӑваш ӑслӑ пулни Верзеллие тӗрӗс йышӑну тума пулӑшнӑ. Пысӑкрах тивӗҫлӗх илес килменрен мар тата ватлӑх кунӗсене канлӗ пурӑнса ирттересшӗн пулнӑран мар вӑл Давидӑн сӗнӗвне йышӑнман. Вӑл хӑйӗн лару-тӑру улшӑннине тата мӗн тума вӑй ҫитнипе ҫитменнине ӑнланнӑ. (Галати 6:4, 5 вуласа пар.) Эпир аслӑ вырӑн йышӑнасшӑн е хисеплӗ ҫын пуласшӑн пулсассӑн е чапшӑн ҫунатпӑр пулсассӑн, пирӗн чӗрере эгоизм тата ыттисене ӑмсанасси ҫумкурӑк пекех ешерсе кайма пултарать. Юлашкинчен вара пирӗн ӗмӗт татӑлӗ (Гал. 5:26). Хамӑра кӗҫӗне хуратпӑр пулсан эпир тӑвансемпе пӗрле ӗҫленӗ май Иеговӑна мухтав кӳме тата ыттисене пулӑшма тӑрӑшӑпӑр (1 Кор. 10:31).

7, 8. Йӑваш ӑслӑ пулни пире хамӑр ҫине ҫеҫ шанасран мӗнле хӳтӗлет?

7 Ҫынна пысӑкрах тивӗҫлӗхпе власть парсан йӑваш кӑмӑллӑ тӑрса юлма ҫӑмӑл пулмасан та пултарать. Неемия Иерусалимри халӑх мӗн тери нумай йывӑрлӑх тӳсни ҫинчен пӗлсен Иеговӑна хӗрӳллӗн кӗлтума пуҫланӑ (Неем. 1:4, 11). Турӑ ӑна пилленӗ: Артаксеркс патша ӑна Иудея пуҫлӑхӗ пулма лартнӑ. Неемия пысӑк вырӑн йышӑннӑ пулин те тата унӑн влаҫпа пуянлӑх пулнӑ пулин те, вӑл нихӑҫан та хӑйӗн пултарулӑхӗсемпе опычӗ ҫине шанман. Вӑл яланах Иеговӑран канаш ыйтнӑ тата унӑн Законне вуланӑ (Неем. 8:1, 8, 9). Неемия халӑха хӗсӗрлемен, пачах урӑхла, вӑл ҫынсене хӑй укҫипе пулӑшнӑ (Неем. 5:14—19).

8 Неемия тӗслӗхӗ ҫакна уҫҫӑн кӑтартать: йӑваш ӑслӑ пулни ҫӗнӗ тивӗҫлӗхсем илнӗ чухне хамӑр ҫине ытлашши шанасран хӳтӗлет. Старейшина хӑй пухнӑ опыт ҫине ҫеҫ шанать пулсан, хӑйӗн тивӗҫлӗхӗсене тума тытӑнас умӗн кӗлтумалли пирки манса кайма пултарать. Тепри вара малтан йышӑну тума, кайран Иеговӑна мана пилле тесе ыйтма пултарать. Ҫак ҫынсем пирки йӑваш ӑслӑ теме пулать-и? Йӑваш ӑслӑ ҫын яланах Турӑ умӗнче тата унӑн организацийӗнче мӗнле вырӑн йышӑннине асра тытать. Хамӑрӑн пултарулӑхсемпе вӑй-хал ҫине ҫеҫ шанни инкек патне илсе ҫитерме пултарать, уйрӑмах унччен тӗл пулнӑ лару-тӑрӑва каллех лекнӗ чухне. (Ытарӑшсем 3:5, 6 вуласа пар.) Туррӑн ҫемйинчи ҫынсем пулнӑ май эпир пысӑк вырӑн йышӑнассишӗн ҫунмастпӑр, килте те, пухура та хамӑра шанса панӑ яваплӑхсене пурнӑҫлама вӗренесшӗн тӑрӑшатпӑр (1 Тим. 3:15).

ПИРЕ ТИРКЕСЕ Е ЫРЛАСА КАЛАҪНӐ ЧУХНЕ

9, 10. Пире пӗр сӑлтавсӑрах тиркесе калаҫаҫҫӗ пулсан, йӑваш ӑслӑ пулни мӗнле пулӑшма пултарать?

9 Ним ҫук ҫӗртенех пире тиркесе калаҫаҫҫӗ пулсан, хамӑрӑн туйӑмсене алра тытма ҫӑмӑл мар. Анна тӗслӗхне пӑхса тухар. Упӑшкин тепӗр арӑмӗ, Феннана, ӑна пӗрмаях кӳрентернӗ, уншӑн Анна нумай куҫҫуль тӑкнӑ. Упӑшки Аннӑна хытӑ юратнӑ, анчах та унӑн ача пулман. Пӗррехинче, сӑваплӑ чатӑр патӗнче кӗлтунӑ чухне, аслӑ священник Илий пӗр сӑлтавсӑрах Аннӑна ӳсӗр тесе каланӑ! Шухӑшласа пӑхӑр кӑна: темле йывӑр пулсан та Анна хӑйӗн туйӑмӗсене алла илме тата Илийпа хисеплӗн калаҫма пултарнӑ. Унӑн кӗлӗре чун-чӗререн каланӑ сӑмахӗсене Библире ҫырса хунӑ. Ҫав сӑмахсенчен Анна Турра хытӑ ӗненни, ӑна мухтав кӳрсе тӑрасшӑн пулни тата пархатарлӑ пулни курӑнать (1 Патш. 1:5—7, 12—16; 2:1—10).

10 Унсӑр пуҫне, йӑваш ӑслӑ пулни пире «усала ырӑпа парӑнтарса» тӑма пулӑшать (Рим 12:21). Сатана хуҫаланакан тӗнчере эпир час-часах тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулатпӑр. Йӗркесӗр ҫынсем пире тарӑхтарма пултараҫҫӗ, анчах пирӗн хамӑрӑн туйӑмсене тытса чарма пӗлмелле (Пс. 36:1). Пухури тӑвансем пире кӳрентерсен вара чун тата хытӑрах ыратать. Ун пек чухне йӑваш ӑслӑ ҫын Иисус пек пулма тӑрӑшать. Библире ун ҫинчен: «Хӑйне усал сӑмахпа хӑртсан та, хирӗҫ усал каламан... тавӑрассине тӗрӗс Тӳре аллине панӑ»,— тенӗ (1 Петр 2:23). Тавӑрасси — Иеговӑн ӗҫӗ, Иисус ҫакна пӗлнӗ (Рим 12:19). Христосӑн вӗренекенӗсен те йӑваш ӑслӑ пулса «усал тунӑшӑн усалпа» тавӑрмалла мар (1 Петр 3:8, 9).

11, 12. а) Ыттисем пирӗнпе йӑпӑлтатса е ытлашши мухтаса калаҫнӑ чухне йӑваш ӑслӑ пулни мӗнле пулӑшать? ӑ) Йӑваш ӑслӑ пулни пирӗн ҫипуҫран тата эпир хамӑра ыттисемпе мӗнле тыткаланинчен мӗнле курӑнса тӑмалла?

11 Ыттисем пирӗнпе йӑпӑлтатса е ытлашши мухтаса калаҫнӑ чухне те эпир йӑваш ӑслӑ пулнипе пулманни тӗрӗсленет. Эсфирь пурнӑҫӗ кӗтмен ҫӗртен улшӑнсан вӑл хӑйне мӗнле тытни ҫинчен шухӑшлар. Вӑл ытарайми хитре хӗр пулнӑ. Унсӑр пуҫне, ӑна ҫулталӑк хушши ырӑ шӑршӑллӑ ҫусемпе сӗрнӗ тата массаж тунӑ. Кун хыҫҫӑн кун вӑл ҫамрӑк хӗрсем хушшинче ирттернӗ, вӗсене Перси империйӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен илсе килнӗ пулнӑ. Кашниех патшан чӗрине тыткӑнлама тӑрӑшнӑ. Эсфирь вара хай ҫинчен ытлашши шутламан. Патша ӑна суйласа илсен те вӑл мӑнкӑмӑлланса кайман тата хӑйне йӑвашшӑн, сӑпайлӑн тытма пӑрахман (Эсф. 2:9, 12, 15, 17).

Йӑваш ӑслӑ пулнипе пулманнине кӑтартакан ҫипуҫ

Хамӑра мӗнле тыткаланинчен тата пирӗн ҫипуҫран мӗн курӑнать: эпир Иеговӑна тата ыттисене хисеплени-и е йӑваш ӑслӑ пулманни-и? (12-мӗш абзаца пӑхӑр.)

12 Йӑваш ӑслӑ пулни хамӑра мӗнле тыткаланинчен, ҫипуҫран тата ыттисене хисепленинчен курӑнса тӑрать. Хамӑрпа мухтансан тата хамӑр ҫине пӑхтарма тӑрӑшсан ҫынсем пире ырлама пуҫлӗҫ тесе шутлани тӗрӗс мар. Ҫак тӗлӗшрен «йӑваш кӑмӑллӑ» пулни пулӑшать (1 Петр 3:3, 4 вуласа пар; Иер. 9:23, 24.) Эпир чапшӑн ҫунатпӑр пулсан, ҫакӑ хӑҫан та пулин ҫиеле тухӗ. Тӗслӗхрен, пире пӗр-пӗр ятарлӑ ӗҫ шанса пани ҫинчен, эпир ыттисене калама юраман информацие пӗлни ҫинчен е эпир яваплӑ арҫын тӑвансемпе туслӑ пулни ҫинчен сӑмах май асӑнса хӑварма пултаратпӑр. Е, калӑпӑр, пӗр-пӗр ӗҫе тума ыттисем пулӑшни ҫинчен каламасӑрах эп пулман пулсан ним те пулмастчӗ теме пултаратпӑр. Ун пек чухне каллех Иисусӑн тӗслӗхӗнчен нумай вӗренме пулать. Вӗрентнӗ чухне вӑл час-часах Еврей Ҫырӑвӗсенчи сӑмахсене илсе панӑ е унта мӗн каланине аса илтернӗ. Ҫавна пула ҫынсем Иисус хӑйӗн шухӑшӗсене мар, Иеговӑн сӑмахӗсене каланине ӑнланнӑ (Иоанн 8:28).

МӖН ПУЛАССИНЕ ПӖЛМЕН ЧУХНЕ

13, 14. Йӑваш ӑслӑ пулни йышӑнусем тума мӗнле пулӑшать?

13 Мӗнле те пулин йышӑну тунӑ чухне те эпир йӑваш ӑслӑ пулнипе пулманни курӑнма пултарать. Павел апостол Кесарире чухне Агав пророк ӑна Иерусалима каятӑн пулсан сана тӗрмене хупса лартӗҫ, тен, вӗлерӗҫ те тенӗ. Ҫавӑнпа тӑвансем Павела унта ан кай тесе тархаслама пуҫланӑ. Анчах та вӗсем ӑна ӳкӗте кӗртеймен. Павел хӑй ҫине те ытлашши шанман, хӑраса та ӳкмен. Вӑл Иеговӑна хытӑ шаннӑ тата Турӑ хушнӑ ӗҫе пурнӑҫлама кирек ӑҫта ярсан та кайма хатӗр пулнӑ. Ҫакна ӑнлансан тӑвансем, йӑваш ӑслӑ пулса, Павела чарса тӑрас темен (Ап. ӗҫ. 21:10—14).

14 Мӗн пулассине пӗлмен чухне е лару-тӑрӑва улӑштарайман чухне, йӑваш ӑслӑ пулни пире те тӗрӗс йышӑнусем тума пулӑшӗ. Тӗслӗхрен, Турӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлеме пуҫласси ҫинчен шухӑшлатпӑр пулсан, пуҫра ҫак ыйтусем явӑнма пултараҫҫӗ: «Енчен те эп чирлесе ӳксен? Ватӑлса кайнӑ аттепе аннене пулӑшмалла пулсан? Ватлӑхра маншӑн кам тӑрӑшӗ?» Тем чул кӗлтусан та, тем чул шухӑшласан та ҫак ыйтусен хуравӗсене пӗлме ҫук (Еккл. 8:16, 17). Иеговӑна шанса тӑни пӗтӗмпех пирӗнтен килменнине ӑнланма та, ҫавна йышӑнма та пулӑшӗ. Йышӑну тӑвас умӗн пирӗн тӗпчемелле, ыттисемпе канашламалла тата Иеговӑран пулӑшу ыйтмалла. Ҫавӑн хыҫҫӑн святой сывлӑш кӑтартнӑ ҫулпа каймалла. (Екклесиаст 11:4—6 вуласа пар.) Вара Иегова эпир вӑй хунине пиллӗ е хамӑрӑн тӗллевсене улӑштармаллине ӑнланма пулӑшӗ (Ытар. 16:3, 9).

ЙӐВАШ ӐСЛӐ ПУЛМА ВӖРЕНӖР

15. Иегова ҫинчен шухӑшлани йӑваш ӑслӑ пулма мӗнле пулӑшать?

15 Эпир куртӑмӑр ӗнтӗ, йӑваш ӑслӑ пулни питӗ кирлӗ. Ҫавӑнпа ыйту сиксе тухать: малалла та йӑваш ӑслӑ пулма вӗренес тесен мӗн тумалла? Айтӑр тӑватӑ май пӑхса тухар. Пӗрремӗшӗнчен, йӑваш ӑслӑ пулмашкӑн тата Иеговӑна чыс-мухтав кӳрсе тӑмашкӑн пирӗн унӑн паха енӗсем ҫинчен тата унӑн аслӑлӑхӗ ҫинчен шухӑшламалла (Ис. 8:13). Ан манӑр: эпир пӗр-пӗр ангелпа е пӗр-пӗр ҫынпа мар, Пурне те Тума Пултаракан Турӑпа ҫӳретпӗр. Ҫакна ӑнланни пире хамӑра «йӑвашланса Туррӑн хӑватлӑ аллине» пама хавхалантарӗ (1 Петр 5:6).

16. Турӑ пире юратни ҫинчен шухӑшлани йӑваш ӑслӑ пулма мӗнле хавхалантарать?

16 Иккӗмӗшӗнчен, йӑваш ӑслӑ пулма вӗренес тесен Иегова пире юратнине мӗнле кӑтартни ҫинчен шухӑшламалла. Павел апостол Иегова этемӗн «хисеплех мар пайӗсене» ытларах хисеплемелле тунӑ тесе ҫырнӑ (1 Кор. 12:23, 24). Пирӗн лару-тӑрӑва пӑхмасӑрах Иегова пире кашнине юратать. Вӑл пире ыттисемпе танлаштармасть тата эпир йӑнӑш тусан та юратма пӑрахмасть. Эпир Иеговӑн организацийӗнче кирек мӗнле вырӑн йышӑнсан та, вӑл юратнине пула хамӑра хӳтлӗхри пек туятпӑр.

17. Ыттисенче лайӑххине курма тӑрӑшни мӗнле усӑ кӳрет?

17 Виҫҫӗмӗшӗнчен, йӑваш ӑслӑ пулма пире ыттисен лайӑх енӗсене курма тӑрӑшни пулӑшать. Ҫакӑ хамӑр ҫине пӑхтарас е ыттисен мӗн тумаллине вӗрентсе тӑрас килнипе кӗрешме хавхалантарӗ. Эпир ыттисенчен канаш ыйтма тата вӗсем мӗн шутланине шута илме хатӗр пулӑпӑр (Ытар. 13:10). Кама та пулин пухура тивӗҫлӗх парсан эпир уншӑн савӑнӑпӑр. Иегова «тӑвансене... пӗтӗм тӗнчипе» пилленине курса эпир ӑна мухтав кӳрсе тӑрӑпӑр (1 Петр 5:9, ҪХ).

18. Ыттисен туйӑмӗсене хисеплес тесе совеҫе мӗнле вӗрентме пулать?

18 Тӑваттӑмӗшӗнчен, хамӑрӑн совеҫе Библи принципӗсем тӑрӑх вӗрентсе тӑратпӑр пулсан ыттисен туйӑмӗсене шута илӗпӗр. Йӑваш ӑслӑ пулса эпир япаласем ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхма вӗренме тӑрӑшӑпӑр, вара Турра юрӑхлӑ йышӑнусем тума пултарӑпӑр (1 Тим. 1:5). Пуринчен малтан эпир ыттисем ҫинчен шухӑшлама вӗренӗпӗр. Хамӑр енчен мӗн тумаллине тӑватпӑр пулсан, Иегова, хӑй сӑмах панӑ пекех, пире вӗрентсе ҫитерӗ тата йӑваш ӑслӑ пулма та, ытти лайӑх енсене кӑтартма та пулӑшӗ (1 Петр 5:10).

19. Иегова умӗнче ӗмӗр-ӗмӗрех йӑваш ӑслӑ ҫӳреме мӗн пулӑшӗ?

19 Иудӑри пророк пӗрре хӑй шухӑшланӑ пек тусанах Турӑ ырланине те, пурнӑҫне те ҫухатнӑ. Анчах та эпир йывӑр вӑхӑтра та йӑваш ӑслӑ пулма пултаратпӑр. Ҫакна Туррӑн авалхи шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсен тата хальхи вӑхӑтра пурӑнакан йӑваш ӑслӑ тӑвансен тӗслӗхӗсем кӑтартса параҫҫӗ. Мӗн чухлӗ нумайрах вӑхӑт хушши Иеговӑшӑн ӗҫлетпӗр, ҫавӑн чухлӗ нумайрах пирӗн йӑваш ӑслӑ пулса ун ҫине шанмалла (Ытар. 8:13). Иеговӑн организацийӗнче пире кирек мӗнле ӗҫ шанса парсан та, Турӑпа ҫӳреме май пурри — чи пысӑк чыс. Ҫапла чыс тунӑшӑн пархатарлӑ пулар тата Иегова умӗнче ӗмӗр-ӗмӗрех йӑваш ӑслӑ ҫӳрес тесе мӗн тума пултарнине пурне те тӑвар.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр