Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w17 февраль 8—12 с.
  • Тӳлесе илме панӑ парне — Ҫӳлти Аттемӗрӗн чи чаплӑ парни

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Тӳлесе илме панӑ парне — Ҫӳлти Аттемӗрӗн чи чаплӑ парни
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2017
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • «САНӐН ЯТУ СӐВАПЛӐ ПУЛТӐР»
  • «САНӐН ПАТШАЛӐХУ КИЛТӖР»
  • «САНӐН ИРӖКӲ ҪӖР ҪИНЧЕ ТЕ ҪӲЛТИ ПЕКЕХ ПУЛТӐР»
  • ТӲЛЕСЕ ИЛМЕ ПАНӐ ПАРНЕШӖН ПАРХАТАРЛӐ ПУЛӐР
  • ТӲЛЕСЕ ИЛМЕЛЛИ ПАРНЕ УРЛӐ ИЕГОВА ПИЛЛӖХСЕМ ПАРАТЬ
  • Тӳлесе илме панӑ парне — Турӑ панӑ чи хаклӑ парне
    Библи пире мӗне вӗрентет?
  • Тӳлесе илме панӑ парнешӗн пархатарлӑ пулма ан пӑрахӑр!
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2021
  • Тӳлесе илни — Турӑ панӑ хаклӑ парне
    Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?
  • Тӳлесе илме панӑ парне пире мӗнле ҫӑлать
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2010)
Ытларах пӗлӗр
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2017
w17 февраль 8—12 с.
Иисус ҫынсене вӗрентет

Тӳлесе илме панӑ парне — Ҫӳлти Аттемӗрӗн чи чаплӑ парни

«Мӗн аванни те, чӑн ырӑлӑх та ҫӳлтен... Ашшӗнчен анать» (ИАК. 1:17).

ЮРӐСЕМ: 20, 15

ТӲЛЕСЕ ИЛМЕ ПАНӐ ПАРНЕ...

  • ...Иеговӑн ятне сӑваплӑ тӑвассипе мӗнле ҫыхӑннӑ?

  • ...Турӑ Патшалӑхӗпе мӗнле ҫыхӑннӑ?

  • ...Турӑ мӗн шухӑшласа хуни пурнӑҫланассипе мӗнле ҫыхӑннӑ?

1. Тӳлесе илме панӑ парне мӗнле пиллӗхсем кӳнӗ?

ХРИСТОСӐН тӳлесе илмелли парнине пула ҫынсем нумай пиллӗх илме пултараҫҫӗ. Адамӑн тӑхӑмӗсен, тӗрӗслӗхе юратаканнисен, Туррӑн ачисем пулса тӑма май пур. Унсӑр пуҫне, ҫак парне пире ӗмӗр-ӗмӗр телейлӗ пурӑнма шанчӑк парать. Унтан та ытларах, Иисус хӑйӗн пурнӑҫне пирӗншӗн пани тата мӗн виличченех Иеговӑн тӳрӗлӗх нормисене хӳтӗлени пысӑк пӗлтерӗшлӗ ыйтусемпе ҫыхӑннӑ (Евр. 1:8, 9).

2. а) Иисус кӗлтума вӗрентнӗ чухне мӗнле пысӑк пӗлтерӗшлӗ ыйтусем ҫинчен асӑннӑ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.) ӑ) Эпир ҫак статьяра мӗн пӑхса тухатпӑр?

2 Пурнӑҫне этемлӗхшӗн париччен пӗр икӗ ҫул маларах Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла кӗлтума вӗрентнӗ: «Эй Ҫӳлти Аттемӗр! Санӑн яту хисеплентӗр [«сӑваплӑ пултӑр», ҪТ]; Санӑн Патшалӑху килтӗр; Санӑн ирӗкӳ ҫӗр ҫинче те ҫӳлти пекех пултӑр» (Матф. 6:9, 10). Айтӑр тӳлесе илме панӑ парне Туррӑн ятне сӑваплӑ тӑвассипе, Турӑ Патшалӑхӗпе тата Туррӑн ирӗкӗпе мӗнле ҫыхӑннине пӑхса тухар. Ҫакӑ пире ҫав парнешӗн тата пархатарлӑрах пулма пулӑшӗ.

«САНӐН ЯТУ СӐВАПЛӐ ПУЛТӐР»

3. Туррӑн ячӗ мӗн кӑтартса парать? Сатана унӑн сӑваплӑ ятне мӗнле вараланӑ?

3 Тӗслӗхшӗн илсе панӑ кӗлӗре Иисус чи малтан Туррӑн ячӗ сӑваплӑ пултӑр тесе ыйтма вӗрентнӗ. Иеговӑн ячӗ вӑл пуринчен те аслӑ, хӑватлӑ тата сӑваплӑ пулнине кӑтартать. Тепре кӗлтунӑ чухне Иисус Иеговӑна «Святой Аттем» тенӗ (Иоанн 17:11). Иегова сӑваплӑ пулнӑран вӑл панӑ принципсемпе саккунсем те сӑваплӑ. Анчах та Эдем пахчинче Сатана, чеелӗхпе усӑ курса, ҫынсемшӗн мӗн ырӑ, мӗн усал пулнине кӑтартакан нормӑсене пама Иеговӑн право пурри пирки иккӗлентернӗ. Турӑ ҫинчен суйса каланипе Сатана унӑн сӑваплӑ ятне вараланӑ (Пулт. 3:1—5).

4. Туррӑн ячӗ сӑваплӑ пултӑр тесе Иисус мӗн тунӑ?

4 Сатанапа танлаштарсан, Туррӑн ятне Иисус чун-чӗререн юратнӑ (Иоанн 17:25, 26). Иисус хӑйӗн Ашшӗн ятне сӑваплӑ тӑвас тесе тӑрӑшнӑ. (Псалом 39:9—11 вуласа пар.) Ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне хӑй мӗне вӗрентнипе тата мӗнле пурӑннипе Иисус ыттисене Туррӑн нормисем тӗрӗс те усӑллӑ пулнине курма пулӑшнӑ. Сатана хӗтӗртнипе Иисусӑн асапланса вилмелле пулнӑ пулин те, вӑл пӗлӗтри Ашшӗне шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ. Ҫапла вара пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫынсем Туррӑн тӳрӗлӗх нормисене пӗр пӑсмасӑр пурӑнма пултарнине кӑтартса панӑ.

5. Иеговӑн ячӗ сӑваплӑ пултӑр тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?

5 Эпир Иеговӑн ятне юратнине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? Хамӑрӑн ӗҫсемпе. Иегова пире «таса», е сӑваплӑ, пулма хушать. (1 Петр 1:15, 16 вуласа пар.) Ҫакӑ пирӗн Иеговӑна ҫеҫ пуҫҫапмаллине тата ӑна чун-чӗререн пӑхӑнса пурӑнмаллине пӗлтерет. Пире хӗсӗрленӗ чухне те эпир Турӑ панӑ принципсемпе саккунсене пӑсмасӑр пурӑнма пӗтӗм вӑя хуратпӑр. Тӳрӗлӗх нормисем тӑрӑх пурӑнса эпир хамӑр ҫутта ҫынсем умӗнче ҫутатма паратпӑр (Матф. 5:14—16). Иеговӑн сӑваплӑ халӑхӗ пулнӑ май, эпир унӑн саккунӗсем усӑллӑ пулнине тата Сатана ултавҫӑ пулнине кӑтартатпӑр. Эпир пурте ҫитменлӗхлӗ ҫынсем, ҫавӑнпа йӑнӑшсем тӑватпӑр. Анчах та ун пек чухне эпир чун-чӗререн ӳкӗнетпӗр тата Иеговӑна чыссӑрлатакан ӗҫсене урӑх тӑвас мар тесе тӑрӑшатпӑр (Пс. 78:9).

6. Мӗне пула Иегова пире, ҫылӑхлӑ ҫынсене, тӳрре кӑларать?

6 Христосӑн тӳлесе илмелли парни Иеговӑна хӑйне чӑннипе ӗненекен ҫынсен ҫылӑхӗсене каҫарма май парать. Кам хӑйӗн пурнӑҫне Иеговӑна халаллать, ҫавсене вӑл манӑн ӗҫлекенсем тет. Иегова вӗсене тӳрре кӑларать тата святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене хӑйӗн ачисем вырӑнне хурать, «урӑх сурӑхсене» вара — тусӗсем вырӑнне (Иоанн 10:16; Рим 5:1, 2; Иак. 2:21—25). Ҫапла вара эпир паянах Турӑ умӗнче тӳрӗ ҫынсем пулса тӑма тата унӑн ятне сӑваплӑ тума пултаратпӑр.

«САНӐН ПАТШАЛӐХУ КИЛТӖР»

7. Тӳлесе илмелли парнене пула эпир Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пынӑ вӑхӑтра мӗнле пиллӗхсем илме пултарӑпӑр?

7 Тӗслӗхшӗн илсе панӑ кӗлӗре Иисус «Санӑн Патшалӑху килтӗр» тесе ыйтмалли пирки те каланӑ. Тӳлесе илме панӑ парне Турӑ Патшалӑхӗпе мӗнле майпа ҫыхӑннӑ? Ҫав парнене пула Христоспа пӗрле пӗлӗтре «патшасемпе священниксем» пулма 144 000 ҫынна суйласа илме май уҫӑлнӑ (Ӳлӗм. 5:9, 10; 14:1). Иисус тата унпа пӗрле патшара ларакансем Турра итлекен ҫынсем ҫине пин ҫул хушши пиллӗхсем ярса тӑрӗҫ. Тӳлесе илмелли парнене пула пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе рай пулӗ тата Турра шанчӑклӑ ҫынсем пурте пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑрӗҫ. Унсӑр пуҫне, Туррӑн организацийӗнче ӗҫлесе тӑракансем пурте — пӗлӗтрисем те, ҫӗр ҫинчисем те — пӗр ҫемье пулса тӑрӗҫ (Ӳлӗм. 5:13; 20:6). Иисус ҫӗлен пуҫне ҫапса ҫӗмӗрӗ тата Сатана пӑлхав ҫӗкленӗ хыҫҫӑн сиксе тухнӑ пур йывӑрлӑха та татса парӗ (Пулт. 3:15).

8. а) Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене Турӑ Патшалӑхӗ питӗ кирлине ӑнланма мӗнле пулӑшнӑ? ӑ) Турӑ Патшалӑхӗ майлӑ тӑнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

8 Ҫӗр ҫинче чухне Иисус вӗренекенсене Турӑ Патшалӑхӗ мӗн тери кирлӗ пулнине ӑнланма пулӑшнӑ. Шыва кӗнӗ хыҫҫӑнах вӑл пур ҫӗрте те «Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар» пӗлтерсе ҫӳренӗ (Лука 4:43). Пӗлӗте хӑпарас умӗн Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене «ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитичченех» ырӑ хыпар сарса ҫӳресе хӑйӗн свидетелӗсем пулма хушнӑ (Ап. ӗҫ. 1:6—8). Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпара пӗтӗм тӗнчипе пӗлтернине пула ҫынсем тӳлесе илмелли парне ҫинчен пӗлме тата Турӑ Патшалӑхӗн ҫыннисем пулса тӑма пултарнӑ. Паян та святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене ырӑ хыпар сарма пулӑшса тӑнипе эпир Турӑ Патшалӑхӗ майлӑ тӑнине кӑтартатпӑр (Матф. 24:14; 25:40).

«САНӐН ИРӖКӲ ҪӖР ҪИНЧЕ ТЕ ҪӲЛТИ ПЕКЕХ ПУЛТӐР»

9. Турӑ ҫынсене валли мӗн шухӑшласа хуни пурнӑҫланасси пирки мӗншӗн иккӗленмелли ҫук?

9 «Санӑн ирӗкӳ ҫӗр ҫинче те ҫӳлти пекех пултӑр» тесе Иисус мӗн каласшӑн пулнӑ? Иегова — Пурне те Пултаракан Турӑ. Вӑл хӑйӗн сӑмахӗсене пурне те пурнӑҫа килтеретех (Ис. 55:11). Сатана пӑлхав ҫӗклени Иеговӑна хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлама чӑрмантарма пултараймасть. Чи малтанах Турӑ ҫӗр ҫинче Адампа Евӑн пӗр ҫитменлӗхсӗр ачисем пурӑнччӑр тенӗ (Пулт. 1:28). Адампа Ева ачасем ҫуратмасӑрах вилнӗ пулсан, Иегова мӗн шухӑшласа хуни пурнӑҫланайман пулӗччӗ. Ҫавӑнпа пӗрремӗш ҫынсем ҫылӑха кӗнӗ хыҫҫӑн Иегова вӗсене ачасем ҫуратма ирӗк панӑ. Тӳлесе илмелли парне панипе вара Турӑ хӑйне чӑннипе ӗненекен ҫынсене пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑма тата ҫӗр ҫинче райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма май уҫса панӑ. Иегова ҫынсене хытӑ юратать тата хӑйне итлесе пурӑнакан ҫынсене, хӑй чи малтанах шухӑшласа хунӑ пек, чаплӑ пурнӑҫ парнелесшӗн.

10. Тӳлесе илмелли парнене пула вилнисемшӗн мӗнле май уҫӑлнӑ?

10 Иегова ҫинчен пӗлмесӗрех тата уншӑн ӗҫлесе курмасӑрах вилнӗ миллиард-миллиард ҫын пирки вара мӗн калама пулать? Тӳлесе илме панӑ парнене пула вилнисен чӗрӗлсе тӑма май пур. Юратакан Ҫӳлти Аттемӗр ҫав ҫынсене чӗртсе тӑратӗ те хӑй мӗн шухӑшласа хуни ҫинчен пӗлме тата ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма май парӗ (Ап. ӗҫ. 24:15). Иегова никама та вилӗм сунмасть. Вӑл пурне те ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнтарасшӑн. Вӑл — Пурнӑҫ Паракан, ҫавӑнпа та вилнисене чӗртсе тӑратсан вӑл вӗсен Ашшӗ пулса тӑрӗ (Пс. 35:10). Ахальтен мар Иисус пире «эй Ҫӳлти Аттемӗр» тесе кӗлтума вӗрентнӗ (Матф. 6:9). Иегова ӑна вилнисене чӗртсе тӑратма власть панӑ (Иоанн 6:40, 44). Райра Иисусӑн ҫак сӑмахӗсем пурнӑҫланӗҫ: «Чӗртсе тӑратакан та, чӗрӗлӗх паракан та Эпӗ» (Иоанн 11:25).

11. Турӑ «имсӗр-сумсӑр ҫын» пирки мӗн шухӑшласа хунӑ?

11 Иегова кашни ҫыннах ырӑ тӑвасшӑн. Иисус каланӑ: «Кам Турӑ ирӗкне туса пурӑнать, ҫавӑ Манӑн пиччем-шӑллӑм та, аппам-йӑмӑкӑм та, аннем те пулать» (Марк 3:35). Турӑ шухӑшласа хунӑ тӑрӑх, пур йӑхран, пур ӑруран, тӗрлӗ чӗлхеллӗ халӑхран пухӑннӑ имсӗр-сумсӑр нумай ҫыннӑн унӑн ҫемйинчи ҫынсем пулса тӑмалла. Тӳлесе илмелли парнене ӗненекенсем тата Туррӑн ирӗкне пурнӑҫлакансем савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрса калама пултарӗҫ: «Пирӗн ҫӑлӑнӑҫ — аслӑ пукан ҫинче ларакан Туррӑмӑрта тата Путекре!» (Ӳлӗм. 7:9, 10).

12. Иегова хӑйне итлекен ҫынсем валли мӗн шухӑшласа хуни тӗслӗхшӗн илсе панӑ кӗлӗрен мӗнле курӑнать?

12 Тӗслӗхшӗн илсе панӑ кӗлӗре Иисус мӗн-мӗн ыйтма вӗрентни Иегова ҫынсене валли мӗн шухӑшласа хунине ӑнланма пулӑшать. Ҫак кӗлӗпе килӗшӳллӗн эпир Иеговӑн ятне сӑваплӑ тума тата хисепе хурса пурӑнма пӗтӗм вӑйран тӑрӑшатпӑр (Ис. 8:13). Иисусӑн ячӗ «Иегова — ҫӑлӑнӑҫ» тенине пӗлтерет. Христосӑн тӳлесе илмелли парнине пула эпир ҫӑлӑнса юлма пултаратпӑр, ҫакӑ вара Иеговӑн ятне мухтава кӑларӗ. Ҫак парнене пулах Туррӑн Патшалӑхӗ Иеговӑна итлесе пурӑнакан ҫынсене нумай пиллӗх парӗ. Тӗслӗхшӗн илсе панӑ кӗлӗрен Турра хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлама нимӗн те чӑрмантарма пултарайманни уҫҫӑн курӑнать (Пс. 134:6; Ис. 46:9, 10).

ТӲЛЕСЕ ИЛМЕ ПАНӐ ПАРНЕШӖН ПАРХАТАРЛӐ ПУЛӐР

13. Шыва кӗнипе эпир мӗн кӑтартатпӑр?

13 Тӳлесе илме панӑ парнешӗн Турра пархатарлӑ пулнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? Тӗслӗхрен, тӳлесе илмелли парнене ӗненнипе, хамӑрӑн пурнӑҫа Иеговӑна халалланипе тата шыва кӗнипе. Шыва кӗни вара эпир Иеговӑн пулнине кӑтартать (Рим 14:8). Тата ҫакна тунипе эпир Иеговӑран таса совесть пама ыйтатпӑр (1 Петр 3:21). Турӑ эпир ыйтни ҫине хуравлать те пире Христосӑн юнӗпе тасатать. Ҫавӑнпа Иегова пире мӗн пама пулнине пӗтӗмпех парасса ҫирӗп шанатпӑр (Рим 8:32).

Арҫын шыва кӗрсе Иегова Свидетелӗ пулса тӑнӑ; вӑл ырӑ хыпар сарас ӗҫе хутшӑнать

Тӳлесе илме панӑ парнешӗн пархатарлӑ пулнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? (13, 14 абзацсене пӑхӑр.)

14. Мӗншӗн Иегова ҫывӑх ҫынсене юратма хушать?

14 Тӳлесе илме панӑ парнешӗн Турра пархатарлӑ пулса эпир тата мӗн тума пултаратпӑр? Иегова хӑйӗн ӗҫӗсене пурне те юратнӑран тӑвать, хӑйӗн ӗҫлекенӗсенчен те ҫак лайӑх ене кӑтартасса кӗтет (1 Иоанн 4:8—11). Хамӑрӑн ҫывӑх ҫынсене юратнипе эпир «Ҫӳлти Аттемӗрӗн ывӑлӗсем» пулас килнине кӑтартатпӑр (Матф. 5:43—48). Библире Иеговӑна юрат тенӗ хыҫҫӑнах ҫывӑх ҫынна юрат тенӗ (Матф. 22:37—40). Ҫакӑн пек юратӑва мӗнле кӑтартма пулать? Тӗслӗхрен, Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар пӗлтерме хушнине пурнӑҫланипе. Ҫывӑх ҫынна юратнипе эпир Туррӑн мухтавлӑхне кӑтартатпӑр. Ыттисене, уйрӑмах пухури тӑвансене, юратсассӑн эпир «Вӑл хушнӑ пек юратакан пулса» тӑратпӑр (1 Иоанн 4:12, 20).

ТӲЛЕСЕ ИЛМЕЛЛИ ПАРНЕ УРЛӐ ИЕГОВА ПИЛЛӖХСЕМ ПАРАТЬ

15. а) Хальхи вӑхӑтра Иегова пире мӗнле пиллӗхсем парать? ӑ) Пуласлӑхра мӗнле пиллӗхсем парӗ?

15 Тӳлесе илмелли парнене ӗненекенсене Иегова ҫылӑхсенчен тасататӑп тесе шантарса калать. Вӑл пирӗн ҫылӑхсене пӗтӗмпех каҫарма пултарать. (Апостолсен ӗҫӗсем 3:19—21 вуласа пар.) Эпир пӑхса тухрӑмӑр ӗнтӗ, тӳлесе илмелли парне Иеговӑна святой сывлӑшпа суйласа лартнисене ывӑллӑха илме май уҫса парать (Рим 8:15—17). «Урӑх сурӑхсем» шутне кӗрекенсем валли вара Иегова, сӑнарлӑн каласан, ывӑллӑха илессине ҫирӗплетекен хута хатӗрлесе хунӑ. Вӗсем пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑрсан тата юлашки тӗрӗслеве чӑтса ирттерсен Иегова ҫак хут ҫине хаваспах алӑ пусать те вӗсене ывӑллӑха илет теме пулать (Рим 8:20, 21; Ӳлӗм. 20:7—9). Иегова хӑйӗн юратнӑ ачисене нихӑҫан та юратма пӑрахмӗ. Пире тӳлесе илнине пула эпир ӗмӗр-ӗмӗрех пиллӗхсем илсе тӑрӑпӑр (Евр. 9:12). Ҫак парне нихӑҫан та хӑйӗн хакне ҫухатмӗ. Ӑна никам та пирӗнтен туртса илеймӗ.

16. Тӳлесе илме панӑ парне пире мӗнрен хӑтарать?

16 Чун-чӗререн ӳкӗнсе Туррӑн ҫемйинчи ҫынсем пулса тӑрас текенсене Шуйттан чӑрмантарма пултараймасть. Иисус ҫӗр ҫине килсе яланлӑхах «пӗрре ҫеҫ» вилнӗ. Ҫавӑнпа та тӳлесе илмелли парнене пӗр хут ҫеҫ яланлӑхах панӑ (Евр. 9:24—26). Адам пекех эпир пурте вилӗме ҫеҫ тивӗҫлӗ пулнӑ, анчах та Иисусӑн тӳлесе илме панӑ парни вилӗм приговорне пӑрахӑҫа кӑларнӑ. Ҫак парнене пула эпир халӗ Сатана тытса тӑракан тӗнче чуралӑхӗнчен ирӗке тухрӑмӑр тата вилӗмрен хӑрама пӑрахрӑмӑр (Евр. 2:14, 15).

17. Иегова юратни сире мӗн тума хавхалантарать?

17 Турӑ мӗн тума сӑмах пани пӗтӗмпех пурнӑҫланӗ. Эпир ҫутҫанталӑк саккунӗсем нихӑҫан та улшӑнманнине пӗлетпӗр. Иегова та нихӑҫан та улшӑнмасть. Эпир яланах ӑна шанма пултаратпӑр (Мал. 3:6). Иегова пире пурнӑҫ панӑ ҫеҫ мар, вӑл пире хытӑ юратать. «Турӑ пире юратса тӑнине эпир пӗлтӗмӗр ӗнтӗ, юратнине ӗненсе ҫитрӗмӗр, Турӑ — юрату вӑл» (1 Иоанн 4:16). Пӗтӗм ҫӗр тӗлӗнмелле хитре рай пулса тӑрӗ, унта пурӑнакансем пурте Иеговӑран тӗслӗх илсе ыттисене юратӗҫ. Вара Туррӑн ӗҫлекенӗсем пурте, пӗлӗтрисем те, ҫӗр ҫинчисем те, пӗр харӑссӑн калӗҫ: «Хамӑр Туррӑмӑра ӗмӗр-ӗмӗрех аслӑлама, мухтама, тав тума, хисеплеме тивӗҫлӗ: ӑслӑлӑх та, хӑват та, тӗрек те — Унра, аминь!» (Ӳлӗм. 7:12).

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр