Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w17 апрель 28—32 с.
  • Эсир хатӗр тӑни Иеговӑна мухтав кӳтӗр!

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Эсир хатӗр тӑни Иеговӑна мухтав кӳтӗр!
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2017
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • «ӐНА МӖН ПАРАТӐН?»
  • ТУРӐ ХӐЮЛЛӐ ПУЛМА ПУЛӐШАТЬ
  • ПУРТЕ ХАТӖР ТӐМАН
  • «ҪӲЛХУҪАНА МУХТӐР»
  • Ҫӗнӗ ертӳҫӗ тата икӗ хӑюллӑ хӗрарӑм
    Библири тӗслӗхсенчен вӗренетпӗр
  • Эпӗ, Израиль ҫӗрӗн амӑшӗ, ҫӗклентӗм
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2015)
  • Икӗ хӑюллӑ хӗрарӑм
    Библи калавӗсен кӗнеки
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2017
w17 апрель 28—32 с.
Варакпа унӑн ҫыннисем Сисарӑпа унӑн ҫарӗ хыҫҫӑн хӑваласа пыраҫҫӗ

Эсир хатӗр тӑни Иеговӑна мухтав кӳтӗр!

«Халӑх хастарлӑх [«хатӗр тӑнине», ҪТ] кӑтартрӗ; Ҫӳлхуҫана мухтӑр!» (ТӲР. 5:2).

ЮРӐСЕМ: 84, 75

МӖНШӖН ҪАПЛА КАЛАМА ПУЛАТЬ:

  • сӑваплӑ ӗҫе ячӗшӗн ҫеҫ тӑвакансене Иегова ырламасть?

  • ахаль ҫынсемех хӑйӗншӗн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнине Иегова хаклать тата вӗсене пиллет?

  • эпир хатӗр тӑнишӗн Иегова пархатарлӑ?

1, 2. а) Сӑваплӑ ӗҫре эпир вӑй хуни ҫине Турӑ мӗнле пӑхни ҫинчен Елифазпа Вилдад мӗн каланӑ? ӑ) Ҫавӑн ҫинчен хӑй мӗн шутланине Иегова мӗнле кӑтартнӑ?

«ЭТЕМ Турра усӑ кӳреет-и вара? Ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын хӑйне усӑ кӳрет. Эсӗ тӳрӗ ҫын пулни Пурне те Тытса Тӑракана савӑнӑҫ кӳрет-и? Санӑн ҫулусем айӑпсӑр пулни Ӑна усӑ парать-и?» (Иов 22:1—3.) Эсир ҫакӑн пек ыйтусем ҫинчен хӑҫан та пулин шухӑшланӑ-и? Феман ҫынни шутланӑ тӑрӑх, ҫав ыйтусем ҫине «ҫук» тесе ҫеҫ хуравлама пулать. Унӑн юлташӗ вара, Савхея ҫынни Вилдад, ҫынсем Турӑ умӗнче тӳрре тухма пултараймаҫҫӗ тесе каланӑ. (Иов 25:4 вуласа пар.)

2 Ҫав суя йӑпатмӑшсем эпир Иеговӑн ӗҫӗнче вӑй хуни ӑна нимле усӑ та памасть тата этем хурт-кӑпшанкӑпа кӗверен нихӑш енчен те пахарах мар тенӗ (Иов 4:19; 25:6). Пӗр енчен пӑхсан, Елифазпа Вилдад тӗрӗсех каланӑ пек туйӑнма пултарать (Иов 22:29). Чӑнах та, ҫӳллӗ ту ҫинчен е самолет чӳречинчен аялалла пӑхсан, ҫын ытла та пӗчӗк тата ниме тӑман пек курӑнать. Анчах та Иегова эпир Патшалӑх ӗҫӗнче мӗн-мӗн туни ҫине пӑхсан, эпир темех ӗҫлемен тесе шутлать-ши? Елифаза, Вилдада тата Софара суя каланӑшӑн айӑпланӑ чухне вӑл Иова манӑн ӗҫлекенӗм тесе ырланӑ (Иов 42:7, 8). Апла пулсан, чӑнахах «этем Турра усӑ кӳреет».

«ӐНА МӖН ПАРАТӐН?»

3. Эпир Туррӑн ӗҫӗнче вӑй хуни пирки Елиуй мӗн тенӗ тата вӑл ҫакӑнпа мӗн каласшӑн пулнӑ?

3 Елиуй: «Эсӗ тӳрӗ пулса Ӑна мӗн паратӑн? Вӑл санӑн аллунтан мӗн илет?» — тесе каласан Иегова ӑна тӳрлетмен (Иов 35:7). Елиуй эпир Турӑ ӗҫӗнче мӗн туни усӑсӑр тесшӗн пулнӑ-и? Ҫук. Вӑл Туррӑн пурнӑҫӗ эпир уншӑн ӗҫлесе тӑнинчен килмест тесшӗн пулнӑ. Эпир ӑна вӑйлӑрах е пуянрах тума пултаратпӑр-и? Пачах урӑхла, этеме мӗнпур пултарулӑхӗпе ӑсталӑхне Турӑ панӑ тата вӑл эпир вӗсемпе мӗнле усӑ курнине сӑнать.

4. Эпир ыттисене ырӑ тунӑ чухне Иегова мӗн туять?

4 Эпир Иеговӑн ытти ӗҫлекенӗсене чунтан парӑнса юрататпӑр пулсан, ҫавна вӑл хӑйне чунтан парӑнса юратни тесе шутлать. Ытарӑшсем 19:17-мӗшӗнче каланӑ: «Чухӑна пулӑшакан Ҫӳлхуҫана кивҫен парать, Вӑл ӑна ырӑ ӗҫӗшӗн ырӑпа тавӑрать». Ҫакӑ эпир «чухӑннисене» тунӑ кашни ырӑ ӗҫех Иегова асӑрханине пӗлтерет-и? Ырӑ ӗҫсем тӑвакан ҫынсем умӗнче Иегова чӑнах та хӑйне парӑмлӑ тесе шутлать-ши? Ҫав парӑмсене парса татас тесе вӑл вӗсене пиллӗхсем парать тени чӑнах та тӗрӗс-ши? Ҫапла. Ҫакна унӑн Ывӑлӗ те ҫирӗплетсе панӑ. (Лука 14:13, 14 вуласа пар.)

5. Эпир мӗнле ыйтусене пӑхса тухатпӑр?

5 Иегова Исаия пророка хӑйӗн представителӗ пулма сӗннӗ. Ҫапла майпа Иегова хӑй мӗн шухӑшласа хунине пурнӑҫа кӗртес тесе хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене хаваспах ятарлӑ ӗҫсем шанса панине кӑтартнӑ (Ис. 6:8—10). Исаия хатӗр пулсах ҫавна тума килӗшнӗ. Хальхи вӑхӑтра пин-пин ҫын Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑнӑ май ҫӑмӑл мар ӗҫсем тума хатӗр. Исаия пекех вӗсем «кунтах эпӗ, мана яр» теҫҫӗ. Анчах кам та пулин ҫапла ыйтма пултарать: «Эпӗ мӗн туни Иеговӑшӑн чӑнах та хаклӑ-ши? Ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑран Иегова мана хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлас ӗҫе хутшӑнма май панӑ. Анчах та вӑл хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫласси эпӗ уншӑн мӗн чухлӗ ӗҫленинчен килет-и вара?» Ҫак ыйтусем ҫине хуравламашкӑн айтӑр Деворӑпа Варак вӑхӑтӗнче мӗн пулса тухнине пӑхса тухар.

ТУРӐ ХӐЮЛЛӐ ПУЛМА ПУЛӐШАТЬ

6. Израильтянсем Иавинӑн ҫар ҫыннисенчен мӗнпе уйрӑлса тӑнӑ?

6 Ханаан патши Иавин израильтянсене «ҫирӗм ҫул хӗсӗрлесе пурӑннӑ». Иавин ҫарӗ ҫав тери тискер пулнӑран ялсенче пурӑнакан израильтянсем хӑйсен килӗсенчен тухма та хӑранӑ. Ханаан ҫарӗн тӑхӑрҫӗр вӑрҫӑ урапи пулнӑ, ҫав ураписем ҫумне тимӗр ҫавасем ҫирӗплетсе хунӑ пулнӑ. Израильтянсен вара вӑрҫӑ вӑрҫмалли хатӗрсем те, хӳтӗленсе тӑхӑнмалли тимӗр тумтир те пулман (Тӳр. 4:1—3, 13; 5:6—8)a.

7, 8. а) Иегова Варака мӗнле хушу панӑ? ӑ) Израильтянсем Иавин ҫарне мӗнле ҫӗнтернӗ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

7 Апла пулин те Девора ятлӑ хӗрарӑм пророк урлӑ Иегова Варака ҫапла хушнӑ: «Кай та — Неффалим ывӑлӗсемпе Завулон ывӑлӗсенчен хӑвӑнпа пӗрле вунӑ пин ҫын ил те Фавор тӑвӗ ҫине улӑх. Эпӗ сан патна, Киссон юхӑм шывӗ хӗррине, Иавинӑн ҫар пуҫлӑхне Сисарӑна, унӑн вӑрҫӑ ураписемпе унӑн йышлӑ ҫарне илсе пырӑп, ӑна сан аллуна парӑп» (Тӳр. 4:4—7).

8 Ҫакӑн ҫинчен пӗтӗм Израиле пӗлтерсе тухнӑ пулнӑ. Вӑрҫа каяс текенсем Фавор тӑвӗ патӗнче пухӑннӑ. Варак тӑхтаса тӑмасӑр вӗсене Иегова мӗн хушнине каланӑ. (Тӳресен 4:14—16 вуласа пар.) Фанаахра ҫапӑҫу пынӑ вӑхӑтра кӗтмен ҫӗртен вӑйлӑ ҫумӑр пуҫланнӑ, вара ҫав вырӑн шурлӑхланса кайнӑ. Варак Сисарӑн ҫарне Харошеф-Гоима ҫитичченех 24 ҫухрӑм таран хӑваласа кайнӑ. Тахӑш вӑхӑтра Сисара хӑйӗн ҫар урапи ҫинчен сиксе аннӑ та Цананним еннелле чупса кайнӑ. Вӑл тарса пытанас тесе Иаилӗн, Кеней ҫыннин Хеверӗн арӑмӗн, чатӑрӗ еннелле чупнӑ. Ҫапӑҫура ывӑнса ҫитнӗскер, Сисара тарӑн ыйхӑпа ҫывӑрса кайнӑ. Иаиль вара ҫак майпа усӑ курас тенӗ. Вӑл хӑюлӑх пухса ӑна вӗлернӗ (Тӳр. 4:17—21). Израилӗн тӑшманӗ тӗп пулнӑ!b

ПУРТЕ ХАТӖР ТӐМАН

9. Тӳресен 5:20, 21 сӑвӑ йӗркисенчен Сисарӑн ҫарӗпе ҫапӑҫни ҫинчен мӗнле вак-тӗвексене пӗлме пулать?

9 Тӳресен кӗнекинчи 4-мӗшпе 5-мӗш сыпӑксене уйрӑммӑн мар, пӗрле тӗпчемелле, мӗншӗн тесен пӗринче ҫук вак-тӗвексем тепринче пур. Тӗслӗхрен, Тӳресен 5:20, 21 сӑвӑ йӗркисенче каланӑ: «Тӳпере те ҫапӑҫрӗҫ, ҫапӑҫрӗҫ ҫӑлтӑрсем, хӑйсен ҫулӗнчен пӑрӑнса Сисарӑпа ҫапӑҫрӗҫ вӗсем. Вилнисене Киссон шывӗ юхтарса кайрӗ». Ҫакӑ израильтянсене ангелсем пулӑшнине е пӗлӗтрен метеорит ҫумӑрӗ ҫунине пӗлтернӗ-и? Библире ун пирки нимӗн те каламан. Анчах та Турӑсӑр пуҫне кам шӑпах ҫав вырӑнта, шӑпах ҫав вӑхӑтра 900 ҫар урапи пылчӑк ӑшне кӗрсе лармаллах шалкӑм ҫумӑр ҫутарма пултарнӑ? Тӳресен 4:14, 15 сӑвӑ йӗркисенче ҫӗнтерӗве Иегова панӑ тесе виҫӗ хутчен ҫырнӑ. Ҫапӑҫӑва тухнӑ 10 пин израильтянинтан нихӑшӗ те эп пулӑшнипе ҫӗнтертӗмӗр тесе калама пултарайман.

10, 11. Мӗншӗн Мероза ылханнӑ?

10 Ҫакна та палӑртмалла, Деворӑпа Варак Иеговӑна ҫӗнтерӳ панӑшӑн мухтаса юрланӑ юрӑра ҫакӑн пек сӑмахсем пур: «Ылханӑр Мероз хулине, ылханӑр, ылханӑр унти ҫынсене — вӗсем Ҫӳлхуҫана пулӑшма килмерӗҫ, Ҫӳлхуҫапа паттӑрсене пулӑшма васкамарӗҫ» (Тӳр. 5:23).

11 Мероза хӑрушӑ ылхан ҫитнӗ пулмалла, мӗншӗн тесен унран йӗрӗ те юлман. Мӗншӗн ҫакӑ пулса тухнӑ? Тен, Мероз ҫыннисем Варакпа пӗрле вӑрҫа тухман. Е, тен, Сисара Варакран Мероз витӗр тарнӑ, анчах ҫав хула ҫыннисем ӑна ярса илмен. Нивушлӗ вӗсем израильтянсене пулӑшма килӗр тесе чӗнсе каланине илтмен? Вӗсем пурӑннӑ вырӑнтан вӑрҫа 10 000 ҫын кайнӑ вӗт. Ҫакна куҫ умне кӑларса тӑратӑр-ха. Мероз ҫыннисем хӑйсен урамӗсем тӑрӑх хаяр ҫар ҫынни Сисара чупнине кураҫҫӗ. Вӑл ҫӑлӑнса юлас тесе тем пекех тӑрӑшать. Мероз ҫыннисен Иеговӑн ирӗкне пурнӑҫлама пулӑшма тата пиллӗхсем илме питӗ лайӑх май пур. Анчах та ҫав татӑклӑ самантра мӗн пулса иртнӗ-ха? Нивушлӗ вӗсем пирӗншӗн пурпӗрех тесе шутланӑ? Хӑюллӑ Иаильпе танлаштарсан, вӗсен шухӑш-кӑмӑлӗ пачах урӑхла пулнӑ! (Тӳр. 5:24—27.)

12. Ҫапӑҫӑва кайма чӗнсен, израильтянсем ҫакӑн ҫине тӗрлӗрен пӑхни Тӳресен 5:9, 10 сӑвӑ йӗркисенчен мӗнле курӑнать? Ҫакӑ пире мӗне вӗрентет?

12 Тӳресен 5:9, 10 сӑвӑ йӗркисенчен Варака пулӑшма хатӗр пулсах тухнисемпе ӑна пулӑшма тухманнисем хушшинче тепӗр уйрӑмлӑх пурри ҫинчен пӗлме пулать. Деворӑпа Варак «Израиль пуҫлӑхӗсене, халӑхшӑн тӑракансене», хатӗр тӑнӑшӑн мухтанӑ. Вӗсен шухӑш-кӑмӑлӗ «шурӑ ашак утланса ҫӳрекенсен» тата мӑнкӑмӑллӑха пула вӑрҫа тухманнисен, ҫавӑн пекех пуянлӑхпа киленсе «кавир ҫинче ларакансен» шухӑш-кӑмӑлӗнчен ҫав тери уйрӑлса тӑнӑ. «Ҫул-сукмакпа пыракансемпе», урӑхла каласан, лӑпкӑ пурнӑҫпа пурӑнма юратакансемпе, танлаштарсан, ҫав ҫынсем хатӗр пулсах Варакпа пӗрле Фавор тӑвӗн чуллӑ айккисенче тата Киссон юханшывӗн шурлӑхланса кайнӑ айлӑмӗнче ҫапӑҫма тухнӑ. Канлӗ пурӑнма юратакансен пурин те Иеговӑн ирӗкне пурнӑҫлама пулӑшма май пур чухне ним тумасӑр лармалла марри ҫинчен шухӑшласа пӑхмалла пулнӑ. Паян та пирӗнтен кашнин Турӑ хушнӑ ӗҫе хамӑр мӗнле туса тӑнине тӗрӗслесе пӑхмалла.

13. Рувим, Дан тата Асир йӑхӗнчи израильтянсен шухӑш-кӑмӑлӗ Завулонпа Неффалим йӑхӗнчисен шухӑш-кӑмӑлӗнчен мӗнпе уйрӑлса тӑнӑ?

13 Кам хатӗр тӑнӑ, ҫавсем Иегова хӑйӗн влаҫне асла кӑларнине хӑйсен куҫӗпе курнӑ. Вӗсем Иеговӑн ӗҫӗсем ҫинчен ыттисене каласа пама пултарнӑ (Тӳр. 5:11). Анчах та малалла, Тӳресен 5:15—17 сӑвӑ йӗркисенче, Рувим, Дан тата Асир йӑхӗсем ҫинчен уйрӑммӑн каланӑ. Вӗсемшӗн пурлӑх — кӗтӗвӗсем, карапӗсем тата пристанӗсем — Иеговӑн ӗҫне тӑвассинчен хаклӑрах пулнӑ. Вӗсемпе танлаштарсан, Завулон тата Неффалим йӑхӗнчи израильтянсем Деворӑпа Варака пулӑшас тесе пурнӑҫне те хӗрхенмен (Тӳр. 5:18). Пире мӗн те пулин тума чӗнсе каларӗҫ пулсан, ҫак тӗслӗх ҫавна хатӗр пулсах тумаллине вӗрентет.

«ҪӲЛХУҪАНА МУХТӐР»

14. Иеговӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

14 Паян пирӗн Иеговӑн влаҫне асла кӑлармашкӑн авалхи вӑхӑтри пек вӑрҫа хутшӑнмалла мар, апла пулин те эпир ырӑ хыпара хастарлӑн пӗлтерсе ҫӳренипе хӑюллӑ пулнине кӑтартма пултаратпӑр. Паян Иеговӑн организацийӗнче пулӑшу нихҫанхинчен те кирлӗрех. Миллионшар тӑван, вӗсем хушшинче ҫамрӑксем те, хатӗр пулсах Турӑшӑн тулли вӑхӑтпа тӗрлӗ ҫӗрте ӗҫлесе тӑраҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗрисем пионер пулса ӗҫлеҫҫӗ, теприсем Вефильте вӑй хураҫҫӗ, виҫҫӗмӗшӗсем Патшалӑх залӗсене тунӑ ҫӗрте хутшӑнаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех конгрессене ирттернӗ чухне пулӑшакан доброволецсем ҫинчен те асӑнса хӑвармалла. Больницӑсемпе ҫыхӑнакан комитетсенче ӗҫлекен тата конгрессене хатӗрлеме пулӑшакан старейшинӑсем мӗн чул вӑй хуни ҫинчен те шухӑшласа пӑхӑр. Иегова пире хамӑра шеллемесӗр ӗҫлесе тӑнӑшӑн питӗ хаклать тата ҫавна нихҫан та манмӗ (Евр. 6:10).

Арҫын тӑван хӑйне сӗннӗ ӗҫ ҫемьепе пӗрле ырӑ хыпар сарасси тата пухӑва ҫӳресси ҫине мӗнле витӗм кӳресси ҫинчен шухӑшлать те сӗнӳпе килӗшмест

Йышӑну тӑвас умӗн ҫакӑ хӑвӑрӑн ҫемье тата пуху ҫине мӗнле витӗм кӳресси ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр (15-мӗш абзаца пӑхӑр.)

15. Иеговӑн ӗҫне ячӗшӗн кӑна тунипе туманнине пӗлме хамӑра мӗнле тӗрӗслесе пӑхма пулать?

15 Пирӗнтен кашнин хӑйӗнчен ыйтмалла: «Ыттисем нумай ӗҫ туса тӑнӑ вӑхӑтра эпӗ айккинче пӑрӑнса ҫӳреместӗп-и? Пурлӑхшӑн тӑрӑшни Иеговӑшӑн ытларах ӗҫлес кӑмӑла пусарса тӑмасть-и? Варак, Девора, Иаиль тата 10 000 израильтянин пекех, ӗненӳпе хӑюлӑх кӑтартатӑп-и тата Иеговӑн ирӗкне пурнӑҫлас тесе мӗн тума пултарнине пурне те тӑватӑп-и? Нумайрах укҫа ӗҫлесе илес тесе урӑх хулана е ҫӗршыва куҫса кайма шутламастӑп-и? Ҫапла пулсан, ҫакӑ манӑн ҫемье тата пуху ҫине мӗнле витӗм кӳресси ҫинчен кӗлтӑватӑп-и?»c

16. Иеговӑн веҫех пур пулсан та, эпир ӑна мӗн пама пултаратпӑр?

16 Иегова пире хӑйӗн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑма май панипе чыс тунӑ. Мӗн авалтанпах Шуйттан ҫынсене хӑйпе пӗрле Турра хирӗҫ тӑма хӗтӗртсе тӑрать. Анчах та Туррӑн аслӑ влаҫӗшӗн ӗҫлесе тӑратпӑр пулсан, эпир кам майлӑ тӑнине Сатанана уҫҫӑн кӑтартатпӑр. Ӗненни тата чун-чӗререн парӑнни Иеговӑн ӗҫне хатӗр пулсах туса тӑма пулӑшать. Ҫакӑ ӑна питӗ савӑнтарать (Ытар. 23:15, 16). Шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑнипе эпир Иеговӑна Сатана айӑпласа каланине хирӗҫ хуравлама май паратпӑр (Ытар. 27:11). Чун-чӗререн пӑхӑнса пурӑннипе эпир, тӗрӗссипе каласан, Иеговӑна уншӑн чи хаклине паратпӑр. Ҫакӑ питӗ савӑнтарать те ӑна.

17. Тӳресен 5:31-мӗшӗнче пуласлӑх пирки мӗн каланӑ?

17 Кӗҫех ҫӗр ҫинче Иеговӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑракансем ҫеҫ пурӑнӗҫ. Ҫав вӑхӑта эпир тем тери кӗтсе тӑратпӑр! Деворӑпа Варак пекех эпир: «Эй Ҫӳлхуҫа, Санӑн пӗтӗм тӑшману пӗттӗр! Сана юратакансем хӑйӗн пӗтӗм хӑватне кӑтартса тухакан хӗвел пек пулччӑр!» — тетпӗр (Тӳр. 5:31). Ҫак сӑмахсем Иегова Сатанан усал тӗнчине пӗтерсен пурнӑҫланӗҫ. Армагеддон вӑрҫинче ҫӗнтермешкӗн Иеговӑна пирӗнтен пулӑшу кирлӗ пулмӗ. Ҫав вӑхӑтра пирӗн хамӑра Турӑ мӗн хушнипе килӗшӳллӗн тытмалла пулӗ. Вӑл каланӑ: «Хӑвӑра Ҫӳлхуҫа ҫӑлнине пӑхса тӑрӑр» (2 Ҫулс. 20:17). Халӗ вара пирӗн Иеговӑн ӗҫне хӑюллӑн та хастарлӑн туса тӑмалла. Ҫакна тума майсем нумай.

18. Иеговӑн ӗҫне хатӗр пулса туса тӑни ыттисем ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарать?

18 Варакпа Девора хӑйсен ҫӗнтерӳ юррине ҫак сӑмахсемпе юрлама пуҫланӑ: «Халӑх хастарлӑх [«хатӗр тӑнине», ҪТ] кӑтартрӗ; Ҫӳлхуҫана мухтӑр!» Вӗсем ҫынсене мар, Ҫӳлти Турра аслӑланӑ (Тӳр. 5:1, 2). Айтӑр хатӗр пулсах ыттисене Иеговӑна мухтама хавхалантарар!

a Ҫав ҫавасем ҫивӗч те вӑрӑм пулнӑ, хӑш-пӗр чухне вӗсене авӑнчӑк тунӑ. Ҫавасене вӑрҫӑ урапин кустӑрми тӗнӗлӗ ҫине ҫирӗплетсе лартнӑ пулмалла. Вӑрӑм пулнӑран вӗсем урапаран тухса тӑнӑ. Ҫав вилӗм урапи патне кам ҫывхарма хӑяйтӑр?

b Ҫакӑн ҫинчен 2015 ҫулхи октябрӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» ытларах пӗлме пулать, 12—15 страницӑсем.

c 2015 ҫулхи июлӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Беспокойство о деньгах» ятлӑ статьяна пӑхӑр.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр