Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w17 апрель 23—27 с.
  • Эсир тӗрӗслӗх ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхатӑр-и?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Эсир тӗрӗслӗх ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхатӑр-и?
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2017
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ТӲСМЕ ҪУК ПЫСӐК ТӖРӖСМАРЛӐХ
  • ТУРӐ ТӖРӖС СУД ТӐВАТЬ
  • КӖҪӖНЕ ХУНИ ХӲТӖЛЕТ
  • ПУХУРИ ТӐВАН ИКӖПИТЛӖН ХӐТЛАНСАН
  • КАҪАРМА ХАТӖР ПУЛӐР
  • Иегова усал патша майрине наказани парать
    Библири тӗслӗхсенчен вӗренетпӗр
  • Иезавель — усал хӗрарӑм патша
    Библи калавӗсен кӗнеки
  • «Санӑн ирӗкӳ ҫапла пулнӑ»
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2015)
  • Чӑннипех ӳкӗнни мӗне пӗлтерет?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2021
Ытларах пӗлӗр
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2017
w17 апрель 23—27 с.
Петр апостол Антиохире еврей христианӗсемпе апат ҫиет, еврей мар христиансемпе ҫимест

Эсир тӗрӗслӗх ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхатӑр-и?

«Ҫӳлхуҫамӑр ятне аслӑлатӑп... ...Туррӑмӑр шанчӑклӑ, ҫук [Унӑн] тӗрӗс марри» (САК. АСТ. 32:3, 4).

ЮРӐСЕМ: 5, 46

ТӖРӖСМАРЛӐХПА ТӖЛ ПУЛНӐ ЧУХНЕ ҪАК СӐВӐ ЙӖРКИСЕМ ҪИНЧЕН ШУХӐШЛАНИ ПИРЕ МӖНЛЕ ПУЛӐШМА ПУЛТАРАТЬ?

  • Саккуна астутарни 32:4

  • 1 Петр 5:5

  • Матфей 6:14

1, 2. а) Навуфей тата унӑн ывӑлӗсем мӗнле тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулнӑ? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗнле икӗ лайӑх ене пӑхса тухатпӑр?

ҪАКӐН пек лару-тӑрӑва куҫ умне кӑларса тӑратӑр. Пӗр ҫынна хӑрушӑ преступлени тунӑ тесе айӑпланӑ та вӗлерме приговор йышӑннӑ. Суя свидетельсен сӑмахӗсене ӗненсе ӑна ним сӑлтавсӑрах айӑплани тӑван-хурӑнташӗсемпе юлташӗсене шалт аптратса ӳкернӗ. Пӗр айӑпсӑр ҫынна ывӑлӗсемпе пӗрле вӗлернине курса тӑнӑ чухне тӳрӗлӗхе юратакансен чӗри ҫурӑлса тухасла ыратнӑ пулӗ. Ку шутласа кӑларнӑ халап мар, кун пекки чӑнах та пулса иртнӗ. Ҫав ҫын Навуфей пулнӑ, вӑл Израильте Ахав патшара ларнӑ чухне пурӑннӑ (3 Патш. 21:11—13; 4 Патш. 9:26).

2 Ку статьяра эпир Навуфейпе мӗн пулса иртнине ҫеҫ мар, пӗрремӗш ӗмӗрти христиансен пухӑвӗнчи пӗр шанчӑклӑ старейшина мӗнле пысӑк йӑнӑш тунине те пӑхса тухатпӑр. Ҫак тӗслӗхсем ҫинчен шухӑшланӑ май эпир хамӑра кӗҫӗне хумасан тӗрӗслӗх ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхаяс ҫуккине курӑпӑр. Тата ҫакӑн ҫинчен те пӗлӗпӗр: пухура тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулсан тӑвансене хатӗр пулса каҫарнипе эпир тӗрӗслӗх ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхнине кӑтартатпӑр.

ТӲСМЕ ҪУК ПЫСӐК ТӖРӖСМАРЛӐХ

3, 4. Навуфей мӗнле ҫын пулнӑ? Мӗншӗн вӑл Ахава хӑйӗн иҫӗм пахчине сутма килӗшмен?

3 Израильтянсем нумайӑшӗ Ахав патшаран тата унӑн усал арӑмӗнчен, Иезавельтен, япӑх тӗслӗх илнине пӑхмасӑрах Навуфей Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ. Ваала пуҫҫапса пурӑнакан ҫав ҫынсем Иеговӑна та, унӑн саккунӗсене те ним вырӑнне те хуман. Навуфей вара Турӑпа хӑйӗн хушшинчи туслӑха пурнӑҫран та ытларах хакланӑ.

4 3 Патшасен 21:1—3 вуласа пар. Ахав Навуфейӑн иҫӗм пахчине укҫа парса е лайӑхрах пахчапа улӑштарса илесшӗн пулнӑ, анчах та Навуфей килӗшмен. Мӗншӗн? Вӑл патшана хисеплӗн хуравланӑ: «Аттемӗрсенчен юлнӑ еткере сана парасран Ҫӳлхуҫа сыхлатӑрах мана». Иегова Израиль халӑхне панӑ саккун тӑрӑх, еткерлӗхе илнӗ ҫӗре ӗмӗрлӗхе сутма юраман пулнӑ, Навуфей ҫавна пӗлнӗ (Лев. 25:23; Йыша шутл. 36:7). Вӑл Иеговӑна пӑхӑнса пурӑнакан ҫын пулни уҫҫӑн курӑнать.

5. Навуфейӑн иҫӗм пахчине ярса илес тесе Иезавель мӗн тунӑ?

5 Шел пулин те, Навуфей килӗшмен пирки Ахавпа унӑн арӑмӗ хӑрушла ӗҫсем тунӑ. Иҫӗм пахчине ярса илес тесе Иезавель икӗ ҫынна Навуфей преступлени тунӑ тесе ӑна суйса айӑплама хушнӑ. Вара Навуфейпе унӑн ывӑлӗсене вӗлернӗ. Ҫакӑн пек пысӑк тӗрӗсмарлӑха курсан Иегова мӗн тунӑ?

ТУРӐ ТӖРӖС СУД ТӐВАТЬ

6, 7. Иегова тӗрӗслӗхе юратнине мӗнле кӑтартнӑ? Мӗншӗн ҫакӑ Навуфейӑн тӑванӗсемпе тусӗсене лӑплантарнӑ?

6 Иегова хӑйне нумай кӗттермен: тӳрех Илия пророка Ахав патне кайма хушнӑ. Илия Ахава ҫын вӗлерекен тата вӑрӑ тесе тивӗҫлипе айӑпланӑ. Иегова мӗнле приговор йышӑннӑ? Навуфейпе унӑн ывӑлӗсем мӗнле вилӗмпе вилнӗ, ҫав вилӗмпех Ахав та, унӑн арӑмӗ те, ывӑлӗсем те вилӗҫ тенӗ (3 Патш. 21:17—25).

7 Навуфейӑн тӑванӗсем те, тусӗсем те Ахавӑн тискер ӗҫӗсемшӗн питӗ хуйхӑрнӑ. Анчах та Иегова ҫавна курса тӑни тата тӳрех кирлӗ утӑмсем туни вӗсене кӑшт та пулин лӑплантарнӑ пулӗ. Кайран мӗн пулса тухнине пула вара вӗсем хӑйсене кӗҫӗне хуракан тата Иеговӑна шанакан ҫынсем пулнипе пулманни тӗрӗсленнӗ пулас.

8. Иегова мӗнле приговор йышӑнни ҫинчен пӗлсен Ахав мӗн тунӑ? Ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитернӗ?

8 Иегова мӗнле приговор йышӑнни ҫинчен пӗлсен Ахав мӗн тунӑ? Библире каланӑ: «Ахав [Ҫӳлхуҫа умӗнче кӑмӑлӗпе ҫемҫелсе, йӗрсе ҫӳренӗ,] тумтирне ҫурса пӑрахса хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса янӑ, типӗ тытнӑ, хуйхӑ тумтирӗпех выртса тӑнӑ, хурлӑхлӑ ҫӳренӗ». Вӑл чун-чӗрипе йӑвашланнӑ! Малалла мӗн пулса иртнӗ? Иегова Илияна каланӑ: «Ман умӑмра Ахав мӗнле йӑвашланнине куртӑн-и? Вӑл ҫапла йӑвашланнӑшӑн Эпӗ ун ӗмӗрӗнче хӗн-хур ямӑп; ун ывӑлӗн ӗмӗрӗнче синкер-сехмет ярӑп ун килӗ ҫине» (3 Патш. 21:27—29; 4 Патш. 10:10, 11, 17). Чӗресене тӗрӗслекен Иегова Ахава хӗрхеннӗ (Ытар. 17:3).

КӖҪӖНЕ ХУНИ ХӲТӖЛЕТ

9. Хӑйсене кӗҫӗне хуни мӗншӗн Навуфейӑн тӑванӗсемпе тусӗсене хӳтӗленӗ теме пулать?

9 Ахавӑн сӗмсӗр ӗҫӗсем ҫинчен пӗлнӗ ҫынсем Иеговӑн йышӑнӑвӗ ҫине мӗнле пӑхнӑ? Навуфейӑн тӑванӗсемпе тусӗсене Иегова хӑйӗн приговорне пӑрахӑҫланӑ пек туйӑннӑ пулсан, вӗсен ӗненӗвӗ тӗрӗсленнӗ пулӗ. Ҫакӑн пек лару-тӑрура вӗсене ӗненӗве ҫухатасран хӑйсене кӗҫӗне хуни хӳтӗлеме пултарнӑ. Ҫак лайӑх ене кӑтартни вӗсене малалла та Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлеме тата вӑл яланах тӗрӗс суд тӑвасса ҫирӗп шанма пулӑшнӑ пулӗччӗ. (Саккуна астутарни 32:3, 4 вуласа пар.) Иегова тӳрӗ ҫынсене чӗртсе тӑратсан Навуфей, унӑн ывӑлӗсем тата вӗсен тӑванӗсем пӗр-пӗрне курса савӑнӗҫ, ун чухне вӗсем чӑн-чӑн тӗрӗслӗх мӗнне хӑйсем ҫинче туйса илӗҫ (Иов 14:14, 15; Иоанн 5:28, 29). Унсӑр пуҫне, хӑйсене кӗҫӗне хуракансем «пур тӗрлӗ ӗҫе те, пур тӗрлӗ вӑрттӑнлӑха та — лайӑх-и вӑл, начар-и — Турӑ Хӑйӗн сутне» илсе ҫитересси ҫинчен пӗлсе тӑраҫҫӗ (Еккл. 12:14). Приговор йышӑннӑ чухне Иегова эпир пӗлмен фактсене те шута илет. Апла пулсан, хӑйсене кӗҫӗне хуни айӑпа кӗмен ҫынсене ӗненӳ ҫухатасран хӳтӗлет.

10, 11. а) Мӗнле лару-тӑрусенче пирӗн ӗненӳ тӗрӗсленме пултарать? ӑ) Хамӑра кӗҫӗне хуни пире мӗнрен хӳтӗлет?

10 Старейшинӑсем ӑнланмалла мар е тӗрӗс мар йышӑну тунӑ пек туйӑнать пулсан, эсир мӗн тунӑ пулӑттӑр? Калӑпӑр, сирӗн ҫывӑх ҫынна хӑй юратнӑ тивӗҫлӗхӗсене туса тӑма чарнӑ. Е, тен, эсир сирӗн мӑшӑра, ывӑла, хӗре е тусӑра сӑлтавсӑрах пухуран кӑларса янӑ тесе шутлатӑр. Е, сирӗн шутпа, старейшинӑсем ҫылӑха кӗнӗ тӑвана хӗрхенни йӑнӑш пулнӑ. Эсир хӑвӑра мӗнле тытнӑ пулӑттӑр? Ҫакӑн пек лару-тӑрусенче пирӗн ӗненӳ тӗрӗсленет тата Иеговӑн организацийӗнчи йӗркене хисепленипе хисеплеменни курӑнать. Айтӑр хамӑра кӗҫӗне хуни пире мӗнле хӳтӗлеме пултарнине пӑхса тухар.

Пухура старейшина пӗлтерӳ тусан пӗр арҫын тӑван ҫав йышӑнупа килӗшменнипе кӑмӑлсӑр ларать

Старейшинӑсем тунӑ йышӑнупа килӗшмен чухне эсир хӑвӑра мӗнле тытатӑр? (10, 11 абзацсене пӑхӑр.)

11 Пӗрремӗшӗнчен, хамӑра кӗҫӗне хуни пире мӗн пулса иртни ҫинчен фактсене пурне те пӗлменнине йышӑнма пулӑшӗ. Лару-тӑру ҫинчен нумай пӗлетпӗр тесе шутлатпӑр пулсан та, Иегова ҫеҫ ҫын чӗринче мӗн пуррине курать (1 Патш. 16:7). Ҫакна асра тытатпӑр пулсан, хамӑра кӗҫӗне хума, эпир веҫех пӗлсе ҫитерейменнине йышӑнма тата хамӑрӑн шухӑшсене улӑштарма ҫӑмӑлтарах пулӗ. Иккӗмӗшӗнчен, хамӑра кӗҫӗне хуни старейшинӑсене пӑхӑнса тӑма тата, эсир чӑнахах та тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулнӑ пулсан, лару-тӑрӑва Иегова хӑй тӳрлетессе тӳсӗмлӗн кӗтсе тӑма пулӑшӗ. Пӗр ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын ҫырнӑ: «Турӑран хӑракана, Ӑна хисеплекене ырӑлӑх пулӗ; йӗркесӗр, усал ҫынна вара ырӑлӑх пулмӗ, Турра хисеплемен ҫын... нумай тытӑнса тӑраймӗ» (Еккл. 8:12, 13). Эпир хамӑра кӗҫӗне хуратпӑр пулсан, ҫакӑ пуриншӗн те пиллӗх пулӗ. (1 Петр 5:5 вуласа пар.)

ПУХУРИ ТӐВАН ИКӖПИТЛӖН ХӐТЛАНСАН

12. Халӗ эпир мӗн пӑхса тухатпӑр тата мӗншӗн?

12 Пӗррехинче Антиохири христиансем ҫӑмӑл мар лару-тӑрӑва лекнӗ. Ун чухне вӗсен хӑйсене кӗҫӗне хума пӗлни ҫеҫ мар, каҫарма хатӗр пулни те тӗрӗсленнӗ. Айтӑр ҫак тӗслӗхе пӑхса тухар та эпир ыттисене каҫарма хатӗррипе хатӗр маррине тӗрӗслер тата каҫарма пӗлни тӗрӗслӗх ҫине Турӑ пӑхнӑ пек пӑхма мӗнле пулӑшни ҫинчен шухӑшласа пӑхар.

13, 14. Петра мӗнле тивӗҫлӗхсем шанса панӑ пулнӑ? Вӑл хӑюллӑ пулни ӑҫтан курӑннӑ?

13 Петр старейшина тата апостол пулнӑран христиансем ӑна лайӑх пӗлнӗ. Вӑл Иисусӑн ҫывӑх тусӗ пулнӑ тата ӑна пысӑк тивӗҫлӗхсем шанса панӑ (Матф. 16:19). Тӗслӗхрен, пирӗн эрӑри 36 ҫулта Петр Корнилие тата унӑн килтисене ырӑ хыпар пӗлтернӗ. Ҫав событи уйрӑмах паллӑ пулнӑ, мӗншӗн тесен Корнилий еврей мар тата ӳтне кастарман ҫын пулнӑ. Корнилийпа унӑн килтисем ҫине святой сывлӑш ансан Петр каланӑ: «Хамӑр пекех, Таса Сывлӑш илнӗ ҫынсене шывпа тӗне кӗме кам чарма пултарӗ?» (Ап. ӗҫ. 10:47.)

14 Пирӗн эрӑри 49 ҫулта Иерусалимри апостолсемпе старейшинӑсем еврей мар христиансен ӳт кастармалли пирки сиксе тухнӑ ыйтӑва сӳтсе явма пуҫтарӑннӑ. Петр ҫав тӗлпулура еврей мар тата ӳт кастарман ҫынсем темиҫе ҫул каялла святой сывлӑш илни ҫинчен хӑюллӑн аса илтернӗ. Петр ҫавна хӑй куҫӗпе курнӑран унӑн сӑмахӗсем пӗрремӗш ӗмӗрти ертсе пыракан совета тӗрӗс йышӑну тума пулӑшнӑ (Ап. ӗҫ. 15:6—11, 13, 14, 28, 29). Христиансем пурте — еврей халӑхӗнчен тухнисем те, урӑх халӑхран тухнисем те — Петра пур фактсене те уҫҫӑн каласа панӑшӑн пархатарлӑ пулнӑ. Ҫакӑн пек шанчӑклӑ та ӑслӑлӑх пухнӑ тӑвана вӗсем ҫав тери шаннӑ пулӗ! (Евр. 13:7.)

15. Антиохире пулнӑ чухне Петр мӗнле йӑнӑш тунӑ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

15 Ҫав тӗлпулу хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен Петр Антиохие кайнӑ. Унта вӑл еврей мар христиансемпе кӑмӑллӑн калаҫнӑ. Вӗсем Петртан, ӑслӑлӑхпа опыт пухнӑ тӑванран, нумай вӗренме пултарнӑ паллах. Петр кӗтмен ҫӗртен хӑйсемпе пӗрле ҫиме пӑрахсан вӗсем мӗн туйма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Ҫакӑ вӗсене тӗлӗнтерсе янӑ тата чӗрисене те ыраттарнӑ пулӗ. Ытти еврей христианӗсем, ҫав шутрах Варнава та, Петртан япӑх тӗслӗх илнӗ. Ҫак ӑслӑ-тӑнлӑ старейшина пухури тӑвансене хирӗҫтерсе яма пултаракан пысӑк йӑнӑша мӗнле тума пултарнӑ-ши? Ҫакӑнтан та кирлӗреххи вӑл — старейшина сӑмахпа е ӗҫпе пире кӳрентернӗ пулсан, Петр тунӑ йӑнӑшран эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

16. Кам тата мӗнле майпа Петра тӳрлетнӗ? Эпир мӗнле ыйтусене пӑхса тухатпӑр?

16 Галати 2:11—14 вуласа пар. Ҫынсенчен хӑраса ӳкнӗрен Петр хӑйне тӗрӗс мар тытнӑ (Ытар. 29:25). Иегова еврей мар христиансем ҫине мӗнле пӑхнине Петр питӗ лайӑх пӗлнӗ, анчах та вӑл Иерусалимран килнӗ ӳт кастарнӑ еврей христианӗсем хӑйне хисеплеме пӑрахасран хӑранӑ. Павел апостол, пирӗн эрӑри 49 ҫулта Петр Иерусалимри тӗлпулура еврей мар христиансене мӗнле хӳтӗленине курнӑскер, Антиохире Петра пурин умӗнчех питленӗ (Ап. ӗҫ. 15:12; Гал. 2:13). Антиохири христиансем Петр хӑйне тӗрӗс мар тытнине курсан мӗн тунӑ? Ҫакна хӑйсене такӑнтарма панӑ-и? Петр ҫинчен калас пулсассӑн, вӑл ҫавӑн пек йӑнӑш тунӑшӑн хӑйӗн тивӗҫлӗхӗсене ҫухатнӑ-и?

КАҪАРМА ХАТӖР ПУЛӐР

17. Иегова каҫарни Петра мӗнле усӑ панӑ?

17 Петр хӑйне кӗҫӗне хурса Павел тӳрлетсе каланине йышӑннӑ. Ӑна тивӗҫлӗхсемсӗр тӑратса хӑварнӑ тесе Библире ниҫта та ҫырман. Каярахпа вӑл Турӑ хавхалантарнипе икӗ ҫыру та ҫырнӑ, вӗсем Библин пайӗ пулса тӑнӑ. Ҫакна та палӑртмалла: хӑйӗн иккӗмӗш ҫырӑвӗнче Петр Павел пирки «тӑванӑмӑр» тесе ҫырнӑ (2 Петр 3:15). Петр хӑйне тӗрӗс мар тытнипе еврей мар христиансене кӳрентерме пултарнӑ пулсан та, Иисус, пухӑвӑн Пуҫӗ, унпа усӑ курма пӑрахман (Эф. 1:22). Ҫав лару-тӑрура христиансем, Иисуспа унӑн Ашшӗнчен тӗслӗх илсе, ыттисене каҫарма вӗренме пултарнӑ. Вӗсенчен нихӑшӗ те ҫитменлӗхлӗ ҫыннӑн йӑнӑшне пула хӑйсен ӗненӗвне ҫухатманнине шанас килет.

18. Мӗнле лару-тӑрусенче тӗрӗслӗх ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхма тӑрӑшмалла?

18 Пӗрремӗш ӗмӗрти пекех, пирӗн вӑхӑтра та христиансен пухӑвӗнче пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫын ҫук, мӗншӗн тесен «эпир пурсӑмӑр та ҫылӑха... нумай кӗретпӗр» (Иак. 3:2). Эпир ҫакӑнпа килӗшетпӗр паллах, анчах та тӑвансен ҫитменлӗхӗсем пире пырса тивеҫҫӗ пулсан, эпир хамӑра мӗнле тытатпӑр? Эпир ҫакӑн ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхма тӑрӑшатпӑр-и? Тӗслӗхрен, старейшина ҫынсене камне кура уйӑрса калаҫнӑ пек туйӑнать пулсан эсир мӗн тунӑ пулӑттӑр? Е вӑл хӑвӑра кӳрентерекен сӑмах каланӑ пулсан, ҫакӑ сире такӑнтарӗччӗ-и? Ҫав тӑван старейшина пулма тивӗҫлӗ мар тесе шутлӑр-и е Иисус, пухӑвӑн Пуҫӗ, ҫак лару-тӑрӑва татса парасса тӳсӗмлӗн кӗтсе тӑрӑр? Старейшина тунӑ йӑнӑш ҫинчен шухӑшласа ҫӳрес вырӑнне вӑл нумай ҫул хушши Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑни ҫинчен аса илӗр-ши? Пире хирӗҫ ҫылӑх тунӑ тӑван малалла та старейшина пулса ӗҫлет пулсан е ӑна тата яваплӑрах ӗҫ тума шанса параҫҫӗ пулсан, эсир уншӑн савӑнӑр-ши? Кӳрентерекене каҫарма хатӗр пулнипе эсир тӗрӗслӗх ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхнине кӑтартатӑр. (Матфей 6:14, 15 вуласа пар.)

19. Пирӗн мӗн тума тӑрӑшмалла?

19 Сатанапа унӑн усал тӗнчине пула пирӗн нумай тӗрӗсмарлӑх тӳсме тивет. Тӗрӗслӗхе юратнӑран эпир Иегова тӗрӗсмарлӑха тӗппипе пӗтерессе чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр (Ис. 65:17). Ҫав вӑхӑт киличчен вара айтӑр тӗрӗслӗх ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхма тӑрӑшар: хамӑра кӗҫӗне хурса пур фактсене те пӗлменнине йышӑнар тата пире хирӗҫ ҫылӑх тунӑ тӑвансене чун-чӗререн каҫарма хатӗр пулар.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр