Сирӗн юрату нихӑҫан та ан сивӗнтӗр
«Йӗркесӗр ӗҫсем нумайланса пынине пула нумайӑшӗн юратӑвӗ сивӗнӗ» (МАТФ. 24:12, ҪТ).
ЮРӐСЕМ: 38, 128
1, 2. а) Матфей 24:12-мӗшӗнчи сӑмахсене Иисус камсем пирки каланӑ? ӑ) Апостолсен ӗҫӗсем кӗнекерен христиансен нумайӑшӗн юрату пулни мӗнле курӑнать? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)
ИИСУС «ҫак ӗмӗр вӗҫленессине» кӑтартакан паллӑ ҫинчен каланӑ чухне ҫынсен «нумайӑшӗн юратӑвӗ сивӗнӗ» тенӗ (Матф. 24:3, 12, ҪТ). Пӗрремӗш ӗмӗрти еврейсем хӑйсем пирки Туррӑн халӑхӗ тенӗ пулин те, Турра юратма пӑрахнӑ.
2 Тепӗр енчен пӑхсан, ҫав вӑхӑтри христиансем нумайӑшӗ «Иисус Христос ҫинчен Ырӑ Хыпара» хастаррӑн каласа вӗрентнӗ тата Турра та, пӗр-пӗрне те, ытти ҫынсене те юратнӑ (Ап. ӗҫ. 2:44—47; 5:42). Апла пулин те, Христосӑн хӑш-пӗр вӗренекенӗсем хӑйсен юратӑвне сивӗнме панӑ.
3. Мӗне пула хӑш-пӗр христиансен юратӑвӗ сивӗннӗ?
3 Чӗрӗлсе тӑнӑ Иисус Эфесри христиансене ҫапла каланӑ: «Санӑн Ман умӑмра айӑпу пур — эсӗ малтанхи пек юратмастӑн» (Ӳлӗм. 2:4). Мӗншӗн ҫакӑ пулса тухнӑ? Сӑлтавсенчен пӗри вӑл — Христосӑн вӗренекенӗсем хӑйсем ҫине ӳт хыҫҫӑн кайса пурӑнакан ҫынсене витӗм кӳме панӑ (Эф. 2:2, 3). Хальхи хуласем пекех, авалхи Эфес та йӗркесӗр ӗҫсем ӑшне путнӑ пулнӑ. Ҫав шутсӑр пуян хулари ҫынсем ытларах чаплӑ та канлӗ пурнӑҫпа пурӑнасси ҫинчен тата канасси ҫинчен шухӑшланӑ. Хӑйсемшӗн ҫеҫ тӑрӑшни тата киленсе пурӑнас килни вӗсен чӗринчи юратӑва пӗтерсе хунӑ. Унсӑр пуҫне, Эфес ҫыннисем нумайӑшӗ хӑйсене чӑрсӑррӑн тытнӑ тата аскӑн ӗҫсем туса пурӑннӑ.
4. а) Хальхи вӑхӑтра ҫынсен юратӑвӗ сивӗнсе пыни ӑҫтан курӑнать? ӑ) Пирӗн юрату хӑш-хӑш енчен тӗрӗсленме пултарать?
4 Иисус нумайӑшӗн юратӑвӗ сивӗнӗ тесе пророкла калани пирӗн вӑхӑтра та пурнӑҫланать. Турра юратакан ҫынсене паян сайра хутра ҫеҫ тӗл пулма пулать. Турӑран ютшӑнса кайнӑскерсем, миллион-миллион ҫын этемлӗхӗн йывӑрлӑхӗсене тӗрлӗ организацисем татса парасса шанаҫҫӗ. Нумайӑшӗн чӗрери юратӑвӗ сивӗнсех пырать. Харпӑр хӑйшӗн кӑна тӑрӑшма пуҫласан чӑн христиансен юратӑвӗ те, Эфесри христиансемпе пулса иртнӗ пекех, сӳнсе ларма пултарать. Ҫак статьяра эпир 1) Иеговӑна, 2) Библири чӑнлӑха тата 3) тӑвансене юратни мӗнле тӗрӗсленме пултарнине сӳтсе явӑпӑр.
ИЕГОВӐНА ЮРАТНИ
5. Мӗншӗн пирӗн Турра юратмалла?
5 Ҫынсенӗн юратӑвӗ пӗтсе ларасси ҫинчен асӑрхаттарас умӗн Иисус пуринчен ытла кама юратмалли ҫинчен каланӑ: «„Хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа, пӗтӗм ӑсупа юрат“: ҫакӑ — чи аслӑ та тӗп ӳкӗт» (Матф. 22:37, 38). Ҫакӑ чӑнах та ҫапла. Иеговӑна хытӑ юратни пире унӑн заповечӗсене тытса тӑма, чӑтӑмлӑ пулма тата усала курайми пулма пулӑшать. (Псалом 96:10 вуласа пар.) Анчах та Сатанапа унӑн тӗнчи пире Иеговӑна юратма пӑрахтарасшӑн.
6. Турра юратманни мӗн патне илсе ҫитерет?
6 Ҫак тӗнчери ҫынсем юрату мӗнне тӗрӗс мар ӑнланаҫҫӗ. Вӗсем Турра мар, хӑйсене юратаҫҫӗ (2 Тим. 3:2). Сатана аллинчи тӗнче ҫынсене «ӳт кӗлени», «куҫ кӗлени» хыҫҫӑн кайма тата «пуянлӑхпа мӑнаҫлан[ма]» хӗтӗртсе тӑрать (1 Иоанн 2:16). Павел апостол христиансене ӳт илӗртни хыҫҫӑн каясран асӑрхаттарнӑ: «Ӳт шухӑшӗ вилӗм кӳрет... мӗншӗн тесессӗн ӳт шухӑшӗ-ӗмӗчӗ — Турра хирӗҫ» (Рим 8:6, 7). Ырлӑх-пурлӑх пухассишӗн ҫунакансен е аскӑн ӗҫ туса киленсе пурӑнма юратакансен ӗмӗчӗ татӑлӗ тата вӗсен нумай хуйхӑ курмалла пулӗ (1 Кор. 6:18; 1 Тим. 6:9, 10).
7. Христосӑн вӗренекенӗсем ҫине паян мӗнле вӗрентӳсем витӗм кӳме пултараҫҫӗ?
7 Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче атеистсен, агностиксен тата эволюцие ӗненекенсен вӗрентӗвӗсем ҫынсене Турра юратма ҫеҫ мар, ӗненме те пӑрахтараҫҫӗ. Вӗсем Турра айван е ӑссӑр ҫынсем кӑна ӗненеҫҫӗ тесе нумайӑшне ӗнентернӗ. Унсӑр пуҫне, ҫынсем нумайӑшӗ ученӑйсем мӗн каланине чӑнлӑх вырӑнне хураҫҫӗ тата вӗсене Турӑран та ытларах асла хурса хисеплеҫҫӗ (Рим 1:25). Эпир ҫав вӗрентӳсемпе интересленетпӗр пулсан, Иеговӑран уйӑрӑлса кайма тата ӑна юратма пӑрахма пултаратпӑр (Евр. 3:12).
8. а) Туррӑн ӗҫлекенӗсем нумайӑшӗ мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулаҫҫӗ? ӑ) 135-мӗш псалом пире мӗн пирки шантарса калать?
8 Унсӑр пуҫне, эпир хуйха ӳкнӗрен те Турра юратни сивӗнме тата ӗненӳ хавшама пултарать. Сатана хуҫаланакан тӗнчере эпир пурсӑмӑр та вӑхӑтран вӑхӑта йывӑрлӑхсемпе тӗл пулатпӑр (1 Иоанн 5:19). Тен, ватӑлса пынӑран, чирленӗрен е укҫа-тенкӗ ҫитсе пыманран сире йывӑр килет. Е эсир хӑвӑра ниме тӑман ҫын пек туятӑр, е сирӗн ӗмӗт татӑлнӑ, е йӑнӑшсем тунишӗн пӑшӑрханатӑр. Ун пек чухне Иегова хӑвӑра пӑрахнӑ тесе ан шутлӑр, унӑн иксӗлми юратӑвӗ ҫинчен шухӑшлӑр. Псалом 135:23-мӗшӗнче Иегова ҫинчен каланӑ: «Эпир мӑшкӑл тӳснӗ чухне пире аса илнӗ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе». Чӑнах та, Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене юратма пӑрахас ҫук. Ҫавӑнпа эпир йӑлӑнса пулӑшу ыйтнине вӑл илтессе ҫирӗп шанма пултаратпӑр (Пс. 114:1; 135:24—26).
9. Павела Турра юратма пӑрахасран мӗн пулӑшнӑ?
9 Псалом юрлакан пекех Павел та хӑйне Иегова яланах пулӑшма хатӗр тӑни ҫинчен шухӑшласа вӑй илнӗ. Вӑл ҫырнӑ: «Ҫӳлхуҫа мана пулӑшать — эпӗ хӑрамӑп, этем мана мӗн тӑвайӗ?» (Евр. 13:6.) Иегова ҫине ҫирӗп шанса тӑни Павела пурнӑҫри йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме пулӑшнӑ. Вӑл алла усман. Тӗрмере ларнӑ чухне те Павел тӑвансене хавхалантарса темиҫе ҫыру ҫырнӑ (Эф. 4:1; Флп. 1:7; Флм. 1). Питӗ пысӑк йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне те Павел Турра юратма пӑрахман. Ӑна мӗн тӗреклетнӗ-ши? Вӑл «кирек хӑҫан та лӑплантаракан Турӑ» ҫине шанса тӑнӑ, мӗншӗн тесен Вӑл «пур тӗрлӗ хурлӑхра та лӑплантарать» (2 Кор. 1:3, 4). Иеговӑна юратма пӑрахас мар тесен эпир Павел пекех мӗн тума пултаратпӑр?
Иеговӑна юратӑр (10-мӗш абзаца пӑхӑр.)
10. Иеговӑна юратма пӑрахасран мӗн пулӑшать?
10 Турра хытӑ юратма пуринчен ытла пире мӗн пулӑшма пултарни ҫинчен Павел ҫапла ҫырнӑ: «Чарӑнмасӑр кӗлтӑвӑр». Каярахпа вӑл «ялан Турра кӗлтӑвӑр» тенӗ (1 Фес. 5:17; Рим 12:12). Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусем ҫирӗп пулччӑр тесен пирӗн унпа кӗлтуса калаҫмалла (Пс. 85:3). Чӗрери шухӑш-туйӑмсем ҫинчен каласа пама ҫителӗклӗ вӑхӑт уйӑратпӑр пулсан, эпир Ҫӳлти Аттепе, Кӗлтунине Итлекенпе, ҫывӑхланатпӑр (Пс. 64:3). Унсӑр пуҫне, Иегова пирӗн кӗлӗсене илтсе мӗнле хуравланине курсан, эпир ӑна хытӑрах юратма пуҫлатпӑр тата «Хӑйне чӗнекенсемшӗн... Ҫӳлхуҫа пуриншӗн те ҫывӑх» тени тӗрӗссине хытӑрах ӗненӗпӗр (Пс. 144:18). Иегова пулӑшасса ҫирӗп шанса тӑни пире ӗненӳ тӗрӗсленнӗ вӑхӑтра пӗтӗмпех тӳссе ирттерме пулӑшӗ.
БИБЛИРИ ЧӐНЛӐХА ЮРАТНИ
11, 12. Библири чӑнлӑха хытӑ юратас тесен мӗн тумалла?
11 Христиансем пулнӑ май эпир чӑнлӑха хаклатпӑр. Ӑна Турӑ Сӑмахӗнче ҫеҫ тупма пулать. Ашшӗне кӗлтунӑ чухне Иисус каланӑ: «Санӑн сӑмаху — чӑнлӑх» (Иоанн 17:17). Апла пулсан, Турӑ Сӑмахӗнчи тӗп-тӗрӗс пӗлӗве илмесӗр чӑнлӑха чӗререн юратма пуҫлаймӑн (Кол. 1:10). Анчах та пӗлӳ илни ҫеҫ ҫителӗксӗр. 119-мӗш псалома ҫыраканӗ чӑнлӑха юратнине мӗнле кӑтартмалли ҫинчен мӗн каланине асӑрхӑр-ха. (Псалом 118:97—100 вуласа пар.) Кун тӑршшӗпе Библири сӑмахсем ҫинчен тӗплӗн шухӑшлама эпир вӑхӑт тупатпӑр-и? Библири принципсемпе пурнӑҫра мӗнле усӑ курмалли ҫинчен шутлатпӑр пулсан, чӑнлӑха хытӑрах та хытӑрах юратӑпӑр.
12 Малалла 119-мӗш псаломра каланӑ: «Ман пырӑмшӑн Санӑн сӑмахусем епле тутлӑ! Чӗлхе-ҫӑварӑмшӑн пылран та паха» (Пс. 118:103). Турӑ хӑйӗн организацийӗ урлӑ пире Библие ӑнланма пулӑшакан публикацисене парать. Вӗсене тутлӑ апатпа танлаштарма пулать. Хамӑра килӗшекен апата ҫинӗ чухне эпир ӑна тӳрех ҫӑтса ямастпӑр, тутипе киленсе ҫиетпӗр. Ҫавӑн пекех публикацисене тӗпченӗ чухне те пирӗн, сӑнарлӑ каласан, ҫак апат тутипе киленмелле. Вара эпир «чӑнлӑх сӑмахӗсене» аса илме тата вӗсемпе ыттисене пулӑшас тесе усӑ курма пултарӑпӑр (Еккл. 12:10).
13. Сӑваплӑ Ҫырури чӑнлӑха юратма Иеремияна мӗн пулӑшнӑ тата чӑнлӑх ун ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?
13 Иеремия пророк Сӑваплӑ Ҫырури чӑнлӑха юратнӑ. Туррӑн сӑмахӗсем ун ҫине мӗнле витӗм кӳнине асӑрхӑр-ха: «Санӑн сӑмаху ҫитсех тӑчӗ, вӑл маншӑн апат вырӑнне пулчӗ; Санӑн сӑмаху манӑн чӗреме савӑнӑҫпа хаваслӑх кӳчӗ; эй Ҫӳлхуҫамӑм, Саваоф Туррӑм, эпӗ Санӑн ятупа хисепленетӗп» (Иер. 15:16). Туррӑн хаклӑ сӑмахӗсем ҫинчен шухӑшласа Иеремия, сӑнарлӑ каласан, вӗсене ҫӑтса ярса ирӗлтернӗ. Ҫавӑнпа хӑйне Турӑ ячӗпе ҫӳреме парса чыс тунӑшӑн унӑн чӗри пархатарлӑхпа тулнӑ. Эпир Библири чӑнлӑха юрататпӑр пулсан, Иегова Свидетелӗсем пуласси тата ҫак юлашки кунсенче Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпара пӗлтересси пысӑк чыс пулнине асра тытӑпӑр.
Библири чӑнлӑха юратӑр (14-мӗш абзаца пӑхӑр.)
14. Библири чӑнлӑха хытӑрах юратас тесен мӗн тумалла?
14 Библие тата ӑна ӑнланма пулӑшакан публикацисене вуланисӗр пуҫне Турӑ Сӑмахӗнчи чӑнлӑха хытӑ юратма урӑх мӗн те пулин пулӑшма пултарать-и? Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене тӑтӑшах ҫӳрени. Пирӗн вӗренмелли тӗп майсенчен пӗри вӑл — кашни эрнере вӗренмелли статьясемпе усӑ курса Библи тӗпчени. Темӑна лайӑх ӑнланас тесен вӗренмелли статьяна сӳтсе явма тӗплӗн хатӗрленсе каймалла. Тӗслӗхрен, эпир статьяра илсе панӑ сӑвӑ йӗркисене пурне те уҫса вулама пултаратпӑр. Хальхи вӑхӑтра вӗренмелли брошюрӑна Интернетран нумай чӗлхепе уҫласа илме пулать. Хӑш-пӗр электронлӑ форматсем вӗренмелли статьясенче илсе панӑ сӑвӑ йӗркисене хӑвӑрт уҫса вулама май параҫҫӗ. Кирек мӗнле майпа усӑ куратпӑр пулсан та, ҫав сӑвӑ йӗркисене тимлӗн вуласан тата унта мӗн ҫырни ҫинчен шухӑшласан эпир Библири чӑнлӑха тата хытӑрах юратма пуҫлӑпӑр. (Псалом 1:2 вуласа пар.)
ПУХУРИ ТӐВАНСЕНЕ ЮРАТНИ
15, 16. а) Иоанн 13:34, 35 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, пирӗн мӗн тумалла? ӑ) Тӑвансене юратни Турра юратнипе тата Библири чӑнлӑха юратнипе мӗнле ҫыхӑнса тӑрать?
15 Вилес умӗнхи каҫ Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: «Сире ҫӗнӗ ӳкӗт паратӑп: пӗр-пӗрне юратӑр; эсир пӗр-пӗрне Эпӗ хӑвӑра юратнӑ пек юратӑр. Эсир Манӑн вӗренекенӗмсем иккенне пурте эсир пӗр-пӗрне юратнинчен пӗлӗҫ» (Иоанн 13:34, 35).
16 Тӑвансене юратни Иеговӑна юратнипе тачӑ ҫыхӑнса тӑрать — Турра юратмастпӑр пулсан, тӑвансене те юратаймастпӑр. Иоанн апостол ҫырнӑ: «Куҫ курса тӑракан тӑванне юратман ҫын хӑй курмасӑр тӑракан Турра епле юраттӑр?» (1 Иоанн 4:20.) Иеговӑпа тӑвансене юратни Библири чӑнлӑха юратнипе те ҫыхӑннӑ. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Мӗншӗн тесен Библири чӑнлӑха юратни пире Турра тата пухури тӑвансене юратма хушакан ӳкӗтсене хаваспах пурнӑҫлама хавхалантарать (1 Петр 1:22; 1 Иоанн 4:21).
Пухури тӑвансене юратӑр (17-мӗш абзаца пӑхӑр.)
17. Тӑвансене юратнине мӗнле майпа кӑтартма пулать?
17 1 Фессалоника 4:9, 10 вуласа пар. Пухури тӑвансене юратнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? Тӗслӗхрен, ватӑ тӑвансене пухӑва хамӑрпа пӗрле машинпа илсе кайма пулать. Е упӑшкасӑр тӑрса юлнӑ хӗрарӑм тӑвана килӗнче мӗн те пулин юсаса пама пултаратпӑр (Иак. 1:27). Ҫамрӑксем те, ватӑсем те хуйха ӳкме е йывӑрлӑхсемпе тӗл пулма пултараҫҫӗ — вӗсене пурне те эпир хавхалантарни, лӑплантарни тата вӗсемпе тимлӗ пулни питӗ кирлӗ (Ытар. 12:25; Кол. 4:11). «Хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсене» сӑмахпа тата ӗҫпе пулӑшса эпир вӗсене чӑннипе юратнине кӑтартатпӑр (Гал. 6:10).
18. Пухура пӗр-пӗрин хушшинче хирӗҫӳ сиксе тухсан, пӗр-пӗринпе килӗштерме мӗн пулӑшать?
18 «Юлашки кунсенче» ҫынсем нумайӑшӗ хӑйсене юратакан тата ҫӑткӑн пулӗҫ тесе Библире малтанах каланӑ пулнӑ (2 Тим. 3:1, 2). Ҫавӑнпа христиансен Турра, Библири чӑнлӑха тата пӗр-пӗрне хытӑрах юратма пӗтӗм вӑйран тӑрӑшмалла. Паллах, хушӑран пӗр-пӗрне кӳрентересси те пулкалать. Апла пулин те юрату пире ҫав лару-тӑрусене ырӑ кӑмӑлпа татса пама хавхалантарса тӑрать пулсан, ҫакӑ пуриншӗн те пиллӗх пулать (Эф. 4:32; Кол. 3:14). Айтӑр хамӑрӑн юратӑва сивӗнме парар мар! Малалла та Иеговӑна, унӑн Сӑмахне тата пухури тӑвансене хытӑ юратар!