Алиса
Вӗсем хӑйсене сӑваплӑ ӗҫе кӑмӑлтан халалланӑ — Турцире
ПӖРРЕМӖШ ӗмӗрти христиансем «Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен» май пур таран ытларах ҫынна пӗлтерес тесе нумай вӑй хунӑ (Матф. 24:14). Хӑшӗ-пӗрисем урӑх ҫӗршыва та куҫса кайнӑ. Ҫапла миссионерла ҫулҫӳревсенче Павел апостол хальхи вӑхӑтра Турци ҫӗршывӗ вырнаҫнӑ вырӑнта ырӑ хыпара тӗплӗн пӗлтерсе ҫӳренӗa. Пӗр ҫирӗм ӗмӗр иртсен, 2014 ҫулта, Турцире ырӑ хыпар сармалли ятарлӑ кампани иртнӗ. Мӗнле тӗллевпе-ши? Ҫав кампание камсем хутшӑннӑ?
«МӖН ПУЛСА ИРТЕТ КУНТА?»
Турцире 80 миллиона яхӑн ҫын пурӑнать, хыпарҫӑсен шучӗ вара 2 800-тен кӑшт ытларах. Апла пулсан пӗр хыпарҫӑ пуҫне 28 000-шер ҫын тивет, ҫавӑнпа та ҫав вырӑнта пурӑнакан хыпарҫӑсем хӑйсен ҫӗршывӗнчи ҫынсене пурне те ырӑ хыпар каласа пӗлтерме вӑй ҫитереймеҫҫӗ. Акӑ мӗншӗн ятарлӑ кампание кӗске вӑхӑтра ытларах ҫынна ырӑ хыпар пӗлтерес тӗллевпе ирттернӗ. Турцири тӑвансемпе пӗрле кампание хутшӑнас тесе турккӑ чӗлхипе калаҫакан 550-на яхӑн хыпарҫӑ тӗрлӗ ҫӗршывран килнӗ. Ҫакӑ мӗнле ҫимӗҫсем кӳнӗ?
Ырӑ хыпар анлӑ сарӑлнӑ. Стамбулти пухури тӑвансем ҫапла ҫырса янӑ: «Пире курсан ыттисем: „Кунта сирӗн ҫынсем темле съезда килнӗ-и? Ӑҫта ан пӑх, унта Иегова Свидетелӗсем!“ — тетчӗҫ». Измир хулинчен килнӗ пӗр ҫырура акӑ мӗн каланӑ: «Такси тӑмалли вырӑнта ӗҫлекен пӗр арҫын пирӗн старейшина патне пынӑ та ҫапла ыйтнӑ: „Мӗн пулса иртет кунта? Эсир нумайлансах кайнӑ“». Чӑнах, кампание нумайӑшӗ асӑрханӑ.
Стеффен
Урӑх ҫӗршывран килнӗ тӑвансене ырӑ хыпар сарма питӗ килӗшнӗ. Данири Стеффен ҫапла каласа парать: «Эпӗ кашни кунах Иегова ҫинчен пӗрре те илтмен ҫынсене тӗл пулаттӑм. Ҫынсене Турӑ ятне пӗлтересси мӗн иккенне тинех ӑнланса илтӗм». Францирен килнӗ Жан-Давид ҫырнӑ: «Эпир темиҫе сехет хушши пӗр урамра ырӑ хыпар сартӑмӑр. Ҫав тери савӑнтӑмӑр! Ҫынсем нумайӑшӗ Иегова Свидетелӗсене нихӑҫан та тӗл пулман. Кашни алӑк умӗнче тенӗ пекех эпир ҫынсемпе калаҫрӑмӑр, вӗсене видеороликсем кӑтартрӑмӑр тата литература хӑвартӑмӑр».
Жан-Давид (варринче)
Икӗ эрне хушшинчех 550 хыпарҫӑ 60 000-е яхӑн публикаци салатнӑ. Ҫакӑнтан кампани питӗ анлӑ сарӑлни уҫҫӑн курӑнать.
Хыпарҫӑсем ырӑ хыпара тата хастарлӑрах сарма пуҫларӗҫ. Ҫав кампани вӑл вырӑнти тӑвансем ҫине питӗ пысӑк витӗм кӳнӗ. Нумайӑшӗ Турӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлесси ҫинчен шутлама пуҫланӑ. Ҫапла вара кампани хыҫҫӑн пӗр ҫулталӑкранах Турцири пионерсен шучӗ 24 процент таран ӳснӗ.
Ширин
Урӑх ҫӗршывран килнӗ хыпарҫӑсем киле таврӑнсан ырӑ хыпара хӑйсем мӗнле сарни ҫине урӑхла пӑхма пуҫларӑмӑр теҫҫӗ. Германири Ширин ятлӑ тӑван ҫапла ҫырса янӑ: «Турцири тӑвансем ҫын пур ҫӗрте кирек хӑш вырӑнта та ҫӑмӑллӑнах ырӑ хыпар сараҫҫӗ. Мана вара, вӑтанчӑк ҫынна, ҫакна тума йывӑрччӗ. Анчах та ҫав ятарлӑ кампани хыҫҫӑн эпӗ унти тӑвансен тӗслӗхне кура тата нумай кӗлтунине пула унччен тума пултарайманнине тума пуҫларӑм. Эпӗ метрора та ырӑ хыпар сарма пултартӑм тата буклетсем салатрӑм. Халӗ эпӗ малтанхи пекех вӑтанмастӑп».
Иоганнес
Германири Иоганнес акӑ мӗн каласа парать: «Ҫак кампани мана пӗр япалана вӗрентрӗ. Турцири тӑвансем чӑнлӑха май килнӗ таран ытларах ҫынна пӗлтересшӗн. Ҫавна тӑвас тесе вӗсем пур майсемпе те усӑ кураҫҫӗ. Германие таврӑнсан эпӗ те ҫавнах тума шут тытрӑм. Халӗ эпӗ унчченхинчен ытларах ҫынна ырӑ хыпар пӗлтеретӗп».
Зейнеп
Францирен килнӗ Зейнеп ятлӑ хӗрарӑм тӑван калать: «Ҫак кампани ман ҫине питӗ вӑйлӑ витӗм кӳчӗ. Вӑл мана ырӑ хыпар сарнӑ чухне хӑюллӑрах пулма пулӑшрӗ тата Иегова ҫине ытларах шанма вӗрентрӗ».
Хыпарҫӑсем пӗр-пӗринпе ҫывӑхланчӗҫ. Тӗрлӗ ҫӗршывсенчи тӑвансем пӗр-пӗрне юратнине кӑтартни тата пӗр шухӑшлӑ пулни вӗсен чӗрине яланлӑхах кӗрсе юлнӑ. Маларах асӑннӑ Жан-Давид каласа парать: «Эпир пирӗн тӑвансем мӗн тери уҫӑ кӑмӑллӑ пулнине куртӑмӑр. Вӗсем пире хӑйсен тусӗсене тата хурӑнташӗсене кӗтсе илнӗ пек кӗтсе илчӗҫ, пире валли хӑйсен алӑкне уҫса хучӗҫ. Эпӗ пирӗн тӑванлӑх — пӗтӗм тӗнчери тӑванлӑх пулнине пӗлнӗ, хамӑр публикацисенче те пӗрре ҫеҫ мар ун ҫинчен вуланӑ. Анчах та халӗ эпӗ ҫакна хам куҫпа куртӑм. Иеговӑн халӑхӗ хушшинче пулнипе эпӗ халӗ унчченхинчен те ытларах мухтанатӑп тата ҫакӑншӑн ӑна чӗререн тав тӑватӑп».
Клер (варринче)
Францири Клер ятлӑ хӗрарӑм тӑван ҫапла ҫырать: «Эпир кам Данирен, кам Францирен, кам Германирен, кам Турцирен пулсан та, пурсӑмӑр та пӗр ҫемьери пек пурӑнтӑмӑр. Турӑ ҫӗршывсем хушшинчи чикӗсене пысӑк ластикпа хуратса пӑрахнӑ пекех туйӑнчӗ».
Стефани (варринче)
Францири Стефани вара ҫапла калать: «Ятарлӑ кампание хутшӑннине пула пире культура е чӗлхе мар, Иеговӑна юратни пӗрлештерсе тӑнине ӑнланса илтӗмӗр».
КАЯРАХПА ИЛНӖ ПИЛЛӖХСЕМ
Урӑх ҫӗршывсенчен килнӗ хыпарҫӑсем нумайӑшӗ Турцие куҫса каясси ҫинчен шутлама пуҫланӑ, мӗншӗн тесен унта ӗҫӗ питӗ нумай. Сахал мар тӑван ҫапла тунӑ та. Вӗсем пулӑшни питӗ хаклӑ.
Ҫапла пухуран аякра пурӑнакан 25 ҫынран тӑракан пӗр пӗчӗк ушкӑнра нумай ҫул хушши пӗр старейшина анчах пулнӑ. 2015 ҫулта вӗсем патне Германирен тата Нидерландран ултӑ хыпарҫӑ килсен вӗсем мӗн тери савӑннӑ пулӗ!
ХЫПАРҪӐСЕМ ҪИТСЕХ КАЙМАН ВЫРӐНТА ЫРӐ ХЫПАР САРНИ
Турцие куҫса кайнӑ тӑвансем хӑйсен пурнӑҫӗ ҫинчен мӗн калаҫҫӗ? Хӑш чухне йывӑрлӑхсем пулаҫҫӗ пулин те, вӗсен савӑнмалли те нумай. Акӑ мӗн каласа параҫҫӗ вӗсем.
Федерико
Испанирен килнӗ 40 ҫултан иртнӗ Федерико ятлӑ тӑван калать: «Манӑн япала нумай мар пирки тата эпӗ вӗсем ҫумне ҫыпҫӑнса ларманран хама ирӗклӗн туятӑп, ҫавӑнпа кирлӗреххи ҫинчен ытларах шутлама пултаратӑп». Ыттисене урӑх ҫӗршыва куҫса кайма хавхалантарӗ-ши вӑл? «Паллах! — тет Федерико.— Ҫынсене Иегова ҫинчен пӗлме пулӑшас тесе урӑх ҫӗршыва куҫса кайнӑ чухне эсӗ хӑвӑн пурнӑҫна, тӗрӗссипе каласан, пӗтӗмпех Турра шанса паратӑн. Вӑл хӑвӑншӑн тӑрӑшнине нихҫанхинчен те лайӑхрах туятӑн».
Рюди
Нидерландран килнӗ 50-ран иртнӗ Рюди ятлӑ авланнӑ тӑван хӑйӗн туйӑмӗсем ҫинчен каласа парать: «Хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑнта чӑнлӑх ҫинчен нихӑҫан илтмен ҫынсене ырӑ хыпар пӗлтерме мӗн тери пысӑк телей! Ҫынсем чӑнлӑха йышӑннине курса эпир питӗ савӑнатпӑр».
Саша
Германирен килнӗ 40-рен иртнӗ Саша ятлӑ авланнӑ арҫын тӑван калать: «Ырӑ хыпар сарма каймассерен эпӗ кашнинчех Библири чӑнлӑх ҫинчен пӗрремӗш хут илтекен ҫынсене тӗл пулатӑп. Вӗсене Иегова ҫинчен пӗлме пулӑшма пултарнӑшӑн манӑн чун савӑнать. Ҫакна сӑмахпа та каласа пӗтереес ҫук!»
Ацуко
Японирен килнӗ Ацуко ятлӑ качча кайнӑ хӗрарӑм тӑван, 30-тан иртнӗскер, ҫапла каласа парать: «Малтан эпӗ Армагеддон часрах ҫиттӗрччӗ теттӗм. Анчах та Турцие куҫса килнӗ хыҫҫӑн Иеговӑна тӳсӗмлӗ пулнӑшӑн тав тума пуҫларӑм. Иегова лару-тӑрӑва мӗнле йӗркелесе пынине мӗн чул ытларах куратӑп, ҫавӑн чухлӗ ытларах манӑн ун патне ҫывхарас килет».
Акӑ Раҫҫейрен куҫса кайнӑ, кӑшт ҫеҫ 30-тан иртнӗ Алисӑн сӑмахӗсем: «Иеговӑшӑн ҫапла майпа ӗҫлесе тӑнипе эпӗ вӑл мӗн тери ырӑ пулнине пӗлтӗм» (Пс. 33:9). Вӑл хушса калать: «Иегова маншӑн Атте ҫеҫ мар, вӑл ман ҫывӑх тус та. Ун ҫинчен эпӗ тӗрлӗ лару-тӑрура лайӑхрах пӗлсе пыратӑп. Манӑн пурнӑҫра савӑнӑҫлӑ самантсем, пулса иртнӗ интереслӗ тӗслӗхсем тата пиллӗхсем питӗ нумай!»
«ТЫРӐ ПУССИ ҪИНЕ ПӐХӐР-ХА»
Турцире ырӑ хыпар сармалли ятарлӑ кампание ирттернине пула чӑнлӑх ҫинчен питӗ нумай ҫын илтнӗ. Апла пулин те унта хыпарҫӑсем ҫитмен вырӑнсем самаях юлнӑ. Турцие куҫса килнӗ хыпарҫӑсем кашни кунах нихӑҫан та Иегова ҫинчен илтмен ҫынсене тӗл пулаҫҫӗ. Сирӗн ҫак территорире ырӑ хыпар сарас килмест-и? Ҫапла пулсан Иоанн 4:35-мӗшӗнчи сӑмахсем ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр: «Куҫӑра уҫса тырӑ пусси ҫине пӑхӑр-ха — тырӑ епле шуралса ҫитнӗ, вырмалла пулнӑ». «Тырӑ... шуралса ҫитнӗ» ҫӗршыва эсир куҫса кайма пултаратӑр-и? Ҫавӑн пек тӗллев лартса ӑна пурнӑҫлас тесе вӑй хурӑр. Ҫакӑн пирки пӗртте ан иккӗленӗр: эсир ырӑ хыпара «ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитичченех» сарас тесе тӑрӑшсан пиллӗхсем хӑвӑр кӗтнинчен те ытларах пулӗҫ! (Ап. ӗҫ. 1:8.)
a «Посмотрите на „добрую землю“» ятлӑ брошюрӑна пӑхӑр, 32—33 страницӑсем.