Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w17 ноябрь 30—32 с.
  • Ҫӗнӗ пухӑва мӗнле хӑнӑхмалла?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Ҫӗнӗ пухӑва мӗнле хӑнӑхмалла?
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2017
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ҪӖНӖ ПУХУРА ТЫМАР ЯМА МӖНЛЕ ПУЛАТЬ?
  • ХӐНӐХМА ВӐХӐТ КИРЛӖ
  • КУҪСА КИЛНИСЕНЕ ХӐНӐХМА ПУЛӐШӐР
  • ВӐЙ ХУНИ АХАЛЕХ ПУЛМӖ
  • Ҫӗнӗ пухӑва хӑнӑхма мӗн пулӑшӗ?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2024
  • Эсир Иеговӑн пухӑвӗнче питӗ кирлӗ!
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2020
  • Эсӗ пӗччен мар, Иегова яланах санпа пӗрле!
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2021
  • Ыттисене йывӑр вӑхӑта тӳссе ирттерме пулӑшӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2022
Ытларах пӗлӗр
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2017
w17 ноябрь 30—32 с.
Ҫемье Патшалӑх залне каять

Ҫӗнӗ пухӑва мӗнле хӑнӑхмалла?

«КУҪСА каясси пирки эпӗ питӗ пӑшӑрханаттӑм,— каласа парать Алленa ятлӑ арҫын тӑван.— Унта туссене тупӑп-ши тата мана мӗнле кӗтсе илӗҫ-ши тесе шухӑшлаттӑм». Аллен хӑй пурӑннӑ вырӑнтан 1 400 ҫухрӑм аякра вырнаҫнӑ ҫӗнӗ пухӑва куҫса кайнӑ.

Сирӗн урӑх пухӑва куҫса кайма тивнӗ пулсан, тен, эсир те Аллен мӗн туйнине туятӑр. Ҫӗнӗ пухӑва хӑнӑхма сире мӗн пулӑшма пултарать? Хӑнӑхма йывӑртарах пулсан мӗн тумалла? Е сирӗн пухӑва кам та пулин куҫса килнӗ пулсан, эсир вӗсене хӑнӑхма мӗнле пулӑшма пултаратӑр?

ҪӖНӖ ПУХУРА ТЫМАР ЯМА МӖНЛЕ ПУЛАТЬ?

Калӑпӑр, йывӑҫа пӗр вырӑнтан кӑларса тепӗр вырӑна лартаҫҫӗ. Йывӑҫшӑн ку пысӑк стресс. Урӑх ҫӗре куҫарма ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе йывӑҫа кӑларнӑ чухне унӑн чылай тымарне касса пӑрахаҫҫӗ. Ҫӗнӗ вырӑнта вара унӑн ҫӗнӗ тымарсем ямалла. Ҫавӑн пекех сирӗн те ҫӗнӗ пухӑва куҫса кайнӑ чухне пысӑк стресс пулма пултарать. Унчченхи пухура сирӗн тарӑн тымарсем — туссем тата Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑмалли йӗрке — пулнӑ. Халӗ вара, ҫӗнӗ вырӑна хӑнӑхас тесен, сирӗн ҫӗнӗ тымарсем ямалла. Ҫакна тума сире мӗн пулӑшӗ? Библири канашсене тытса тӑни. Вӗсенчен хӑш-пӗрисене айтӑр пӑхса тухар.

Кам Турӑ Сӑмахне кашни кунах вулать, ҫавӑ «юхӑм шыв хӗррине лартнӑ йывӑҫ пек пулӗ: ҫав йывӑҫ хӑйӗн ҫимӗҫне вӑхӑтӗнче пултарать, унӑн ҫулҫийӗ те шанмасть; ҫав ҫын мӗн ӗҫ тӑвать — унӑн пурте ӑнса пырать» (Пс. 1:1—3).

Йывӑҫ ан типсе лартӑр тата ан чирлетӗр тесен ӑна ялан шӑвармалла. Ҫавӑн пекех христианин та Турӑпа хӑйӗн хушшинчи хутшӑнусене упраса хӑварасшӑн пулсан, унӑн яланах Туррӑн Сӑмахӗнчен вӑй илсе тӑмалла. Ҫавӑнпа малалла та кашни кун Библи вулӑр тата пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене пӗр сиктермесӗр ҫӳрӗр. Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапас йӑлана тата хӑвӑр тӗллӗн Библи вӗренес йӑлана ан пӑрахӑр. Турӑпа ҫывӑхланас тесен унччен мӗн тунине сирӗн ҫӗнӗ вырӑнта та тумалла.

«Ыттисене ӗҫтерекене хӑйне те ӗҫтерӗҫ» (Ытар. 11:25).

Сӑваплӑ ӗҫе хастарлӑ хутшӑнни сире вӑй парӗ тата ҫӗнӗ вырӑна хӑвӑртрах хӑнӑхма пулӑшӗ. «Куҫса кайсанах эпир арӑмпа пулӑшакан пионерсем пулса ӗҫлеме тытӑнтӑмӑр, ҫакӑ вара пире питӗ пулӑшрӗ,— каласа парать Кевин ятлӑ старейшина.— Эпир хӑвӑртах тӑвансемпе тата пионерсемпе паллашрӑмӑр, пухӑвӑн территорине те пӗлсе ҫитрӗмӗр». Роджер, хӑйӗн килӗнчен 1 600 ҫухрӑм аякка куҫса кайнӑскер, акӑ мӗн калать: «Ҫӗнӗ пухӑва хӑнӑхма пулӑшакан чи лайӑх май вӑл — час-часах ырӑ хыпар сарасси. Ҫавӑн пекех эсир тӗрлӗ ӗҫре пулӑшма, сӑмахран, Патшалӑх залне тасатма, тӗлпулура пӗр-пӗр задание тума е тӗлпулӑва кама та пулин машинпа илсе кайма пултаратӑр тесе старейшинӑсене каласа хурӑр. Эсир хӑвӑра шеллемесӗр ыттисемшӗн тӑрӑшатӑр пулсан пухура ҫӗнӗ туссене хӑвӑртах тупатӑр».

«Чӗрӗре уҫӑр» (2 Кор. 6:13).

Тӑвансене юратнине кӑтартма майсем шырӑр. Мелисса хӑйӗн упӑшкипе тата хӗрӗпе урӑх пухӑва куҫсан ҫӗнӗ туссене шырама пуҫланӑ. Вӑл каласа парать: «Эпир Патшалӑх залне маларах килме тата тӗлпулу хыҫҫӑн каярах кайма тӑрӑшрӑмӑр. Ҫакна тунипе эпир тӑвансене кӗтсе илме кӑна мар, вӗсемпе калаҫма та пултартӑмӑр». Ҫакӑ пӗтӗм ҫемйине пухури тӑвансен ячӗсене хӑвӑрт астуса юлма пулӑшнӑ. Унсӑр пуҫне, ҫав ҫемье тӑвансене хӑнана чӗннӗ, ҫакӑ вӗсемпе ҫӗнӗ тӑвансем хушшинчи туслӑха ҫирӗплетнӗ. Мелисса малалла каласа парать: «Вӗсем пире ырӑ хыпар сарма е тата ӑҫта та пулин чӗнме пултарччӑр тесе эпир пӗр-пӗрин телефон номерӗсене ҫырса хутӑмӑр».

Эсир палламан ҫынсемпе хутшӑнма хӑратӑр пулсан, калаҫу пуҫлас тесе пӗчӗк утӑмсем тума пултаратӑр. Сӑмахран, йӑл кулӑр — ҫавна малтанах тӑвас килмест пулсан та. Ҫынсем вара хӑйсемех сирӗн пата туртӑнӗҫ. «Савӑк куҫ чуна савӑнтарать» тесе каланӑ Библире (Ытар. 15:30). «Эпӗ питӗ вӑтанчӑк,— каласа парать хӑйӗн килӗнчен аякра пурӑнакан Рейчел.— Хӑш-пӗр чухне ҫӗнӗ пухури тӑвансемпе манӑн хама вӑйпах калаҫтармалла. Патшалӑх залӗнче эпӗ пӗччен ларакан тата никампа та калаҫман тӑванпа калаҫма тӑрӑшатӑп. Вӑл та ман пекех вӑтанать пуль тесе шутлатӑп». Мӗншӗн-ха кашни тӗлпулу умӗн тата хыҫҫӑн унччен хутшӑнман тӑванпа калаҫма тӗллев лартас мар?

Тепӗр енчен, тен, сире малтанхи темиҫе эрне хушшинче ҫӗнӗ ҫынсемпе паллашма йывӑр мар. Анчах каярахпа, ҫӗнӗ вырӑна хӑнӑхса ҫитсен, малалла та туссене шырама вӑй хумалла пулӗ.

Куҫарса лартнӑ йывӑҫ майӗпен ҫӗнӗ тымарсем ярать

Пӗр вырӑнтан кӑларса тепӗр вырӑна лартни йывӑҫшӑн пысӑк стресс, анчах каярахпа вӑл ҫӗнӗ тымарсем ярать

ХӐНӐХМА ВӐХӐТ КИРЛӖ

Хӑш-пӗр йывӑҫсене куҫарса лартнӑ хыҫҫӑн тымарсем яма ытларах вӑхӑт кирлӗ. Ҫынсемпе те ҫавӑн пекех: ҫӗнӗ пухӑва пурте тӗрлӗрен хӑнӑхаҫҫӗ. Куҫса кайнӑранпа самаях вӑхӑт иртнӗ хыҫҫӑн та хӑнӑхаймастӑр пулсан сире Библири ҫак принципсем пулӑшма пултараҫҫӗ:

«Ырӑ туса пурӑнӑпӑр, кулянмӑпӑр: тӳсӗмлӗхе ҫухатмасан хӑй вӑхӑтӗнче вырса илӗпӗр» (Гал. 6:9).

Эсир хӑвӑр шутланӑ пек хӑвӑрт хӑнӑхаймарӑр пулсан, ан кулянӑр — сире нумайрах вӑхӑт кирлӗ кӑна. Сӑмахран, Галаад шкулне пӗтернӗ миссионерсенчен нумайӑшӗ темиҫе ҫул хушши тӑван ҫӗршывне каймаҫҫӗ, хӑйсене янӑ вырӑнтах пурӑнаҫҫӗ. Ҫакӑ вӗсене ҫӗнӗ культурӑна хӑнӑхма тата вырӑнти тӑвансем хушшинче ҫӗнӗ туссене тупма пулӑшать.

Алехандро ятлӑ арҫын тӑван пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна темиҫе хут та куҫнӑ. Ҫӗнӗ вырӑна хӑвӑртах хӑнӑхма ҫуккине вӑл лайӑх пӗлет. Вӑл каласа парать: «Эпир юлашки хут куҫса кайнӑ хыҫҫӑн манӑн арӑм ҫапла каларӗ: „Манӑн туссем пурте ҫав пухура юлчӗҫ!“» Алехандро ӑна икӗ ҫул каялла куҫса кайнӑ чухне те эсӗ ҫаплах каларӑн тесе аса илтернӗ. Анчах ҫав икӗ ҫул хушшинче унӑн арӑмӗ ыттисемпе хутшӑнма тӑрӑшнӑ, вара ҫӗнӗ туссем тупнӑ.

«„Иртнӗ кунсем хальхи кунсенчен мӗншӗн лайӑхрахчӗ-ши?“ тесе ан кала, мӗншӗн тесессӗн ҫакна эсӗ ӑслӑ пулнӑран ыйтмастӑн» (Еккл. 7:10).

Ҫӗнӗ пухӑва унчченхи пухупа танлаштарма кирлӗ мар. Ҫӗнӗ пухури тӑвансем унчченхи пухури тӑвансенчен уйрӑлса тӑма пултараҫҫӗ. Тен, вӗсем калаҫсах каймаҫҫӗ е, пачах урӑхла, хутшӑнма юратаҫҫӗ. Вӗсенче лайӑххине курма тӑрӑшӑр, мӗншӗн тесен эсир хӑвӑршӑн та вӗсене ҫавнах тутарасшӑн. Куҫса кайни хӑш-пӗр тӑвансене ҫакӑн ҫинчен шухӑшлама хавхалантарнӑ: «Эпӗ чӑнах та „пӗтӗм тӑванлӑха“ юрататӑп-и?» (1 Петр 2:17, ҪТ.)

«Ыйтӑр, ыйтсассӑн — парӗҫ сире» (Лука 11:9).

Пулӑшу ыйтса кӗлтӑвӑр. «Ҫакна эпӗ хам вӑйпах тума пултаратӑп тесе ан шутлӑр,— калать Дэвид ятлӑ старейшина.— Нумайӑшне эпир Иегова пулӑшнипе кӑна тума пултаратпӑр. Ҫавӑнпа та кӗлтӑвӑр». Ҫӳлерех асӑннӑ Рейчел ҫак сӑмахсемпе килӗшет, вӑл калать: «Эпир упӑшкапа хамӑра пухура ют ҫынсем пек туятпӑр пулсан Иеговӑна шӑп ҫавӑн ҫинчен кӗлтӑватпӑр. Эпир ӑна: „Темскер тӗрӗс мар тунӑран, тен, ыттисене пирӗнпе хутшӑнма йывӑр. Ҫавӑнпа та, тархасшӑн, мӗн-мӗн улӑштармаллине ӑнланма пулӑш“,— тесе калатпӑр. Унтан эпир тӑвансемпе ытларах вӑхӑт ирттерме тӑрӑшатпӑр».

Сирӗн ачасем пур пулсан тата вӗсене ҫӗнӗ вырӑна хӑнӑхма йывӑр пулсан вӗсемпе ҫакӑн ҫинчен кӗлтӑвӑр. Ачасене лайӑх туссене тупма пулӑшӑр тата ҫакна мӗнле тумалли ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр.

КУҪСА КИЛНИСЕНЕ ХӐНӐХМА ПУЛӐШӐР

Сирӗн пухӑва куҫса килнӗ тӑвансене эсир мӗнле пулӑшма пултаратӑр? Малтанах вӗсемшӗн туссем пулса тӑма тӑрӑшӑр. Хӑвӑртан ыйтӑр: «Эпӗ вӗсен вырӑнӗнче пулнӑ пулсан, мана мӗнле пулӑшу кирлӗ пулнӑ пулӗччӗ?» Ҫапла эсир куҫса килнисене мӗн кирлӗ пулнине пӗлетӗр (Матф. 7:12). Эсир вӗсене хӑвӑр ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапма, пирӗн телевиденири программӑна пӑхма е ырӑ хыпар сарма чӗнме пултаратӑр. Пӗрле апат ҫиме чӗнсен те, вӗсем питӗ пархатарлӑ пулӗҫ. Ҫӗннисене тата мӗнле пулӑшма пулать?

Карлос ятлӑ арҫын тӑван акӑ мӗн каласа парать: «Эпир ҫӗнӗ пухӑва куҫса килсен пӗр хӗрарӑм тӑван пире лавккасен списокне пачӗ, унта таварсене йӳнӗ хакпа илме пулатчӗ. Ҫакӑ пире питӗ пулӑшрӗ». Куҫса килсен хӑш-пӗрисен урӑх ҫанталӑка хӑнӑхма тивет, ҫавӑнпа та эсир вӗсене шӑрӑх, сивӗ е ҫумӑрлӑ чухне мӗн тӑхӑнмаллине каласан вӗсем питӗ пархатарлӑ пулӗҫ. Унсӑр пуҫне вӗсене хӑвӑрӑн хула ҫинчен тата кунта пурӑнакан ҫынсем мӗне ӗненни ҫинчен каласа пама пулать, ҫакӑ вара вӗсене ырӑ хыпар сарас ӗҫре ӑнӑҫлӑрах пулма пулӑшӗ.

ВӐЙ ХУНИ АХАЛЕХ ПУЛМӖ

Статья пуҫламӑшӗнче асӑннӑ Аллен ҫӗнӗ пухура ҫулталӑк ытла ӗҫлесе тӑрать ӗнтӗ. Вӑл аса илет: «Тӑвансемпе паллашма мана малтанах йывӑрччӗ, ҫавӑнпа та ҫавна тума вӑй хумаллаччӗ. Халӗ вара эпир пӗр ҫемьери пекех, ҫакӑншӑн эпӗ питӗ савӑнатӑп». Куҫса кайнипе Аллен туссене ҫухатман, пачах урӑхла, вӑл ҫӗнӗ туссене тупнӑ, тен, ҫак туслӑх ӗмӗрлӗхех тӑсӑлӗ.

a Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.

Старейшинӑсем мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?

Старейшинӑсем эсир хӑвӑра ҫӗнӗ пухура килти пек туйччӑр теҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем сире пулӑшма та хатӗр.

  • Пухӑвӑн сӑваплӑ ӗҫӗн комитечӗ сире ырӑ хыпар сармалли хӑш ушкӑна ҫӳремелли ҫинчен тӳрех калама тӑрӑшӗ.

  • Унчченхи пуху сирӗн отчетсен карточкине ярса патӑр тесе пуху секретарӗ сирӗнтен ҫав пухупа мӗнле ҫыхӑнмаллине ыйтса пӗлӗ.

  • Эсир куҫса килсен сирӗн ушкӑнӑн надзирателӗ сире ырӑ хыпар сарма чӗнӗ. Ҫавӑн пекех вӑл сире тата сирӗн килтисене хавхалантарма килсе кайма пултарать.

  • Ҫутҫанталӑк инкекӗ пулса тухсан сирӗнпе ҫыхӑнма май пултӑр тесе старейшинӑсем сирӗн телефон номерне ыйтса пӗлӗҫ.

  • Унсӑр пуҫне, старейшинӑсем сирӗн медицина документне ҫӗнӗрен ҫырса тултармалла мар-и тесе тӗрӗслеме пултарӗҫ.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр