Умсӑмах
ТУРӐ СИРЕ ЮРАТАТЬ-И?
Инкек сиксе тухсан е ҫынсем асапланнине, вилнине курсан пирӗн ыйту сиксе тухма пултарать: «Турӑ ҫакна курать-и е уншӑн пурпӗрех?» Библире каланӑ:
«Ҫӳлхуҫа куҫӗ — тӳрӗ ҫынсем ҫинче, Унӑн хӑлхи — вӗсем кӗлтунӑ енче; анчах Ҫӳлхуҫа сӑнӗ — усал тӑвакансене тӳртӗн: Вӑл вӗсене ҫӗр ҫинчен пӗтересшӗн» (1 Петр 3:12).
Турӑ пире мӗнле пулӑшни ҫинчен тата вӑл хӗн-асапа мӗнле пӗтересси ҫинчен эсир ҫак брошюрӑран пӗлме пултаратӑр.