«Манӑн Патшалӑхӑм ку тӗнчерен мар»
«Эпӗ чӑнлӑх ҫинчен каласа пӗлтермешкӗн... тӗнчене килнӗ» (ИОАНН 18:37).
1, 2. а) Мӗншӗн ҫак тӗнче пайланса кайнӑ теме пулать? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?
«МӖН ачаранах эпӗ тӗрӗсмарлӑх кӑна курса ӳснӗ,— каласа парать Кӑнтӑр Европӑра пурӑнакан хӗрарӑм тӑван.— Ҫавӑнпа хамӑрӑн ҫӗршыври влаҫсем мӗнле политика тытса пынипе килӗшместӗмччӗ, вара лару-тӑрӑва тӗпрен улӑштарма шухӑшлакан ҫынсем майлӑ тӑма пуҫларӑм. Унсӑр пуҫне, эпӗ нумай ҫул пӗр арҫынпа, террористпа, пурӑнтӑм». Кӑнтӑр Африкӑра пурӑнакан пӗр арҫын тӑван та унччен пусмӑрла ӗҫсем тунӑ. Мӗншӗнне вӑл ҫапла ӑнлантарса парать: «Хамӑр халӑх чаплӑрах тесе шутланӑран эпӗ ют халӑхсем ҫине йӗрӗнсе пӑхаттӑм. Эпӗ политика партине кӗтӗм. Пире хирӗҫ тӑракансене тата урӑх парти майлӑ тӑракан хамӑр халӑхри ҫынсене те, сӑнӑпа вӗлерме вӗрентетчӗҫ». Тепӗр хӗрарӑм тӑван вара, Вӑтаҫӗр Европӑра пурӑнаканскер, ҫапла калать: «Эпӗ урӑх халӑх ҫыннисене е урӑх тӗне тытса тӑракансене пӗр сӑлтавсӑрах кураймасӑр пурӑнаттӑм».
2 Хальхи вӑхӑтра ытларах та ытларах ҫын ҫавнашкал шухӑш-кӑмӑллӑ. Ирӗклӗхшӗн кӗрешекен ушкӑнсем нумайӑшӗ хӑйсен тӗллевӗсене пурнӑҫлас тесе пусмӑрла ӗҫсем тӑваҫҫӗ; политика хирӗҫӗвӗсем вӑйлансах пыраҫҫӗ; нумай ҫӗршывра иммигрантсем хӑйсене курайманнине туяҫҫӗ. Библире юлашки кунсенче ҫынсем пӗр-пӗринпе «килӗштереймӗҫ» тесе пророкла каланӑ (2 Тим. 3:1, 3). Ҫак пайланса кайнӑ тӗнчере христиансен хӑйсем хушшинчи пӗрлӗхе мӗнле упраса хӑвармалла-ши? Айтӑр Иисусӑн тӗслӗхӗ ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Вӑл пурӑннӑ ҫӗршывра политика хирӗҫӗвӗсем нумай пулнӑ. Эпир виҫӗ ыйтӑва пӑхса тухӑпӑр: мӗншӗн Иисус ирӗклӗхшӗн кӗрешекен юхӑмсенчен нихӑш майлӑ та пулман? Туррӑн ӗҫлекенӗсен политикӑра нейтралитет тытса тӑмаллине вӑл мӗнле кӑтартнӑ? Тата Иисус пире нимле лару-тӑрура та никама та пусмӑрлама юрамасть тесе мӗнле вӗрентнӗ?
ИРӖКЛӖХШӖН КӖРЕШНИ ҪИНЕ ИИСУС МӖНЛЕ ПӐХНӐ?
3, 4. а) Иисус пурӑннӑ вӑхӑтра иудейсен мӗнле ӗмӗт-шухӑш пулнӑ? ӑ) Ҫакӑ Иисусӑн вӗренекенӗсем ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?
3 Иисус пурӑннӑ вӑхӑтра иудейсем нумайӑшӗ Рим пусмӑрӗнчен хӑтӑлма ӗмӗтленнӗ. Зелотсем вара, иудейсен пӗр политика ушкӑнӗ, халӑха алла хӗҫ тытса ирӗклӗхшӗн кӗрешме хӗтӗртсе тӑнӑ. Вӗсенчен нумайӑшӗ Иуда ятлӑ Галилея ҫыннин вӗрентӗвӗсем хыҫҫӑн кайнӑ. Лешӗ вара хӑйӗн пирки мессия тесе каланӑ, вара чылай ҫынна хӑй енне ҫавӑрнӑ. Иудейсен историкӗ Иосиф Флавий ҫырнӑ тӑрӑх, ҫав суя мессия «римсене налук тӳлесе пурӑнма килӗшекен иудейсем мӗскӗн хӑравҫӑсем» тенӗ. Юлашкинчен вара римлянсем Иудӑна вӗлернӗ (Ап. ӗҫ. 5:37). Хӑш-пӗр зелотсем хӑйсен тӗллевӗсене пурнӑҫлас тесе хӑрушла ӗҫсем те тунӑ.
4 Анчах та иудейсенчен ытларахӑшӗ чӑтӑмсӑррӑн Мессия килессе кӗтнӗ. Вӗсем ҫав Мессия иудейсене Рим пусмӑрлӑхӗнчен ирӗке кӑларса Израиль халӑхне унчченхи пекех аслӑ халӑх тӑвасса шанса пурӑннӑ (Лука 2:38; 3:15). Нумайӑшӗ вӑл ҫӗнӗрен Израиль патшалӑхне туса хурасса ӗненнӗ тата пӗтӗм тӗнчипе саланса кайнӑ миллион-миллион иудейӑн тӑван ҫӗре таврӑнма май пулӗ тесе шутланӑ. Пӗррехинче Шыва кӗртекен Иоанн та Иисусран: «Килмелли Эсӗ-и е пирӗн урӑххине кӗтмелле-и?» — тесе ыйтнӑ (Матф. 11:2, 3). Иоанн иудейсен пӗтӗм ӗмӗт-шухӑшне пурнӑҫлама Иисус хыҫҫӑн кам та пулин урӑххи килнипе килменнине пӗлесшӗн пулнӑ пулас. Иисус чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн унӑн икӗ вӗренекенӗ ӑна Эммауса кайнӑ чухне тӗл пулнӑ. Вӗсем Мессия Израиль халӑхне ирӗке кӑларасса шанни пирки каланӑ. (Лука 24:21 вуласа пар.) Ҫавӑн хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен вара апостолсем Иисусран ыйтнӑ: «Эй Ҫӳлхуҫамӑр, ҫӗнӗ Израиль патшалӑхне Эсӗ ҫак вӑхӑтра никӗслесшӗн-и?» (Ап. ӗҫ. 1:6.)
5. а) Мӗншӗн Галилея ҫыннисем Иисуса патшана лартасшӑн пулнӑ? ӑ) Халӑхӑн тӗрӗс мар шухӑшӗсене Иисус мӗнле тӳрлетнӗ?
5 Мессия пирки ҫавӑн пек шухӑшланине пула ӗнтӗ Галилея ҫыннисем Иисуса патшана лартасшӑн пулнӑ. Вӗсем Иисусран лайӑхрах патша тупаймастпӑр тесе шутланӑ пулӗ, мӗншӗн тесен вӑл ҫынсен чӗрине пырса тивмелле калаҫма пултарнӑ, чирлисене сыватнӑ тата выҫӑ ҫынсене те тӑрантарнӑ. 5 000 арҫынна апат ҫитернӗ хыҫҫӑн Иисус халӑх мӗн ҫинчен шухӑшланине тавҫӑрса илнӗ. Библире каланӑ: «Иисус, Хӑйне систермесӗр тытса патшана лартасшӑн пулнине пӗлсе, пӗчченех каллех ту ҫине кайнӑ» (Иоанн 6:10—15). Тепӗр кунхине халӑх кӑштах лӑпланнӑ пулас. Вара Иисус Галилея тинӗсӗн хӗрринче пухӑннӑ ҫынсене хӑй мӗншӗн килнине ӑнлантарса панӑ. Вӑл ҫынсене пурӑнма мӗн кирлипе тивӗҫтерме мар, Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен вӗрентме килнӗ. «Ҫӗр ҫинчи ҫӗрекен апатшӑн ан тӑрӑшӑр, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа пыракан апатшӑн тӑрӑшӑр»,— тенӗ Иисус (Иоанн 6:25—27).
6. Ҫӗр ҫинче патша пулма шутламаннине Иисус мӗнле кӑтартнӑ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)
6 Иисус хӑй вилес умӗн кӑшт маларах ҫакна та курнӑ: хӑйӗн хӑш-пӗр вӗренекенӗсем вӑл ҫӗр ҫинче Израиль патшалӑхне туса хурасса, тӗп хули вара Иерусалим пуласса шанса тӑнӑ. Вӗсем йӑнӑш шутланине кӑтартас тесе Иисус минӑсем ҫинчен тӗслӗх каласа панӑ. Ҫав ытарӑш тӑрӑх, Иисусӑн — «пӗр чаплӑ ӑруран тухнӑ ҫыннӑн» — урӑх ҫӗршыва каймалла пулнӑ, ҫавна валли вара самаях вӑхӑт кирлӗ пулнӑ (Лука 19:11—13, 15). Унсӑр пуҫне, Иисус Понтий Пилатпа калаҫнӑ чухне Рим влаҫне хирӗҫ те, майлӑ та тӑманнине уҫҫӑн кӑтартнӑ. Пилат унран: «Эсӗ Иудея Патши-и?» — тесе ыйтнӑ (Иоанн 18:33). Тен, вӑл Иисус пӑлхав ҫӗклеме пултарасран хӑранӑ. Анчах та Иисус ӑна: «Манӑн Патшалӑхӑм ку тӗнчерен мар»,— тесе хуравланӑ (Иоанн 18:36). Хӑйӗн Патшалӑхӗ пӗлӗтре пулмалла пулнӑ пирки Иисус политикӑна хутшӑнман. Вӑл Пилата эпӗ ҫӗр ҫине «чӑнлӑх ҫинчен каласа пӗлтермешкӗн» килнӗ тесе ӑнлантарнӑ. (Иоанн 18:37 вуласа пар.)
Эсир ытларах мӗн ҫинчен шухӑшлатӑр: ҫак тӗнчери йывӑрлӑхсем ҫинчен-и е Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен-и? (7-мӗш абзаца пӑхӑр.)
7. Ирӗклӗхшӗн кӗрешекен нимле юхӑм майлӑ пулмасӑр тӑма мӗншӗн йывӑр пулма пултарать?
7 Турӑ хамӑра мӗнле ӗҫ шанса панине Иисус пекех ӑнланатпӑр пулсан, эпир ирӗклӗхшӗн кӗрешекен пӗр юхӑм майлӑ та пулмастпӑр, хамӑр ӑшра та вӗсем майлӑ тӑмастпӑр. Ҫавна тума ҫӑмӑл пулмасан та пултарать. Пӗр район надзирателӗ ҫакна палӑртнӑ: «Пирӗн вырӑнта лару-тӑрӑва тӗпренех улӑштарас текен ҫынсем нумайлансах пыраҫҫӗ, хӑйсен тӗллевӗсене пурнӑҫлама вӗсем тем тума та хатӗр. Ҫынсем хӑйсен халӑхӗпе питӗ мухтанаҫҫӗ тата уйрӑм патшалӑх туса хурсан тин пурнӑҫ лайӑхланать теҫҫӗ. Телее, тӑвансем пӗрлӗхе упраҫҫӗ, чи кирли вӗсемшӗн — Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе ҫӳресси. Вӗсем Турӑ ҫеҫ тӗрӗсмарлӑха та, ытти йывӑрлӑхсене те татса парасса пӗлсе тӑраҫҫӗ».
ПОЛИТИКӐРИ ҪИВӖЧ ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ИИСУС МӖНЛЕ ПӐХНӐ?
8. Пӗрремӗш ӗмӗрти иудейсен пурнӑҫӗ мӗншӗн йывӑр пулнӑ?
8 Тӗрӗсмарлӑха пула политикӑри кӑткӑс ыйтусем час-часах татах ҫивӗчленсе каяҫҫӗ. Шӑп ҫавнашкал лару-тӑру Иисус вӑхӑтӗнче пулнӑ. Ун чухне нумайӑшне налук тӳлесси хумхантарнӑ. Сӑмахран, Рим влаҫӗ ҫынсем налуксене йӗркеллех тӳлесе тӑнипе тӑманнине пӗлес тесе халӑх йышне ҫырса тухнӑ. Ҫавӑнпа та ҫӳлерех асӑннӑ Галилея ҫынни Иуда пӑлхав ҫӗкленӗ. Рим провинцийӗсенче пурӑнакансене (вӗсем хушшинче Иисусӑн хыпарне итлекенсем те пулнӑ) тӗрлӗ налук тӳлеттернӗ: ҫӗршӗн, кил-ҫуртшӑн тата ыттишӗн те. Ултавҫӑ налук пухакансем вара халӑхӑн ахаль те йывӑр пурнӑҫне тата йывӑрлатса янӑ. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем хӑйсен должноҫне аукционра укҫалла илнӗ, унтан вара налук пуҫтарса пуйса пынӑ. Иерихонти налук пухакансен пуҫлӑхӗ Закхей ҫынсенчен укҫа сӑптӑрса илсе пысӑк пурлӑх пухнӑ (Лука 19:2, 8). Ҫавӑн пекки вара час-часах пулнӑ курӑнать.
9, 10. а) Иисусӑн тӑшманӗсем ӑна политикӑна хутшӑнтарма мӗнле хӑтланнӑ? ӑ) Иисус пире мӗнле тӗслӗх кӑтартнӑ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)
9 Ытти налуксемсӗр пуҫне Рим провинцийӗсенче пурӑнакансенчен кашни ҫынран пӗр динари налук пуҫтарнӑ пулнӑ. Ҫакӑ иудейсене питӗ тарӑхтарнӑ, мӗншӗн тесен ҫав налук вӗсем Рим влаҫне пӑхӑннине аса илтерсе тӑнӑ. Пӗррехинче Иисусӑн тӑшманӗсем ҫав налук пирки ыйту парса ӑна хӑш енне те пулин йышӑнма хӗтӗртнӗ. (Матфей 22:16—18 вуласа пар.) Ҫав ыйтӑва «Ирод майлисем» ҫӗкленӗ. Иисус тӳлемелле мар тесе хуравланӑ пулсан, ӑна халӑха пӑлхав ҫӗклеме хистет тесе айӑпланӑ пулӗччӗҫ. Тӳлемелле тенӗ пулсан вара Иисусӑн вӗренекенӗсем ун хыҫҫӑн пыракансем пулма пӑрахма пултарнӑ.
10 Хӑйне ҫав ыйтӑва парсан Иисус, ӑслӑ-тӑнлӑ пулса, никам майлӑ та калаҫман. «Кесарӗнне кесаре, Туррӑнне Турра парӑр»,— тесе хуравланӑ вӑл (Матф. 22:21). Налук пуҫтаракансем ҫынсене час-часах улталанине Иисус пӗлнӗ паллах. Анчах та вӑл налук пирки калаҫас темен. Ун вырӑнне Иисус ҫынсен пур йывӑрлӑхне те мӗн татса пама пултарни ҫинчен — Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен — каласа пама тӑрӑшнӑ. Ҫапла майпа Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене пурне те лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Христиансемшӗн чи кирли — Турӑ Патшалӑхне шырасси тата Турӑ мӗне тӗрӗс тесе шутлать, ҫавна тӑвасси. Акӑ мӗншӗн таврара тӗрӗс мар ӗҫсем тунине курсан та эпир никам майлӑ та, хирӗҫ те пулмастпӑр (Матф. 6:33).
11. Тӗрӗслӗхшӗн ҫуннине эпир мӗнле ырӑ ӗҫсемпе кӑтартма пултаратпӑр?
11 Иегова Свидетелӗсем нумайӑшӗ чӑнлӑха пӗличчен политикӑна хутшӑннӑ, анчах та кайран вӗсем нейтралитет тытса тӑма пуҫланӑ. Великобританире пурӑнакан пӗр хӗрарӑм тӑван акӑ мӗн каласа парать: «Эпӗ университетра социологи вӗренеттӗмччӗ. Хура ӳтлӗ ҫынсен прависене хӳтӗлес тесе тем тума та хатӗрччӗ, мӗншӗн тесен эпир ҫав тери нумай хӗн-асап курнӑ. Политика ыйтӑвӗсем пирки тавлашнӑ чухне эпӗ час-часах ҫиеле тухаттӑм, анчах та ҫакӑ мана пурпӗрех ҫырлахтармастчӗ. Тӗрлӗ раса ҫыннисем хушшинчи курайманлӑха пӗтермешкӗн ҫынсен хӑйсен чӗринчи шухӑш-кӑмӑлне улӑштармаллине эпӗ ӑнланман. Библи вӗреннӗ май вара эпӗ чи малтан манӑн хамӑн улшӑнмаллине куртӑм. Улшӑнма мана шурӑ ӳтлӗ хӗрарӑм тӑван пулӑшрӗ. Халӗ эпӗ илтмен ҫынсен пухӑвӗнче пионер пулса ӗҫлетӗп тата тӗрлӗ халӑх ҫыннисене ырӑ хыпар пӗлтеретӗп».
«ХӖҪНЕ ХӐЙ ВЫРӐННЕХ ЧИК»
12. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене мӗнле «кӑвас чустинчен» сыхланма хушнӑ?
12 Иисус вӑхӑтӗнче тӗн ертӳҫисем час-часах политикӑна хутшӑннӑ. Пӗр кӗнекере каланӑ тӑрӑх, «иудейсен тӗн ушкӑнӗсем пирки халӗ политика партийӗсем тенӗ пулӗччӗҫ» (Daily Life in Palestine at the Time of Christ). Ҫавӑнпа Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене: «Астӑвӑр, Иродпа фарисейсен кӑвас чустинчен сыхланӑр»,— тесе асӑрхаттарнӑ (Марк 8:15). Иисус Ирод ҫинчен каланӑ чухне ҫав патшана майлӑ тӑракан политика ушкӑнӗ ҫинчен каланӑ пулас. Матфей ҫырнӑ Евангели тӑрӑх, Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсемпе калаҫнӑ чухне саддукейсем ҫинчен те асӑннӑ. Лешӗсем вара ним те улӑштарасшӑн пулман, мӗншӗн тесен Рим империйӗ вӑхӑтӗнче вӗсенчен нумайӑшӗ влаҫра ларакансем пулнӑ. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫав виҫӗ ушкӑнӑн «кӑвас чустинчен», е вӗрентӗвӗсенчен, сыхланӑр тенӗ (Матф. 16:6, 12). Ҫакӑ та интереслӗ: ҫав калаҫу халӑх Иисуса патшана лартма шутланӑ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен пулса иртнӗ.
13, 14. а) Тӗн политикӑпа пӗрлешсе кайни пусмӑрла ӗҫсемпе тӗрӗсмарлӑх патне мӗнле илсе ҫитерме пултарать? ӑ) Эпир тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулсан та, мӗншӗн пирӗн пусмӑрла ӗҫсем тумалла мар? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)
13 Тӗн политикӑпа пӗрлешсе кайсан, ҫакӑ час-часах пусмӑрла ӗҫсем патне илсе ҫитерет. Иисус вара хӑйӗн вӗренекенӗсене нейтралитет тытса тӑма вӗрентнӗ. Ҫавна пула та аслӑ священниксемпе фарисейсем Иисуса вӗлерме шут тытнӑ. Вӗсем халӑх Иисуса итлеме пуҫласран, хӑйсене вара итлеме пӑрахасран хӑранӑ. Ҫавӑн пек пулса тухсан вӗсем тӗн пуҫлӑхӗсем тата политика ертӳҫисем пулма пӑрахнӑ пулӗччӗҫ. «Каплипех хӑварсан Ӑна пурте ӗненӗҫ, вара Рим ҫыннисем килӗҫ те пирӗн ҫӗре те, халӑха та хӑйсен аллине илӗҫ»,— тенӗ вӗсем (Иоанн 11:48). Ҫавӑнпа та чи аслӑ священник Каиафа Иисуса вӗлерме кавар тунӑ (Иоанн 11:49—53; 18:14).
14 Ҫӗрле Каиафа салтаксене Иисуса тытма янӑ. Иисус вара ҫав каварлӑ ӗҫ ҫинчен пӗлнӗ. Ҫавӑнпа апостолӗсемпе юлашки хут апат ҫинӗ каҫ вӑл вӗсене хӗҫсем илме хушнӑ. Вӗренекенсене питӗ кирлӗ япалана вӗрентмешкӗн икӗ хӗҫ те ҫителӗклӗ пулнӑ (Лука 22:36—38). Каярахпа ҫав каҫах тӑшмансем Иисуса тытма килнӗ. Петр, ҫавӑншӑн тарӑхса кайнӑскер, хӗҫне туртса кӑларнӑ та вӗсенчен пӗрин ҫине сулса янӑ (Иоанн 18:10). Анчах та Иисус ӑна каланӑ: «Хӗҫне хӑй вырӑннех чик — хӗҫ ҫӗклекенсем пурте хӗҫпех пӗтӗҫ» (Матф. 26:52, 53). Ҫав каҫ мӗн пулса иртни Иисус кӑшт маларах кӗлӗре каланӑ сӑмахсене аса илтернӗ: унӑн вӗренекенӗсен тӗнченӗн пулмалла мар. (Иоанн 17:16 вуласа пар.) Тӗрӗсмарлӑхпа кӗрешме Туррӑн кӑна право пур.
15, 16. а) Турӑ Сӑмахӗ христиансене политикӑри хирӗҫӳсенчен пӑрӑнма мӗнле пулӑшать? ӑ) Иегова хӑйӗн халӑхӗпе ҫак тӗнчери ҫынсем хушшинче мӗнле уйрӑмлӑха курать?
15 Ҫӳлерех асӑннӑ Кӑнтӑр Европӑра пурӑнакан хӗрарӑм тӑван ҫавна ӑнланса ҫитнӗ. Вӑл калать: «Пусмӑрла ӗҫсем тунипе тӗрӗсмарлӑха пӗтерме ҫук. Ҫав ҫулпа кайнӑ ҫынсем нумайӑшӗ хӑйсен пурнӑҫне ҫухатнӑ, теприсем вара хаярланса кайнӑ. Ҫӗр ҫинче чӑн-чӑн тӗрӗслӗхе Турӑ ҫеҫ туса хума пултарать. Ҫавӑн ҫинчен Библирен пӗлме пултарнӑшӑн эпӗ питӗ савӑнатӑп! Юлашки 25 ҫул хушши ӗнтӗ эпӗ ҫынсене шӑпах ҫав ырӑ хыпара пӗлтерсе ҫӳретӗп». Кӑнтӑр Африкӑра пурӑнакан арҫын тӑван вара хӑйӗн сӑннине «Сывлӑш паракан хӗҫпе», Турӑ Сӑмахӗпе, улӑштарнӑ (Эф. 6:17). Халӗ вара вӑл пур халӑх ҫыннисене те мирлӗ пурнӑҫ пуласси ҫинчен ырӑ хыпар пӗлтерсе тӑрать. Тепӗр хӗрарӑм тӑван, Вӑтаҫӗр Европӑра пурӑнаканскер, Иегова Свидетелӗ пулса тӑнӑ хыҫҫӑн унччен хӑй курайман халӑх ҫыннинех, пирӗн тӑвана, качча тухнӑ. Ҫак виҫӗ тӑван хӑйсен шухӑш-кӑмӑлне улӑштарнӑ, мӗншӗн тесен вӗсем Христос пек пуласшӑн пулнӑ.
16 Ҫакӑн пек улшӑнусем туни питӗ кирлӗ! Библире ҫынсене кӗрлесе-шавласа тӑракан тата нихҫан лӑпланма пӗлмен тинӗспе танлаштарнӑ (Ис. 17:12; 57:20, 21; Ӳлӗм. 13:1). Политикӑри хирӗҫӳсем ҫынсене вӑрҫтарса яраҫҫӗ тата пусмӑрла ӗҫсем патне илсе ҫитереҫҫӗ. Эпир вара хамӑр хушӑри мирпе пӗрлӗхе упраса хӑварма тӑрӑшатпӑр. Ҫак пайланса кайнӑ тӗнчере хӑйӗн халӑхӗ хушшинчи пӗрлӗхе курса Иегова питӗ савӑнать. (Софония 3:17 вуласа пар.)
17. а) Мӗнле виҫӗ майпа эпир хамӑр хушӑри пӗрлӗхе упраса хӑварма пултаратпӑр? ӑ) Тепӗр статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?
17 Куртӑмӑр ӗнтӗ, христиансем хӑйсен хушшинчи пӗрлӗхе виҫӗ майпа упраса хӑварма пултараҫҫӗ: 1) пӗлӗтри Турӑ Патшалӑхӗ тӗрӗсмарлӑха пӗтерессе ҫирӗп шанса тӑмалла, 2) политика тӗлӗшӗнчен никам майлӑ та пулмалла мар тата 3) пусмӑрла ӗҫсем тумалла мар. Анчах та ҫынсене камне кура уйӑрнине пула та пирӗн хушӑра пӗрлӗх арканма пултарать. Ҫак йывӑрлӑхпа тӗл пулсан пирӗн мӗн тумаллине тата ҫак тӗлӗшрен пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем мӗнле тӗслӗх кӑтартнине тепӗр статьяра пӑхса тухӑпӑр.