Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w18 июль 30—31 с.
  • Библи вӗренни интереслӗ те усӑллӑ пултӑр

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Библи вӗренни интереслӗ те усӑллӑ пултӑр
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2018
  • Ҫавнашкал материал
  • Библие вулани нумай усӑ патӑр тесен мӗн тумалла?
    Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библие ӑнланма пулӑшакан кӗнеке
  • Иегова панӑ парнесемпе пуринпе те усӑ курӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2016
  • Библие тӗпчени. Хӑш енчен лайӑхланма пулать?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2019
  • Библи вулани сире ытларах усӑ патӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2023
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2018
w18 июль 30—31 с.
Ҫутаткӑҫ ҫутипе Иисус Навин Саккун вуласа ларать

Библи вӗренни интереслӗ те усӑллӑ пултӑр

Иисус Навин вуласа ларать; Иерихон стенисем арканаҫҫӗ, Раав ҫурчӗ вара тӗрӗс-тӗкел тӑрать

ИИСУС НАВИНӐН пысӑк та ҫӑмӑл мар ӗҫ тумалла пулнӑ — Израиль халӑхне Пама пулнӑ ҫӗре ертсе кӗмелле пулнӑ. Иегова Иисуса тӗреклетес, хавхалантарас шутпа: «Ҫирӗп те питӗ хастар пул»,— тенӗ. Ҫавӑн пекех Турӑ ӑна ӑнӑҫлӑ пулмашкӑн, пур ӗҫе те ӑслӑ-тӑнлӑ тумашкӑн Саккуна кунӗн-ҫӗрӗн вулама тата унта мӗн ҫырнине тӗп-тӗрӗс туса тӑма хушнӑ (Иис. Н. 1:7, 8).

Эпир «йывӑр саманара» пурӑнатпӑр, ҫавӑнпа пирӗн те пысӑк йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме тивет (2 Тим. 3:1). Вӗсене ҫӗнтермешкӗн пирӗн Иисус Навина панӑ канаша тытса тӑмалла: тӗрӗс йышӑнусем тӑвас тесен кашни кун Библи вуламалла тата мӗн пӗлсе пынипе пурнӑҫра усӑ курмалла.

Хӑш-пӗрисене Библи вӗренни кичем ӗҫ пек туйӑнать, теприсем вара Библие мӗнле тӗпчемеллине пӗлмеҫҫӗ. Апла пулин те хамӑр тӗллӗн Библи вӗренни питӗ кирлӗ. Вӗренме интереслӗ пултӑр тесен тата ҫавӑнтан усӑ илес тесен, «Усӑллӑ канашсем» рамкӑна пӑхса тухӑр та унти канашсене пурнӑҫра тытса тӑма тӑрӑшӑр.

Псалом юрлакан ҫырнӑ: «Ҫӳлхуҫа хушнӑ йӗркесем тӳрӗ — чуна савӑнтараҫҫӗ» (Пс. 18:9). Сире те Туррӑн Сӑмахне вӗренни нумай савӑнӑҫ пама пултарать. Библи тӗпченӗ май эсир чуна пырса тивекен хаклӑ шухӑшсене нумай тупма пултаратӑр.

Сирӗн Иисус Навин пек Туррӑн халӑхне ертсе пымалла мар пулин те, урӑх йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме тивет. Ҫавӑнпа та Иисус Навинран тӗслӗх илсе Туррӑн Сӑмахне вӗренӗр те мӗн пӗлнипе пурнӑҫра усӑ курӑр. Вара эсир тӗрӗс йышӑнусем тума пултарайӑр тата ӑнӑҫлӑ пулатӑр.

УСӐЛЛӐ КАНАШСЕМ

  • Ҫын вӗренес умӗн кӗлтӑвать

    Вӗренес умӗн кӗлтӑвӑр. Библире Пурне те Тума Пултаракан Туррӑн шухӑшӗсене ҫырнӑ, вӗсем пире нумай усӑ параҫҫӗ. Ҫавӑнпа та Библи вуланӑ чухне мӗн вуланине ӑнланма, астуса юлма тата пурнӑҫра мӗнле тытса тӑмаллине курма Иеговӑран пулӑшу ыйтӑр (Езд. 7:10).

  • Ҫын хӑйне ыйту парать

    Хӑвӑра ыйтусем парӑр. Библи тата ӑна ӑнланма пулӑшакан публикацисене вуланӑ май хӑвӑра ҫакӑн пек ыйтусем парӑр: «Вуланӑ сӑвӑ йӗркисенчен эпӗ Иегова ҫинчен мӗн пӗлтӗм? Мӗн вулани Библири тӗп темӑпа мӗнле ҫыхӑннӑ? Ыттисене пулӑшас тесе эпӗ ҫак шухӑшсемпе мӗнле усӑ курма пултаратӑп?»

  • Ҫын шухӑшлать

    Шухӑшлӑр. Вуланӑ чухне чарӑнса тӑрса мӗн вулани ҫинчен шухӑшлӑр: «Мӗн вулани манра мӗнле туйӑмсем вӑратать? Мӗншӗн манӑн шӑп ҫавӑн пек туйӑмсем ҫуралаҫҫӗ? Ҫакӑ эпӗ унччен мӗн тӳссе ирттернипе, ман пурнӑҫра халӗ мӗн пулса иртнипе тата малашне мӗн пулма пултарассипе мӗнле ҫыхӑннӑ? Библири ҫак канашсемпе принципсене эпӗ хамӑн пурнӑҫра мӗнле тытса тӑма пултаратӑп?» (Иов 23:5; Пс. 48:4.) Иегова хӑйӗн халӑхне пӗр-пӗр ӗҫе тӑвасран мӗншӗн асӑрхаттарнине тата итлеменни мӗн патне илсе ҫитерме пултарнине ӑнланма тӑрӑшӑр (Сак. аст. 32:28, 29).

  • Ҫын Библире мӗн вуланине куҫ умне кӑларса тӑратать

    Куҫ умне кӑларса тӑратма тӑрӑшӑр. Тӗслӗхрен, Иосифӑн пиччӗшӗсем ӑна Измаил ҫыннисене сутнине куҫ умне кӑларса тӑратӑр (Пулт. 37:18—28). Эсир мӗн куратӑр, мӗн илтетӗр, мӗнле шӑршӑсене туятӑр? Хӑвӑра унти ҫынсен вырӑнне лартса пӑхӑр. Вӗсем мӗн ҫинчен шухӑшлаҫҫӗ тата мӗн туяҫҫӗ? Мӗн вуланине куҫ умне кӑларса тӑратсан Библи вӗренме чылай интереслӗрех те усӑллӑрах пулӗ.

  • Ҫын вӗренмелли пособисемпе усӑ курать

    Вӗренмелли пособисемпе усӑ курӑр. Ҫапла тусан Библи тӗпчеме интереслӗрех пулӗ. Пичетленӗ е электронлӑ пособисенчен хӑшӗсем хӑвӑр чӗлхепе тухнине пӗлӗр тата вӗсемпе усӑ курма вӗренӗр. Ыттисенчен пулӑшу ыйтма ан вӑтанӑр. Сӑмахран, «Индекс публикаций Сторожевой Башни» тата «Путеводитель по публикациям Свидетелей Иеговы» публикацисенче тӗрлӗ тема пирки мӗн каланине тата пӗр-пӗр сӑвӑ йӗркине мӗнле ӑнлантарса панине тупма пулӑшӗҫ. Ҫавӑн пекех «Слово Бога в картах и схемах» брошюрӑпа усӑ курӑр. Унта усӑлли нумай: карттӑсем, хронологи таблицисем, виҫмелли виҫесем тата ытти информаци те.

  • Ҫын тӗп шухӑшсене тепӗр хут аса илет

    Тӗп шухӑшсене тепӗр хут аса илӗр. Ҫакӑ сире мӗн вуланине астуса юлма пулӑшӗ. Мӗн пӗлнине ыттисене каласа парсан тата лайӑхрах пулӗ. Тен, хӑш-пӗр шухӑшсем сире ырӑ хыпар сарнӑ чухне пулӑшӗҫ. Ҫапла вара эсир мӗн пӗлнине астуса юлаятӑр ҫеҫ мар, ҫав пӗлӳсем ыттисене те усӑ парӗҫ.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр