Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w19 август 26—28 с.
  • Ӗненӳ вӑй парса тӑрать

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Ӗненӳ вӑй парса тӑрать
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2019
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • МӖН ВӐЛ ӖНЕНӲ?
  • ЧӖРЕ МӖНЛЕРЕХ ПУЛМАЛЛА?
  • ХЫТӐ ӖНЕНМЕ ДАВИДА МӖН ПУЛӐШНӐ?
  • ӖНЕНӖВЕ МӖНЛЕ ҪИРӖПЛЕТМЕЛЛЕ?
  • ИИСУСА ӖНЕНӖР
  • «ХӐВӐРӐН ЧИ СӐВАПЛӐ ӖНЕНӖВӖРТЕ ХӐВӐРА ҪИРӖПЛЕТӖР»
  • Иегова сӑмах панисем пурнӑҫланасса ӗненӗр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2016
  • «Пире вӑйлӑрах ӗненекен тусамччӗ»
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2015)
  • «Ӗненӳре ҫирӗп пулӑр»
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2015)
  • Турра юрӑхлӑ енсене аталантарӑр. Ӗненӳ
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2017
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2019
w19 август 26—28 с.

Ӗненӳ вӑй парса тӑрать

  • ЮРАТУ

  • САВӐНӐҪ

  • КАНӐҪЛӐХ

  • ТӲСӖМЛӖХ

  • ЫРӐ КӐМӐЛ

  • ЫРӐЛӐХ

  • ӖНЕНӲ

  • ЙӐВАШЛӐХ

  • ЧАРУЛӐХ

ӖНЕНӖВӖН питӗ пысӑк вӑй пур. Сӑмахран, ӑна пула эпир Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене пӗтерме пултаракан Сатанан «ухӑ йӗпписене, хӗртнӗскерсене, пурне те сӳнтерме» пултаратпӑр (Эф. 6:16). Ӗненсен эпир ту пек пысӑк йывӑрлӑхсене те чӑтса ирттеретпӗр. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Ӗненӗвӗр сарӑ пӑрӑҫ пӗрчи пысӑкӑш ҫеҫ пулсассӑн та, эсир ҫак тӑва: „кунтан ҫавӑнта куҫса лар“ тесессӗн — вӑл куҫса ларӗччӗ» (Матф. 17:20). Ӗненӳ хамӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетме пултарать, ҫавӑнпа ҫак ыйтусене пӑхса тухни лайӑх пулнӑ пулӗччӗ: мӗн вӑл ӗненӳ? Ӗненес тесен чӗре мӗнлерех пулмалла? Ӗненӗве мӗнле ҫирӗплетмелле? Кама ӗненмелле? (Рим 4:3.)

МӖН ВӐЛ ӖНЕНӲ?

Ӗненӳ чӑнлӑха пӗлнине е ӑна йышӑннине кӑна пӗлтермест, мӗншӗн тесен демонсем те Турӑ пуррине «ӗненеҫҫӗ, чӗтресе тӑраҫҫӗ» (Иак. 2:19). Апла, мӗн-ха вӑл ӗненӳ?

Пирӗн планета

Кунпа каҫ яланах пуласси пирки иккӗленмен пекех эпир Турӑ хӑйӗн сӑмахне пурнӑҫласси пирки пӗртте иккӗленместпӗр

Библи тӑрӑх, ӗненӳ шутне икӗ япала кӗрет. Пӗрремӗшӗнчен, «ӗненни вӑл — ӗмӗтленнине пур пек курни» (Евр. 11:1а). Эсир ӗненетӗр пулсан, Иегова мӗн калани тӗп-тӗрӗс пулни пирки тата вӑл хӑй мӗн каланине пурнӑҫласси пирки сирӗн пӗр иккӗленӳ те пулмасть. Сӑмахран, Иегова израильтянсене ҫапла каланӑ: «Эсир Манӑн кунпа хывнӑ халалӑма, каҫпа хывнӑ халалӑма, кунпа каҫ хӑй вӑхӑтӗнче килсе тӑнине пӑрахӑҫлаятӑр пулсассӑн, Манӑн Давид чурампа хывнӑ халалӑм та пӑрахӑҫланӗ» (Иер. 33:20, 21). Хӗвел тухмӗ тата каҫ кунпа ылмашӑнмӗ текен шухӑш пӗрре те пулин хӑратнӑ-и сире? Ҫутҫанталӑк саккунӗсем малалла та ӗҫлесе тӑрасси пирки, ҫӗр хӑйӗн тӗнӗлӗ тавра тата Хӗвел тавра ҫаврӑнасси пирки пӗр иккӗленӳ те ҫук пулсан, ҫак саккунсене Тӑвакан хӑйӗн сӑмахне тытмӗ тесе иккӗленмелле-и? Паллах, ҫук! (Ис. 55:10, 11; Матф. 5:18.)

Иккӗмӗшӗнчен, ӗненни вӑл — «курӑнманнине курӑнаканни пек шанса тӑни» (Евр. 11:1ӑ). Ҫакна ӑнланма мӗнле тӗслӗх пулӑшма пултарать? Калӑпӑр, ача сирӗнтен: «Сывлӑш пуррине эсӗ ӑҫтан пӗлетӗн?» — тесе ыйтать. Эсир сывлӑша нихӑҫан та курман пулсан та ачана сывлӑш пуррине кӑтартакан ҫирӗплетӳсене илсе паратӑрах пулӗ. Сӑмахран, эсир ҫынсем пурте сывлаҫҫӗ тесе, ҫил вӗрнине туяҫҫӗ тесе е урӑххи ҫинчен калама пултаратӑр. Сирӗн сӑмахсемпе килӗшсен ача курӑнманнине чӑннипех ӗненме пулать тесе пӗтӗмлетӳ тӑвӗ. Ҫавӑн евӗрлех ӗненӳ те витӗмлӗ ҫирӗплетӳсем ҫинче тытӑнса тӑрать (Рим 1:20).

ЧӖРЕ МӖНЛЕРЕХ ПУЛМАЛЛА?

Ӗненӳ ҫирӗплетӳсем ҫинче тытӑнса тӑнӑран ӗненес тесен ҫыннӑн «чӑнлӑха пӗлсе ҫит[мелле]» (1 Тим. 2:4, ҪХ). Анчах ку ҫителӗксӗр. Павел апостол: «Чӗререн ӗненмелле»,— тесе ҫырнӑ (Рим 10:10, ҪХ). Ҫыннӑн чӑнлӑха йышӑнмалла кӑна мар, ӑна хакламалла та. Ҫавӑн чухне ҫеҫ ҫыннӑн ӗненнине кӑтартма, урӑхла каласан, чӑнлӑхпа килӗшӳллӗн пурӑнма, кӑмӑл пулӗ (Иак. 2:20). Камӑн чӗринче чӑнлӑхшӑн пархатарлӑх ҫук, ҫавӑ витӗмлӗ ҫирӗплетӳсене сирсе яма пултарать, мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗн шухӑшӗсене улӑштарасшӑн мар е хӑй мӗн тӑвас килнине тӑвасшӑн (2 Петр 3:3, 4; Иуда 18). Акӑ мӗншӗн авалхи вӑхӑтра тӗлӗнмелле ӗҫсене курнӑ ҫынсенчен хӑшӗ-пӗрисем ӗненмен (Йыша шутл. 14:11; Иоанн 12:37). Кам суяна мар, чӑнлӑха юратать, ҫавсен чӗринче ҫеҫ Туррӑн святой сывлӑшӗ ӗненӳ аталантарать (Гал. 5:22, ҪТ; 2 Фес. 2:10, 11).

ХЫТӐ ӖНЕНМЕ ДАВИДА МӖН ПУЛӐШНӐ?

Хытӑ ӗненекен ҫынсенчен пӗри Давид патша пулнӑ (Евр. 11:32, 33). Анчах унӑн ҫемйинчи ҫынсем пирки калас пулсан, пурин те ҫавӑн пек ӗненӳ пулман. Пӗррехинче, унӑн пиччӗшӗ, Елиав, ӗненӳ ҫитсех кайманнине кӑтартнӑ: Давид Голиаф пирки тӗрӗс мар шухӑш-кӑмӑлпа ыйтса пӗлет тесе шутланӑран Елиав ӑна ятласа илнӗ (1 Патш. 17:26—28). Никам та ӗненӳпе ҫуралмасть тата ӗненӳ аттепе аннерен куҫмасть, апла Давид хытӑ ӗненни Турӑпа ҫывӑх хутшӑнусем аталантарнипе ҫыхӑннӑ пулнӑ.

26-мӗш Псаломра Давид хӑйне ҫавӑн пек ӗненӳ аталантарма мӗн пулӑшни ҫинчен каласа парать (1-мӗш сӑвӑ йӗрки). Давид хӑйне тӑшманӗсенчен Иегова мӗнле хӳтӗлени ҫинчен шухӑшланӑ (2, 3 сӑвӑ йӗркисем). Вӑл Иеговӑн сӑваплӑ чатӑрӗнче пуҫҫапма май пуррине питӗ хакланӑ (4-мӗш сӑвӑ йӗрки). Давид ытти ӗненекен ҫынсемпе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ (6-мӗш сӑвӑ йӗрки). Вӑл чун-чӗререн Иеговӑна кӗлтунӑ (7, 8 сӑвӑ йӗркисем). Ҫавӑн пекех вӑл Иеговӑран вӗренесшӗн пулнӑ (11-мӗш сӑвӑ йӗрки). Ӗненӳ питӗ кирлӗ пулнине ӑнланнӑран Давид ҫапла ҫырнӑ: «Ӗненмен пулсан эпӗ ӑҫта пулнӑ пулӑттӑмччӗ-ши?» (13-мӗш сӑвӑ йӗрки, ҪТ.)

ӖНЕНӖВЕ МӖНЛЕ ҪИРӖПЛЕТМЕЛЛЕ?

Сирӗн шухӑш-кӑмӑл тата йӑлана кӗртнӗ ӗҫсем 26-мӗш Псаломра асӑннӑ шухӑш-кӑмӑлпа тата йӑласемпе килӗшсе тӑраҫҫӗ пулсан, сирӗн ӗненӳ Давидӑнни пекех ҫирӗп пулӗ. Ӗненес тесен сирӗн тӗрӗс пӗлӳ илмелле. Ҫавӑнпа та мӗн чухлӗ ытларах Турӑ Сӑмахне тата ӑна ӑнлантарса паракан публикацисене тӗпчетӗр, святой сывлӑшӑн ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен ҫак лайӑх ене кӑтартма ҫавӑн чухлӗ ҫӑмӑлтарах пулӗ (Пс. 1:2, 3). Тӗпченӗ чухне шухӑшлама вӑхӑт уйӑрӑр. Ҫакна тусан эсир Иеговӑна пархатарлӑрах пулса пыратӑр. Пархатарлӑрах пулса пынӑ май вара ӗненӗве кӑтартас килсех тӑрӗ — ытларах та ытларах тӗлпулусенче Турра пуҫҫапас тата ыттисене чаплӑ пуласлӑх ҫинчен каласа парас килӗ (Евр. 10:23—25). Ҫавӑн пекех ӗненнине эпир яланах кӗлтунипе тата парӑнманнипе кӑтартатпӑр (Лука 18:1—8). Ҫавӑнпа та Иеговӑна «чарӑнмасӑр кӗлтӑвӑр» тата вӑл сирӗншӗн тӑрӑшни пирки ан иккӗленӗр (1 Фес. 5:17; 1 Петр 5:7). Ӗненӳ пире тӗрӗссине тума хавхалантарать, тӗрӗс ӗҫсем вара пирӗн ӗненӗве ҫирӗплетеҫҫӗ (Иак. 2:22).

ИИСУСА ӖНЕНӖР

Хӑй вилес умӗнхи каҫ Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене: «Турра ӗненӗр, Мана та ӗненӗр»,— тесе каланӑ (Иоанн 14:1). Апла пирӗн Иеговӑна кӑна мар, Иисуса та ӗненмелле. Ҫакна мӗнле тума пулать? Виҫӗ май пӑхса тухар.

Иисус тата 11 шанчӑклӑ апостол

Иисуса ӗненни мӗне пӗлтерет?

Пӗрремӗшӗнчен, тӳлесе илме панӑ парне пирки хӑвӑршӑн панӑ парне тесе шутлӑр. Павел апостол ҫапла ҫырнӑ: «Хӑйне Хӑй маншӑн вилӗм аллине панӑ Турӑ Ывӑлне ӗненсе пурӑнатӑп» (Гал. 2:20). Иисуса ӗненетӗр пулсан, апла, эсир тӳлесе илме панӑ парнене хӑвӑршӑн панине, ҫак парнене пула сирӗн ҫылӑхсем каҫарӑнма пултарнине, сирӗн ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанчӑк пуррине тата Турӑ сире питӗ хытӑ юратнине ҫирӗп ӗненетӗр (Рим 8:32, 38, 39; Эф. 1:7). Ҫакӑ сире хӑвӑр пирки ниме тӑман ҫын тесе шутлама памӗ (2 Фес. 2:16, 17).

Иккӗмӗшӗнчен, кӗлтуса Иеговӑпа ҫывӑхланса пырӑр тата ҫакна эпир Иисус хӑйӗн пурнӑҫне пирӗншӗн панине пула тума пултарнине асра тытӑр. Тӳлесе илме панӑ парнене пула эпир Иеговӑна вӑл пире «кирлӗ вӑхӑтра... хӗрхенсе тивлетне» патӑр тесе хӑюллӑн кӗлтума пултаратпӑр (Евр. 4:15, 16; 10:19—22). Кӗлтуни пире ҫылӑхлӑ туртӑмсене хирӗҫ тӑма вӑй парса тӑрать (Лука 22:40).

Виҫҫӗмӗшӗнчен, Иисуса итлӗр. Иоанн апостол: «Ывӑлне ӗненекен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулать; Турӑ Ывӑлне ӗненмен [«пӑхӑнман», ҪТ] ҫын пурӑнӑҫ кураяс ҫук, ун ҫинче Турӑ ҫилли тӑрать»,— тесе ҫырнӑ (Иоанн 3:36). Асӑрхӑр-ха, Иоанн ӗненнине итленипе ҫыхӑнтарнӑ. Ҫавӑнпа та Иисуса итленӗ чухне эсир ӑна ӗненнине кӑтартатӑр. «Христос саккунне», урӑхла каласан, вӑл мӗне вӗрентнине тата мӗн тума хушнине пурнӑҫланипе эсир Иисуса итлетӗр (Гал. 6:2). Ҫавӑн пекех Иисуса итленине эсир «шанчӑклӑ та ӑслӑ чура» парса тӑракан хушусене тытса тӑнипе те кӑтартатӑр (Матф. 24:45). Итленине пула сирӗн ҫил-тӑвӑл евӗрлӗ йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме вӑй пулать (Лука 6:47, 48).

«ХӐВӐРӐН ЧИ СӐВАПЛӐ ӖНЕНӖВӖРТЕ ХӐВӐРА ҪИРӖПЛЕТӖР»

Пӗррехинче пӗр арҫын Иисуспа калаҫнӑ чухне ҫапла кӑшкӑрса янӑ: «Ӗненетӗп, Ҫӳлхуҫамӑм! Ӗненӗвӗм сахал пулсан пулӑшсамччӗ!» (Марк 9:24.) Ҫак ҫын пачах ӗненмен тесе калаймӑн, анчах вӑл хӑйне кӗҫӗне хурса ӗненӳ ҫитсех кайманнине йышӑннӑ. Пирӗн пурин те пурнӑҫра хытӑ ӗненнине кӑтартмалли лару-тӑрусем пулӗҫ. Ҫавӑнпа та хамӑрӑн ӗненӗве пирӗн халех ҫирӗплетмелле. Куртӑмӑр ӗнтӗ, ҫавна тӑвас тесен пирӗн Турӑ Сӑмахне тӗпчемелле тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшламалла, ҫакӑ пире Иеговӑна пархатарлӑрах пулма пулӑшӗ. Ҫавӑн пекех тӑвансемпе пӗрле Иеговӑна пуҫҫапатпӑр пулсан, ыттисене хамӑр шанчӑк ҫинчен каласа паратпӑр пулсан тата тӑтӑшах кӗлтӑватпӑр пулсан пирӗн ӗненӳ ҫирӗпленсех пырӗ. Турӑ Сӑмахӗнче ҫапла чӗнсе каланӑ: «Хӑвӑрӑн чи сӑваплӑ ӗненӗвӗрте хӑвӑра ҫирӗплетӗр». Ҫапла тунипе эпир Туррӑн юратӑвӗнче тӑрса юлӑпӑр (Иуда 20, 21, ҪТ).

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр