Ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳрес ӗҫе эсӗ ытларах тума пултаратӑн-и?
1. Мӗнле ӗҫе вӑраха ямалла мар тата мӗншӗн?
1 Турӑ Патшалӑхӗн ырӑ хыпарӗпе питӗ нумай ҫын интересленнине курса Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене «тырӑ Хуҫине йӑлӑнӑр: вырмалли ани ҫине выракансем ятӑр» тесе ыйтма вӗрентнӗ (Матф. 9:37, 38). Ҫавӑнпа та сӑнарлӑн каланӑ вырма вӑхӑчӗ вӗҫленсе пынине кура ырӑ хыпар пӗлтерес ӗҫе вӑраха ямалла мар. Пирӗн ҫак ӗҫре тата ытларах хутшӑнасси пирки кӗлӗ туса шухӑшламалла (Иоан. 14:13, 14).
2. Вырмалли ана ҫине выракансем яр тесе чӗнсе каланине илтсен хӑш-пӗрисем мӗн тунӑ?
2 Ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳрес ӗҫе мӗнле ытларах тума пулать? Иегова пулӑшасса шанса тата Вӑл панӑ канашсемпе усӑ курса нумай хыпарҫӑсем пионер пулса ӗҫлеме тытӑннӑ (Пс. 25:2, 3; Флп. 4:6). Хӑш-пӗрисем ҫулталӑкра пӗрре е темиҫе уйӑх пулӑшакан пионер пулса ӗҫлес тесе нумай вӑй хунӑ. Ҫапла майпа вӗсем ырӑ хыпар сарас ӗҫе ытларах тума пултарнӑ. Пулӑшакан пионер пулса ӗҫлени вӗсене питӗ нумай савӑнӑҫпа телей панӑ, вара вӗсенчен нумайӑшӗ тулли пионер пулса ӗҫлеме шут тытнӑ (Апост. ӗҫ. 20:35).
3. Эсӗ унччен пионер пулса ӗҫленӗ пулсан мӗн ҫинчен, тен, шухӑшласа пӑхас тейӗн?
3 Каллех пионер пулса ӗҫлеме пуҫлама пултаратӑн-и? Эсӗ малтан пионер пулса ӗҫленӗ пулсан, паллах ӗнтӗ, ҫав вӑхӑт пирки ӑшшӑн аса илетӗн пулӗ. Каллех пионер пулса ӗҫлесси пирки эсӗ кӗлӗ туса шухӑшланӑ-и? Сана пионер пулса ӗҫлеме чӑрмантарнӑ лару-тӑрусем халӗ, тен, улшӑннӑ. Эсӗ вара каллех ҫак чыслӑ ӗҫе тума пуҫлама пултаратӑн (1 Иоан. 5:14, 15).
4. Мӗнле ятарлӑ ӗҫре эпир пурте хутшӑнма пултаратпӑр?
4 Иисус сӑнарласа каланӑ вырма вӑхӑчӗ халӗ хӗрсе пырать, кӗҫех вӑл вӗҫленет (Иоан. 4:35, 36). Ырӑ хыпар сарас ӗҫе ытларах тума май пултӑр тесе хамӑр ӗҫсене мӗнле йӗркелеме пулать-ши тесе кашни хӑйӗн лару-тӑрӑвӗ ҫинчен шухӑшласа пӑхтӑр. Ырӑ хыпар сарас ӗҫе ытларах тума чӑнахах та май ҫук пулсан, ҫак ӗҫе ӑнӑҫлӑрах тума пултаратӑн-и? (Марк 12:41—44). Пирӗн лару-тӑрусем ырӑ хыпар пӗлтерес ятарлӑ ӗҫре Иеговӑпа пӗрле ӗҫлеме май параҫҫӗ пулсан, мӗн тери пысӑк савӑнӑҫ вӑл! (Пс. 109:3).