Арҫынсене ырӑ хыпар пӗлтерес тесе вӑй хур
1. Турӑ Патшалӑхӗн интересӗсемшӗн тӑрӑшас тесен мӗн туни питӗ кирлӗ?
1 Ҫак юлашки кунсенче ырӑ хыпар пӗлтерес ӗҫ сарӑлсах пырать. Ҫавӑнпа та паян, ҫак ӗҫре ертсе пыма Библие лайӑх пӗлекен тата ӑнланакан арҫынсем нихӑҫанхинчен те ытларах кирлӗ (Марк 4:30—32; Апост. ӗҫ. 20:28; 1 Тим. 3:1—13). Анчах та хӑш-пӗр ҫӗршывсенче Турӑ Патшалӑхӗн хыпарне арҫынсенчен ытларах хӗрарӑмсем йышӑнаҫҫӗ. Хӑш-пӗр культурӑсенче Турра пуҫҫапассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене ачисемпе сӳтсе явас тата тӗн йӗркине вӗрентес яваплӑха упӑшкисем хӑйсен арӑмӗсем ҫине хураҫҫӗ. Турра пӗлни тата унпа ҫывӑхланни кирлине нумайрах арҫынсем ӑнланса илччӗр тата вӗсем те пирӗнпе пӗрле чӑн Турра пуҫҫапма пуҫлаччӑр тесе эпир вӗсене мӗнле пулӑшма пултаратпӑр?
2. Павелпа Петр арҫынсене ырӑ хыпар пӗлтерни мӗн таран ӑнӑҫлӑ пулнӑ?
2 Арҫынсене ырӑ хыпар пӗлтересси. Ҫемье пуҫлӑхӗ ырӑ хыпара йышӑнсан, ҫакӑ час-часах унӑн кил-йышне чӑн Турӑшӑн ӗҫлеме хавхалантарма пултарать. Тӗслӗхрен, Павелпа Сила тӗрмере ларнӑ чухне тӗрме хуралҫине ырӑ хыпар пӗлтернӗ. Вара ҫак арҫын тата унӑн килӗнчисем пурте шыва кӗнӗ (Апост. ӗҫ. 16:25—34). Тепрехинче, Павел ырӑ хыпара Коринф ятлӑ хулара каласа ҫӳренӗ чухне вара, «синагога пуҫлӑхӗ, Крисп, хӑйӗн пӗтӗм кил-йышӗпе Турра ӗненнӗ» (Апост. ӗҫ. 18:8). Пӗррехинче Иегова Петра «Турра хисеплесе... Турӑран хӑраса» пурӑнакан Корнилий ятлӑ ҫӗр ҫын пуҫлӑхне ырӑ хыпар каласа пӗлтерме янӑ. Юлашкинчен Корнилий тата унӑн пӗртӑванӗсемпе ҫывӑх тусӗсем пурте шыва кӗнӗ (Апост. ӗҫ. 10:1—48).
3. Филипп пекех эсӗ те «пуҫлӑхсем» пулса ӗҫлекен арҫынсенчен камсене ырӑ хыпар пӗлтерме пултаратӑн?
3 «Пуҫлӑхсем» пулса ӗҫлекен арҫынсене ырӑ хыпар пӗлтерни питӗ усӑллӑ пулма пултарать (1 Тим. 2:1, 2). Сӑмахран, Иеговӑн ангелӗ Филипа евнухпа, Эфиопийӑри хӗрарӑм патшан мӗнпур пурлӑхне пӑхса тӑраканпа калаҫма хушнӑ, ҫак ҫын пысӑк вырӑн йышӑнса тӑнӑ. Ҫав ҫын «Исаия пророк кӗнекине вуласа пынине» илтсен Филипп ӑна Иисус пирки калакан ырӑ хыпара ӑнлантарса панӑ. Ҫак Эфиопи ҫынни Иисусӑн вӗренекенӗ пулса тӑнӑ, килне кайнӑ чухне, тен, ҫынсене ырӑ хыпар пӗлтернӗ. Ҫавӑн пекех вӑл хӗрарӑм патшана тата унӑн таврашӗнчи ҫынсене — ырӑ хыпара урӑх майпа илтме пултарайман ҫынсене — ырӑ хыпар каласа пӗлтернӗ пулӗ (Апост. ӗҫ. 8:26—39).
4. Мӗнле майсемпе арҫынсене ырӑ хыпар пӗлтерме пултаратпӑр?
4 Арҫынсене ырӑ хыпар каламалли майсем. Кӑнтӑрла арҫынсем ытларах чухне ӗҫре. Ырӑ хыпара каҫсерен, канмалли тата уяв кунӗсенче каласа ҫӳреме ытларах вӑхӑт уйӑрма пултаратпӑр-и? Ӗҫлӗ территорине ырӑ хыпар пӗлтерме тӑтӑшах ҫӳрени пире килте сайра-хутра ҫеҫ пулакан арҫынсене тӗл пулса калаҫма тата тепӗр май уҫса парать. Арҫын-тӑвансем те хӑйсемпе пӗрле ӗҫлекен арҫынсене ырӑ хыпар пӗлтерес тесе уйрӑмах вӑй хума пултараҫҫӗ. Килрен-киле ырӑ хыпар каласа ҫӳренӗ чухне — уйрӑмах час-часах ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳренӗ участоксенче — арҫын-тӑвансем арҫынсемпе калаҫас тесе майсем шырама пултараҫҫӗ.
5. Чӑнлӑхпа интересленекен арҫын патне тепӗр хут каймалла пулсан хӗрарӑм-тӑванӑн мӗн тумалла?
5 Хӗрарӑм-тӑванӑн чӑнлӑхпа интересленекен арҫын патне тепӗр хут каймалла пулсан, пӗччен каймалла мар. Вӑл ун патне упӑшкипе е урӑх хыпарҫӑпа кайма пултарать. Чӑнлӑхпа интересленекен арҫын ӳсӗмсем тума пуҫласан унпа малалла арҫын-тӑван Библи вӗренни лайӑх пулнӑ пулӗччӗ.
6. «Нумайӑшне ҫӑлас тесе» эпир, Павел апостол пекех, мӗн тума пултаратпӑр?
6 Арҫынсене интереслентерекен темӑсем суйласа ил. Павел апостол «нумайӑшне ҫӑлас тесе» хӑйӗн итлекенӗсене мӗн интереслентерме пултарнине шута илсе ырӑ хыпар каланӑ (1 Кор. 9:19—23). Ырӑ хыпар каласа ҫӳренӗ чухне тӗл пулакан арҫынсене мӗнле тема интереслентерме пултарни ҫинчен пирӗн те шухӑшламалла тата хатӗрленнӗ чухне ҫавна шута илмелле. Тӗслӗхрен, арҫынсене час-часах экономикӑпа, правительствӑпа, ҫемье хӑрушсӑрлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусем хумхантараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне вӗсене ҫак темӑсем интереслӗ пулма пултараҫҫӗ: мӗншӗн эпир пурӑнатпӑр, ҫӗрпе мӗн пулать, мӗншӗн Турӑ инкек-синкексене пулма парать. Эпир ҫынсене мӗн интереслентернине шута илетпӗр пулсан, вӗсем Турӑ Патшалӑхӗн хыпарне хаваспах йышӑнма пултарӗҫ (Ытар. 16:23).
7. Хӗрарӑм-тӑвансен Иеговӑна ӗненмен упӑшкисем пухӑва килсен мӗнле майпа пухури тӑвансем пурте вӗсем ҫине лайӑх витӗм кӳме пултараҫҫӗ?
7 Хӗрарӑм-тӑвансен ӗненмен упӑшкисене пулӑшасси. Христианкӑсем хӑйсене йӗркеллӗ тытнипе Иеговӑна ӗненмен упӑшкисем ҫине витӗм кӳрсе тӑраҫҫӗ пулин те, пухури ытти тӑвансем те вӗсем ҫине лайӑх витӗм кӳме пултараҫҫӗ (1 Пет. 3:1—4). Хӗрарӑм-тӑван пухӑва Иеговӑна ӗненмен упӑшкипе килсен, ӑшшӑн кӗтсе илни упӑшкин кӑмӑлне хускатма пултарӗ. Вӑл пухӑва килни, тен, чӑнлӑхпа кӑшт та пулин интересленнине кӑтартса парать. Унтан вӑл, тен, Библи вӗренме те килӗшӗ.
8. Хӗрарӑм-тӑвансен Иеговӑна ӗненмен упӑшкисене — чӑнлӑхпа кӑшт кӑна интересленекеннисене — мӗнле майпа арҫын-тӑвансем ырӑ хыпара йышӑнма пулӑшма пултараҫҫӗ?
8 Хӑш-пӗр упӑшкасем чи малтан чӑнлӑхпа кӑшт кӑна интересленнӗ пулин те каярахпа вӗсем арҫын-тӑвансемпе — камсемпе ҫӑмӑллӑнах калаҫма пултарнӑ, ҫавсемпе — Библи ҫинчен калаҫма килӗшнӗ. Пӗр пухури арҫын-тӑвансем пӗр хӗрарӑм-тӑванӑн ҫемйипе хутшӑнма вӗсем патне кайса ҫӳренӗ чухне, Иеговӑна ӗненмен упӑшкине мӗн интереслентерме пултарнине пӗлсе, ҫавӑн ҫинчен унпа калаҫма шут тытнӑ. Каярахпа вӗсем Турӑ ҫинчен те калаҫма пуҫланӑ, халӗ вара ҫав арҫын — шыва кӗнӗ тӑван. Акӑ тепӗр тӗслӗх. Пӗр арҫын-тӑван христианкӑн Иеговӑна ӗненмен упӑшкипе лайӑх хутшӑнусенче пулнӑ май ӑна кил тавра карта тытма пулӑшнӑ. Ҫакӑн пек тӑрӑшнине пула арҫын-тӑван унпа Библи вӗренме пуҫланӑ (Гал. 6:10; Флп. 2:4). Эсӗ пухури арҫын-тӑван пулсан, мӗншӗн-ха санӑн пухури пӗр е темиҫе хӗрарӑм-тӑванӑн Иеговӑна ӗненмен упӑшкисене чӑнлӑха йышӑнма пулӑшас мар?
9. Вӗрентнӗ арҫын-тӑвансем камсем пулса тӑма пултараҫҫӗ?
9 Арҫын-тӑвансене пухури тивӗҫлӗхсене илме вӗрентесси. Турӑ Патшалӑхӗн хыпарне йышӑннӑ тата чыслӑ тивӗҫлӗхсем илме тӑрӑшакан арҫынсем малашне «парне пек панӑ» ҫынсем — хӑйсен вӑйӗпе, пултарулӑхӗсемпе Иегова халӑхӗн пухӑвӗсене усӑ парас тесе тӑрӑшакан христианла старейшинӑсем — пулма пултарӗҫ (Еф. 4:8, ҪТ; Пс. 67:19). Ҫакӑн пек арҫынсем пухӑва хаваспах, чунтан тӑрӑшса «пӑхса тӑраҫҫӗ» (1 Пет. 5:2, 3). Вӗсем — пӗтӗм христианла тӑванлӑхшӑн чӑн-чӑн пиллӗх!
10. Анания Павела ырӑ хыпар пӗлтерес тесе вӑй хуни мӗнле майпа нумай ҫынсене усӑ панӑ?
10 Савл тӗслӗхне аса илер. Вӑл «суя тӗнлисен Апостолӗ» пулса тӑнӑ, анчах та малтан вӑл чӑн христиансене хӑваланӑ пулнӑ (Рим 11:13). Ҫавӑнпа та Анания ятлӑ вӗренекен Савла чи малтан ырӑ хыпар пӗлтересшӗн пулман. Ҫапах та Анания Иисус хушнине итленӗ те Савл патне кайнӑ, вара вӑл каярахпа Павел апостол пулса тӑнӑ. Нумай ҫул хушши Павел ырӑ хыпар каласа ҫӳренине пула пиншер ҫын Турӑ Патшалӑхӗн хыпарне илтнӗ, Турӑ сывлӑшӗ пӗлтернипе ҫырнӑ унӑн ҫырӑвӗсене вара паянхи кун та миллионшар ҫын Библире вулать (Апост. ӗҫ. 9:3—19; 2 Тим. 3:16, 17).
11. Мӗншӗн пирӗн арҫынсене ырӑ хыпар пӗлтерес тесе май ҫитнӗ таран пурне те тумалла?
11 Арҫынсене ырӑ хыпар пӗлтерес тесе май ҫитнӗ таран пурне те тӑвар. Ҫав тӗллеве тытнӑ май, эпир Туррӑн ирӗкне тӑвас тесе вӑй хуратпӑр пулсан тата Патшалӑх интересӗсемшӗн тӑрӑшатпӑр пулсан, Иегова пире пиллессе шанма пултаратпӑр.