Ӗнентерекен ҫирӗплетӳсемпе усӑ курса вӗрент
1. Ырӑ хыпара сарнӑ чухне Турӑ Сӑмахӗпе ӑста усӑ курни ытларах чухне мӗне пӗлтерет?
1 Опыт пухнӑ хыпарҫӑсем, Павел апостол пекех, «чӑнлӑх сӑмахне тӗрӗс вӗрентни» вӑл Библирен сӑвӑ йӗркине вуласа панинчен ытларах пулнине ӑнланаҫҫӗ (2 Тим. 2:15). Турӑ Сӑмахӗпе усӑ курса вӗрентнӗ чухне ҫирӗплетсе каланисене мӗнле майпа ӗнентерӳллӗ тума пулать? (Апост. ӗҫ. 28:23).
2. Ҫын Турӑ Сӑмахне хисеплетӗр тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?
2 Турӑ Сӑмахне калама пар. Пӗрремӗшӗнчен, ҫын Туррӑн ӑслӑлӑхне хисеплетӗр тесе Библи ҫине тимлеттер. Эпир Турӑ Сӑмахне ҫирӗп ӗненни пире итлекен ҫынна, Библирен сӑвӑ йӗрки вуласа панӑ чух, тимлӗ пулма хавхалантарма пултарать (Евр. 4:12). Эпир ҫакӑн пек калама пултаратпӑр: «Ҫакӑн ҫинчен Турӑ Сӑмахӗнче мӗн калани мана килӗшрӗ. Асӑрхӑр-ха, унта мӗн ҫырнӑ». Май пур чухне яланах Турӑ Сӑмахӗнчен вуласа парса Библие хӑйне калама пар.
3. Пире итлекен ҫынна Библирен вуласа панӑ сӑвӑ йӗркин шухӑшне ӑнланма пулӑшас тесе мӗн тумалла?
3 Иккӗмӗшӗнчен, вуласа панӑ сӑвӑ йӗркисене ӑнлантарса парӑр. Ҫынсенчен нумайӑшне Библирен вуласа панӑ сӑвӑ йӗркисене, пӗрремӗш хут курнӑ май, тӳрех ӑнланса илме йывӑр. Ҫавӑнпа та вуласа панӑ сӑвӑ йӗрки эпир сӳтсе явакан темӑпа мӗнле ҫыхӑннине ӑнлантарса памалла (Лука 24:26, 27). Библирен вуласа панӑ сӑвӑ йӗркинче темӑпа ҫыхӑннӑ тӗп сӑмахсене палӑртӑр. Вуласа панӑ сӑвӑ йӗркисен шухӑшне ҫын ӑнланнине е ӑнланманнине пӗлес тесе ыйтусем парӑр (Ытар. 20:5; Апост. ӗҫ. 8:30).
4. Вӗрентнӗ чух ҫын чӗрине тивертес тесе мӗн тумалла?
4 Библипе усӑ курса сӳтсе явӑр. Виҫҫӗмӗшӗнчен, ҫыннӑн ӑстӑнӗпе чӗрине тивертме тӑрӑшӑр. Библирен вуласа панӑ сӑвӑ йӗрки итлекен ҫынна мӗнле усӑ панине ӑнланма пулӑшӑр. Библипе усӑ курса сӳтсе явни ҫынна хӑйӗн шухӑшӗсене улӑштарма пулӑшма пултарать (Апост. ӗҫ. 17:2—4; 19:8). Сӑмахран, Псалом 82:19 вуласа панӑ хыҫҫӑн, кампа та пулин туслӑ пулас тесен, унӑн ятне пӗлни питӗ кирлине сӳтсе яв. Унтан ҫапла ыйтма пултаратӑн: «Калӑр-ха, Турӑ ятне пӗлни сирӗн кӗлӗсене чӗререн тухакан тумӗ-ши?» Ҫакӑн пек сӳтсе явнипе итлекене Турӑ Сӑмахӗпе пурнӑҫра усӑ курма пулнине кӑтартӑр. Турӑ Сӑмахӗнчи ӗнентерӳллӗ ҫирӗплетӳсем ырӑ чӗреллӗ ҫынсене чӑн Турӑ, Иегова, патне ҫывхарма пулӑшӗҫ (Иер. 10:10).