Калаҫӑва мӗнле пуҫламалла
Июньте, пӗрремӗш шӑмат кун, Библи вӗренӗвӗ мӗнле пуҫламалла
«Пирӗнтен кашнийӗнех ҫывӑх тӑванӗ е тусӗ вилнӗ. Эсир вӗсене каллех курасса шанатӑр-и? [Хурава итле.] Ҫак лӑплантаракан шухӑш ҫине пӑхӑр-ха». «Как покончить с бедностью?» брошюрӑри 16-мӗш страницӑри пӗрремӗш подзаголовока тата Библири пӗр сӑвӑ йӗркине вуласа пар та сӳтсе яв. Брошюрӑсене сӗн те тепӗр ыйтӑва сӳтсе явмашкӑн тӗл пулма калаҫса татӑл.
«Как покончить с бедностью?» брошюра. «Нумай ҫынна укҫи-тенки ҫитсе пымасть, хӑшӗ-пӗрисен вара пурӑнмашкӑн чи кирли те ҫук. Эсир мӗнле шутлатӑр, пӗр чухӑн ҫын та пулман вӑхӑт хӑҫан та пулин пулӗ-ши? [Хурава итле те Псалом 9:19 вуласа пар.] Ҫак брошюрӑра чухӑнлӑх мӗншӗн пуррине кӑтартса панӑ тата, Библире каланӑ тӑрӑх, ҫак проблемӑна мӗнле татса панине сӳтсе явнӑ».
«Терроризм. В чем его причины? Когда с ним будет покончено?» брошюра. «Эсир мӗнле шутлатӑр, терроризм мӗншӗн пӗтӗм тӗнче проблеми пулса тӑчӗ? [Хурава итле.] Акӑ мӗнле шанчӑк пире Библи парать. [Псалом 71:7, 14 вуласа пар.] Ҫак брошюрӑра терроризм мӗншӗн пуррине, хӑш-пӗр сӑлтавӗсене, ҫавӑн пекех, Библире каланӑ тӑрӑх, ӑна хӑҫан тата мӗнле пӗтернине сӳтсе явнӑ».