Тӳсӗмлӗх кӑтартса, чӑнлӑх ҫинчен пӗлтеретпӗр
1. Этемлӗхпе тӳсӗмлӗ пулнине Иегова мӗнле кӑтартать?
1 Турӑ Хӑйне этемлӗхпе мӗнле тытнинче Вӑл яланах тӳсӗмлӗх кӑтартни курӑнать (Тух. 34:6; Пс. 105:41—45; 2 Петр 3:9). Турӑ ҫынсене юратнӑран тӳсӗмлӗх кӑтартнин пӗр чаплӑ тӗслӗхӗ вӑл — пӗтӗм тӗнчипе ырӑ хыпар сарас ӗҫ. Ҫак ӗҫ 2 000 ҫула яхӑн каялла пуҫланнӑ, паян та Иегова ырӑ чӗреллӗ ҫынсене хӑй патне ҫывхарма пулӑшать (Иоанн 6:44). Сӑваплӑ ӗҫре эпир, Иегова пекех, тӳсӗмлӗх мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?
2. Хамӑр участоксенче ырӑ хыпар сарнӑ чухне эпир тӳсӗмлӗх мӗнле кӑтартатпӑр?
2 Килтен киле ырӑ хыпар сарни. Ҫынсем хальлӗхе интересленмен вырӑнсенче ырӑ хыпара пӗр чарӑнмасӑр каласа ҫӳренипе эпир, Иегова пекех, тӳсӗмлӗх кӑтартатпӑр (Ап. ӗҫ. 5:42). Тӳсӗмлӗх пире ҫынсем интересленменнине, кулни-тӑрӑхланине, хӗсӗрленине чӑтса ирттерме пулӑшать (Марк 13:12, 13). Чӑнлӑх вӑрлӑхне шӑварас тесе интересленекен ҫынсене килте тытма тӑрӑшнипе те эпир тӳсӗмлӗх кӑтартатпӑр.
3. Ҫынпа тепӗр хут калаҫнӑ чухне тата Библи вӗренӗвӗ ирттернӗ чухне мӗншӗн тӳсӗмлӗх кӑтартмалла?
3 Библи вӗренӗвӗсем. Ӳсен-тӑран ҫитӗнтермешкӗн тӳсӗмлӗх кирлӗ. Эпир ӑна пӑхма-шӑварма пултаратпӑр, анчах та хӑй вӑхӑтӗнчен маларах ҫитӗнтерейместпӗр (Иак. 5:7). Ҫавӑн пекех ҫын Турӑпа хутшӑну майӗпен, хӑй вӑхӑтӗнче аталантарать (Марк 4:28). Вӗренекене, тен, суя тӗн вӗрентӗвӗсене е Библипе килӗшсе тӑман йӑласене хӑварма йывӑр. Вӗренекен ҫитӗнӳсем хӑвӑртрах туччӑр тесе пирӗн ӑна хистесе улшӑнусем тутармалла мар. Вӗренекенӗн чӗри ҫине Туррӑн святой сывлӑшӗ витӗм кӳриччен, пирӗн тӳсӗмлӗ пулса кӗтмелле (1 Кор. 3:6, 7).
4. Ӗненмен хурӑнташсене чӑнлӑх ҫинчен ӑнӑҫлӑн пӗлтерме тӳсӗмлӗх пире мӗнле пулӑшӗ?
4 Ӗненмен хурӑнташсем. Ӗненмен хурӑнташсене пирӗн чӑнлӑха питӗ йышӑнтарас килет. Ҫапах та эпир вӗсен кӑмӑлӗ ырӑ хыпара итлеме ҫаврӑнасса тӳсӗмлӗн кӗтетпӗр тата пӗр калаҫу вӑхӑтӗнче ытлашши нумай каласа памастпӑр (Еккл. 3:1, 7). Ҫав хушӑрах эпир чӑнлӑх ҫинчен хамӑра лайӑх тытнипе пӗлтерме пултаратпӑр тата пирӗн хамӑр мӗне ӗненни ҫинчен ӑшшӑн, йӑвашшӑн каласа пама хатӗр пулмалла (1 Петр 3:1, 15). Тӳсӗмлӗ пулсан эпир, паллах, сӑваплӑ ӗҫре ӑнӑҫлӑрах пулатпӑр тата Ҫӳлти Аттемӗре савӑнтаратпӑр.