«Хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулӑр»
1. Паян ҫынсене мӗнле пулӑшу ҫав тери кирлӗ?
1 Паян нумай ҫынна пулӑшу тата хӗрхенни нихҫанхинчен ытла кирлӗ. Тӗнчере лару-тӑру япӑхланса пыни ҫынсене хурлантарать, кӑмӑлӗсене пусарать, вӗсем пуласлӑхра ним лайӑххине те курмаҫҫӗ. Миллион-миллион ҫын пулӑшасса кӗтет, эпир вара, христиансем пулнӑран, ҫывӑх ҫынсене юратнине кӑтартма пултаратпӑр (Матф. 22:39; Гал. 6:10). Ҫакна эпир мӗнле тума пултаратпӑр?
2. Хӗрхеннине кӑтартмашкӑн мӗнле лайӑх меслет пур?
2 Ырӑ хыпар сарас ӗҫре, Иегова пек, хӗрхеннине кӑтартӑр. Турӑ кӑна ҫынсене чӑн-чӑн, нихҫан пӗтми лӑпкӑлӑх пама пултарать (2 Кор. 1:3, 4). Иегова пире хӑй пек «хӗрхенекен кӑмӑллӑ» пулма хавхалантарать (1 Петр 3:8). Вӑл пире Турӑ Патшалӑхӗн ырӑ хыпарне ыттисене калама шанса панӑ. Ҫакӑ «хуйхӑпа касӑлнӑ чӗреллисене» лӑплантармалли лайӑх меслет, мӗншӗн тесен Турӑ Патшалӑхӗ — мӗн пур асапланакан ҫыншӑн пӗртен-пӗр шанчӑк (Ис. 61:1). Иегова, хӑй халӑхне хӗрхеннӗрен, кӗҫех ҫӗр ҫинчи пӗтӗм усаллӑха пӗтерӗ те тӳрӗлӗхлӗ ҫӗнӗ тӗнче туса хурӗ (2 Петр 3:13).
3. Ҫынсем ҫине Иисус пек пӑхнине мӗнле кӑтартма пулать?
3 Ҫынсем ҫине Иисус пек пӑхӑр. Нумай ҫын умӗнче ырӑ хыпар каланӑ чухне те Иисус вӗсем ҫине пӗр пысӑк йыш ҫине пӑхнӑ пек пӑхман. Вӑл Турӑпа ҫывӑх хутшӑну аталантармашкӑн кашнине пулӑшу кирлине асӑрханӑ. Ҫынсем кӗтӳҫӗсӗр сурӑхсем пек пулнӑ, вӗсен ертсе-кӑтартса пыраканӗ пулман. Ҫакӑ Иисусӑн чӗрине хускатнӑ, вара вӑл, хӗрхеннӗрен, вӗсене тӳсӗмлӗхпе вӗрентнӗ (Марк 6:34). Ҫынсем ҫине Иисус пек пӑхни пире уйрӑммӑн кашни ҫынна чӗререн хӗрхенме хавхалантарӗ. Ҫакӑ пирӗн сасра тата пит-куҫра палӑрса тӑрӗ. Ырӑ хыпар сарасси пирӗншӗн чи кирлӗ ӗҫ пулмалла тата ҫынна мӗн каласси пирки шутланӑ чухне пирӗн ҫав ҫынна мӗн хумхантарни ҫинчен шухӑшламалла (1 Кор. 9:19—23).
4. Пирӗн мӗншӗн хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулмалла?
4 Пур халӑхран тӑракан имсӗр-сумсӑр ҫын Турӑ Патшалӑхӗн хыпарне йышӑнать тата хӑйсемпе тимлӗ пулнине кӑмӑллать. Малалла та хӗрхеннине кӑтартатпӑр пулсан, эпир хамӑрӑн хӗрхенекен Турра, Иеговӑна, чыс кӳретпӗр тата савӑнтаратпӑр (Кол. 3:12).