Эсӗ Македоние куҫма пултаратӑн-и?
1. Павел тата унпа пӗрле пулнисем мӗншӗн Македоние кайнӑ?
1 Пирӗн эрӑри 49-мӗш ҫул тӗлнелле Павел апостол Сирири Антиохирен миссионерла иккӗмӗш ҫул ҫӳреве тухнӑ. Вӑл Эфеса тата Кӗҫӗн Азири ытти хуласене кайса килесшӗн пулнӑ. Анчах та святой сывлӑш урлӑ вӑл урӑх чӗнӳ илнӗ: «Македоние пыр». Павел тата унпа пӗрле пулнисем ҫак чӗнӗве хатӗр пулсах йышӑннӑ. Ҫавна пула вӗсем ҫав вырӑнта пӗрремӗш пуху йӗркелемешкӗн чыс-хисепе тивӗҫнӗ (Ап. ӗҫ. 16:9, 10; 17:1, 2, 4). Паян та пӗтӗм тӗнчери уй-хирӗн хӑш-пӗр пайӗсенче вырмара ӗҫлекенсем ҫитмеҫҫӗ (Матф. 9:37, 38). Эсӗ пулӑшма хатӗр-и?
2. Хыпарҫӑсем ҫитмен ҫӗре куҫса каясси пирки хӑшӗ-пӗри мӗншӗн шухӑшласа пӑхмасть?
2 Санӑн, тен, Павел пекех, миссионер пулас килет, анчах та авланман тӑвансем валли йӗркеленӗ Библи шкулӗнче е Галаад шкулӗнче вӗренме пултарайман пирки эсӗ хыпарҫӑсем ҫитмен территорие е урӑх ҫӗршыва куҫса каясси ҫинчен чӑнласах шухӑшласа пӑхман. Сӑмахран, ача пуррисем, качча кайманнисем е ватӑ тӑвансем ҫакӑн пек шкулсенче вӗренме пултараймаҫҫӗ. Ют чӗлхене вӗренме е ҫӗнӗ условисене хӑнӑхма пултараймастӑп тесе хӑратӑн пулсан, ҫакӑ та куҫса кайма чӑрмантарать. Хӑшӗ-пӗри хӑй халӗ пурӑнакан ҫӗршыва укҫа-тенкӗ ӗҫлесе илме килнӗрен куҫса кайма тӑхтаса тӑрать. Тепри, хӑйӗн ҫӗршывӗнчи урӑх вырӑна куҫсассӑн, ҫӗнӗ условисене хӑнӑхма пултараймастӑп пулӗ тесе пӑшӑрханать. Анчах та, лару-тӑрӑву пирки тарӑнрах шухӑшласа пӑхсан эсӗ те пулӑшу кирлӗ ҫӗре куҫса кайма пултарнине курма пулать.
3. Урӑх ҫӗршывра е вырӑнта ӑнӑҫлӑн ырӑ хыпар сармашкӑн ятарлӑ вӗренӳ илни мӗншӗн кирлех мар?
3 Ятарлӑ пӗлӳ кирлех-и? Павела тата унпа пӗрле пулнисене ӑнӑҫлӑ миссионер пулма мӗн пулӑшнӑ? Вӗсем Иегова ҫине тата святой сывлӑш ҫине шаннӑ (2 Кор. 3:1—5). Павел пекех эсӗ те, лару-тӑрӑву ятарлӑ пӗлӳ илме памасть пулин те, хыпарҫӑсем ҫитмен вырӑнта е урӑх ҫӗршывра ӑнӑҫлӑн ырӑ хыпар сарма пултаратӑн. Ан ман: Теократи ӗҫӗн шкулӗнче тата сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗнче эсӗ нумай пӗлӳ илетӗн. Эсӗ Галаад шкулӗнче е ҫавӑн евӗрлӗ шкулта вӗренме ӑнтӑлатӑн пулсан вара, ҫӗршывунти хыпарҫӑсем ҫитмен вырӑна е урӑх ҫӗршыва куҫса унта пухнӑ опыт сана каярахпа, хӑвна вӗренме чӗнсессӗн, кирлӗ пулӗ.
4. Хӑй ҫӗршывӗнчи тепӗр ҫӗре е урӑх ҫӗршыва, хыпарҫӑсем ҫитмен вырӑна, ырӑ хыпар сарма куҫса каяс шухӑша ватӑ тӑвансен мӗншӗн сирсе ямалла мар?
4 Ваттисем. Турӑпа ҫирӗп хутшӑнура тӑракан ватӑ христиансем, хӑшӗсен сывлӑхӗ питӗ япӑхах мар, ҫавсем хыпарҫӑсем ҫитмен вырӑнта, хӑйсен ҫӗршывӗнче е урӑх ҫӗршывсенче, пысӑк пулӑшу пама пултараҫҫӗ. Эсӗ, тен, пенсие тухнӑ? Хӑш-пӗр пенсионера хӑй ҫӗршывӗнчи пысӑках мар шутланакан пенсийӗ хӑй ҫӗршывӗнчи тепӗр вырӑнта е урӑх ҫӗршывра йӗркеллӗ пурӑнма ҫитнӗ. Сӑмахран, ялсенче е аталанса пыракан ҫӗршывсенче пурнӑҫ хакӗ, ҫав шутра лайӑх медицина пулӑшӑвӗн хакӗ, вӗсем килнӗ вырӑнтинчен чылай пӗчӗкрех пулма пултарать.
5. Хыпарҫӑсем ҫитмен вырӑнта юлма шут тытнӑ, пенсие тухмалли ҫулсене ҫитсе пыракан старейшинӑн тӗслӗхне каласа парӑр.
5 Хыпарҫӑсем ҫитмен вырӑнта арӑмӗпе пӗрле ятарлӑ пионерсем пулса ӗҫленӗ пӗр тӑван, пенсие тухмалли ҫулсене ҫитсе пыраканскер, ҫав вырӑнтах юлма шутланӑ, унти ушкӑн 29 хыпарҫӑран тӑнӑ. Вӗсем унта икӗ ҫул ҫурӑ сӑваплӑ ӗҫе тунӑ вӑхӑтра 13 ҫын хыпарҫӑ пулса тӑнӑ, халӗ унта 51 хыпарҫӑран тӑракан пуху, 12 ҫын тулли пионер пулса ӗҫлет. 2011 ҫулхи Ҫулхуҫан Каҫхи апат уявӗнче 91 ҫын пулнӑ. Тӑван ҫырнӑ: «Пуху ӳсет, ҫак районта ӗҫ халӗ кӑна пуҫланать пек туйӑнать, ҫавӑнпа та хальлӗхе майсем тата сывлӑх пулнӑ май сӑваплӑ ӗҫе ҫакӑнтах тӑвас килет. Эпир Иеговӑпа ҫывӑхлантӑмӑр тата ун ҫине ытларах шанма вӗрентӗмӗр».
6. Хыпарҫӑсем ҫитмен вырӑна куҫса кайнӑ качча кайман хӗрарӑм тӑван тӗслӗхне каласа парӑр.
6 Качча кайман тӑвансем. Хыпарҫӑсем ҫитмен вырӑнсенче ырӑ хыпар сарас тӗлӗшрен Иегова хӗрарӑм тӑвансене питӗ нумай шанса панӑ (Пс. 67:12). Качча кайман пӗр ҫамрӑк хӗрарӑм тӑван район конгресӗнче хыпарҫӑсем ҫитмен вырӑна куҫма чӗннине илтнӗ те пысӑках мар поселока куҫса кайнӑ, унта 10 хыпарҫӑ пулнӑ. Вӑл унта куллен 10 вӗренӳ ытла ирттерме пуҫланӑ. Тӑван калать: «Ырӑ хыпар сарнӑ чухне эпӗ малтан ҫакӑн чухлӗ савӑнӑҫ илмен. Ҫынсем кунта ансатрах, литературӑна кӑмӑлласах илеҫҫӗ тата ырӑ хыпара пысӑк пархатарлӑхпа йышӑнаҫҫӗ!»
7. Урӑх ҫӗршыва куҫса кайнӑ ҫемьен тӗслӗхне каласа парӑр.
7 Ҫемьесем. Сирӗн ҫемьере ачасем пур пулсан, эсир ырӑ хыпар сармашкӑн урӑх вырӑна е ҫӗршыва куҫса кайма пултаратӑр-и? Пӗр ҫемье ачисемпе, пӗри сакӑр ҫулта, тепри — вуннӑра, куҫса кайма шут тытнӑ. Амӑшӗ хӑй опычӗ пирки калать: «Ачасене ҫакӑнта ӳстерме пултарнӑшӑн эпир савӑнатпӑр, мӗншӗн тесен вӗсем ятарлӑ пионерсемпе тата миссионерсемпе хутшӑнчӗҫ. Пулӑшу кирлӗ ҫӗрте сӑваплӑ ӗҫе туни пирӗн пурнӑҫа пуянлатрӗ».
8. а) Ют чӗлхе пӗлмесен, урӑх ҫӗршывра ырӑ хыпар сарма пулать-и? Ӑнлантарса парӑр. ӑ) Кам ырӑ хыпара хӑй ҫӗршывӗнчи ҫынсене вӗсен чӗлхипе пӗлтересшӗн, ҫавсем валли мӗнле майсем пур?
8 Чӗлхе. Ют чӗлхене вӗренме хӑрани сана чикӗ леш енне каҫма чӑрмантарать-и? Патшалӑх хыпарҫисем ҫитмен хӑш-пӗр ҫӗршывсенче сан чӗлхӳпе калаҫакансем пулма пултараҫҫӗ. Акӑлчан чӗлхипе калаҫакан пӗр мӑшӑр испан чӗлхипе калаҫакан ҫӗршыва куҫса кайнӑ, унта акӑлчан чӗлхипе калаҫакансем, пурӑнма куҫса килнисем, нумай пулнӑ. Акӑлчан чӗлхипе иртекен хӑш пухусене пулӑшу кирлине филиал урлӑ пӗлсен, вӗсем пӗрне суйласа илнӗ те унта икӗ хутчен кайса килнӗ. Киле таврӑнсан, ҫак мӑшӑр кашни уйӑхри тӑкаксене сахаллатнӑ та урӑх ҫӗршывра пӗр ҫул пурӑнмашкӑн укҫа-тенкӗ пухма пултарнӑ. Вӗсем куҫса кайма хатӗр пулсан, вырӑнти тӑвансем вӗсене пурӑнма юрӑхлӑ вырӑн тупма пулӑшнӑ. Хӑвӑр ҫӗршыври урӑх чӗлхепе иртекен пухусене е ушкӑнсене пулӑшмашкӑн мӗнле майсем пур? Сӑмахран, эсӗ филиал чӗлхе вӗренме йӗркеленӗ курсра вӗренесси ҫинчен, кайран ҫав чӗлхепе иртекен пухӑва е ушкӑна куҫасси ҫинчен шухӑшланӑ-и? Эсӗ, тен, сӑваплӑ ӗҫе вырӑс пухӑвӗнче тӑватӑн, анчах та тӑван чӗлхӳне япӑх мар пӗлетӗн, хӑв халӑхун йӑли-йӗркипе культурине те пӗлетӗн. Пирӗн ҫӗршывра сан чӗлхӳпе калаҫакан, чӑнлӑха пӗлесшӗн ҫунакан ҫынсем питӗ нумаййине эсӗ пӗлнӗ-и? Хӑвӑн чӗлхӳпе иртекен пухӑва е ушкӑна куҫасси пирки кӗлӗ туса мӗншӗн-ха шухӑшласа пӑхас мар? Чи малтанах хамӑра ҫывӑх ҫынсене юратни сана ҫак ыйтӑва татса пама пулӑштӑр (1 Коринф 13:5 сӳтсе яв).
9, 10. Хӑй ҫӗршывӗнчен тухса кайнисем мӗн ҫинчен шухӑшласа пӑхма пултараҫҫӗ тата мӗншӗн?
9 Куҫса кайнисем. Эсӗ, тен, чӑнлӑха пӗличченех урӑх ҫӗршыва куҫса кайнӑ. Анчах тӑван ҫӗршывунта вырмара ӗҫлекенсем ҫитмеҫҫӗ пулсан вара? Пулӑшас тесе эсӗ таврӑнма пултарнӑ пулӑттӑнччӗ-и? Ӗҫ вырӑнӗ тата пурӑнмалли вырӑн тупма ют ҫӗршывран килнӗ урӑх ҫынна мар, сана ҫӑмӑлтарах пулма пултарать. Эсӗ вырӑнти чӗлхепе те калаҫатӑн пулӗ. Унсӑр пуҫне, ҫынсене Патшалӑх хыпарне куҫса килнӗ палламан ҫынран мар, санран йышӑнма ҫӑмӑлтарах пулма пултарӗ.
10 Албанирен куҫса-тарса килнӗ пӗр ҫын Италире пурӑнма пуҫланӑ, вӑл лайӑх ӗҫ тупнӑ та Албание тӑванӗсене укҫа ярса тӑнӑ. Иегова Свидетелӗ пулса тӑрсан вӑл Италири ятарлӑ пионерсен ушкӑнне албан чӗлхине вӗрентме пуҫланӑ, ҫав ушкӑн пулӑшу кирлӗ ҫӗре куҫса кайма пуҫтарӑннӑ. Арҫын тӑван ҫырать: «Эпӗ ӑҫтан тухса кайнӑ, вӗсем ҫавӑнта каяҫҫӗ. Вӗсем чӗлхе пӗлмеҫҫӗ, анчах ҫавӑнта кайма ӑнтӑлаҫҫӗ. Эпӗ, Албани ҫынни, хамӑн чӗлхепе культурӑна пӗлетӗп, апла пулсан эпӗ Италире мӗн тӑватӑп-ха?» Ҫак тӑван Албание, ырӑ хыпар сарма пулӑшмашкӑн, таврӑнма шут тытнӑ. Вӑл калать: «Италири ӗҫе тата укҫа-тенкӗне хӑварнӑшӑн эпӗ кулянатӑп-и? Ним чухлӗ те! Тӑван ҫӗршывра эпӗ питӗ усӑллӑ ӗҫ тупрӑм. Хама илес пулсан, чӑннипех те кирлӗ тата пӗр вӗҫсӗр савӑнӑҫ паракан ӗҫ вӑл — хӑвӑн мӗн пуррипе пуринпе те Иеговӑшӑн ӗҫлени!»
11, 12. Куҫса кайма хатӗрленекенсен мӗн тумалла?
11 Мӗн-мӗн тумалла. Македоние каяс умӗн Павел тата унпа пӗрле пулнисем хӗвел анӑҫ енне кайма шут тытнӑ, анчах та святой сывлӑш ҫакна тума паман, ҫавӑнпа та вӗсем ҫӳрҫӗр енне ҫул тытнӑ (Ап. ӗҫ. 16:6). Вӗсем Вифинипе юнашар пулнӑ чухне Иисус вӗсене унта кайма паман (Ап. ӗҫ. 16:7). Иегова Иисус урлӑ ырӑ хыпар сарас ӗҫе халӗ те пӑхса-асӑрхаса тӑрать (Матф. 28:20). Ҫавӑнпа та, эсӗ куҫса каясси ҫинчен шухӑшлатӑн пулсан, ертсе-кӑтартса пыр тесе Иеговӑна кӗлӗ ту (Лука 14:28—30; Иак. 1:5; «Эсӗ куҫма шутланӑ вырӑнта е ҫӗршывра пулӑшу кирлӗ-и, ҫавна мӗнле пӗлмелле?» рамкӑна пӑх).
12 Старейшинӑран тата Турӑпа ҫывӑх хутшӑнура тӑракан урӑх христианран вӗсем эсӗ куҫса каясси пирки мӗн шухӑшланине ыйт (Ытар. 11:14; 15:22). Чикӗ леш енчи сӑваплӑ ӗҫ ҫинчен хамӑр публикацисенчи статьясене вуласа тух тата хӑв кайма хатӗрленекен ҫӗршыв ҫинчен май килнӗ таран ытларах пӗлме тӑрӑш. Май пулсан, вӑхӑтлӑха унта кайса кил. Эсӗ чӑнахах та урӑх ҫӗршыва куҫас тетӗн пулсан, ытларах пӗлес тесе ҫав ҫӗршывӑн филиалне ҫыру ҫыр. Филиал адресне «Ежегодникре» тупма пулать. Анчах та ҫырӑва пухӑвӑн старейшинисене парсан лайӑхрах, вӗсем рекомендацисем ҫырӗҫ тата хӑйсемех ӑна филиала ярса парӗҫ. Хӑв ҫӗршывунти хыпарҫӑсем ҫитмен вырӑна куҫма шутлатӑн пулсан та ҫак абзацсенче каланӑ пек ту. («Организованы, чтобы исполнять волю Иеговы», 111, 112 с.)
13. Филиал хӑш тӗлӗшрен пулӑшма пултарать тата хӑвӑн мӗн тумалла?
13 Филиал усӑллӑ информаци пӗлтерме пултарать, сана вӑл йышӑну тума пулӑшӗ, анчах та филиал гаранти паракан ҫырусем, чӗнӳ хучӗсем памасть, виза е урӑх документ илме пулӑшмасть, ҫавӑн пекех сан валли пурӑнмалли вырӑн шырамасть. Ҫак ыйтусене санӑн хӑвӑн тӗпчемелле тата куҫса кайичченех вӗсене татса памалла. Унсӑр пуҫне, посольствӑна е консульствӑна виза пирки информаци илме тата ӗҫлеме ирӗк илме санӑн хӑвӑн каймалла. Куҫса каякансен хӑйсене мӗн кирлишӗн тата закон мӗн ыйтнине тӑвассишӗн хӑйсен тӑрӑшмалла (Гал. 6:5).
14. Сӑваплӑ ӗҫе ирӗклӗн тума майсем сахал пулнӑ ҫӗршыва эсӗ сахал е нумай вӑхӑтлӑха каятӑн пулсан, мӗн-мӗн туни кирлӗ?
14 Сӑваплӑ ӗҫе ирӗклӗн тума майсем сахал пулнӑ ҫӗршывсем. Хӑш-пӗр ҫӗршывра христиан тӑвансен питӗ асӑрхануллӑ пулмалла (Матф. 10:16). Ҫакӑн пек ҫӗршывсене сахал е нумай вӑхӑтлӑха каякан хыпарҫӑсем хамӑрӑн ӗҫ-хӗл ҫине вырӑнсӑр, ҫакна юри тумасӑрах, тимлеттерсе вырӑнти тӑвансемшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултараҫҫӗ. Эсӗ ҫакӑн пек ҫӗршыва куҫса каяс тетӗн пулсан малтан пухӑвӑн старейшинисем урлӑ хӑвӑр филиала ҫыру яр.
15. Куҫса кайма пултарайманнисен сӑваплӑ ӗҫре ытларах тумашкӑн мӗнле майсем пур?
15 Эсӗ куҫса кайма пултараймастӑн пулсан. Лару-тӑрӑву сана куҫса кайма памасть пулсан — ан пӑшӑрхан. Тен, сан умӑнта урӑх «пысӑк алӑк, сарлака алӑк» уҫӑлӗ (1 Кор. 16:8, 9). Район надзирателӗ сана эсӗ ниҫта тухса каймасӑрах ӑҫта пулӑшма пултарнине калӗ. Эсӗ, тен, ют чӗлхепе иртекен юнашар пухӑва е ушкӑна, е тата хӑвӑн пухӑвнах пулӑшма пултаратӑн. Лару-тӑрӑву хуть мӗнле пулсан та, чи кирли — Иеговӑна пӗтӗм чунтан пуҫҫапни (Кол. 3:23).
16. Хыпарҫӑсем ҫитмен ҫӗре куҫса каяс текенсемпе хамӑра мӗнле тытмалла?
16 Ырӑ хыпар сарма куҫса каяс кӑмӑллӑ, Турӑпа ҫывӑх хутшӑнура тӑракан христиана эсӗ пӗлетӗн-и? Ӑна пулӑшма тата хавхалантарма тӑрӑш! Павел Сирири Антиохирен кайнӑ чухне, вӑл Рим империйӗнче пысӑкӑшпе виҫҫӗмӗш пулнӑ (Рим тата Александрия хыҫҫӑн). Антиохири ҫакӑн пек пысӑк территориллӗ пухӑва Павел пулӑшни кирлӗ пулма пултарнӑ. Тӑвансем уншӑн питӗ тунсӑхланӑ пулӗ. Анчах та Библире вӗсем Павела юлма ӳкӗтлени ҫинчен каламан. Хӑйсен пухӑвӗ ҫинчен кӑна шухӑшлас вырӑнне, вӗсем «хир — тӗнче» пулнине асра тытнӑ (Матф. 13:38).
17. «Македоние» пыма чӗнни пирки мӗншӗн шухӑшласа пӑхмалла?
17 Македоние пыма чӗннине йышӑнсан Павел тата унпа пӗрле пулнисем нумай пиллӗх илнӗ. Македонири Филиппы хулинче пулнӑ чухне вӗсем Лидийӑна тӗл пулнӑ, Иегова «унӑн чӗрине уҫса, Павел мӗн каланине ӑнланмалла тунӑ» (Ап. ӗҫ. 16:14). Лидия тата унӑн килӗнчисем шыва кӗрсен Павел тата пӗрле ӗҫлекенӗсем мӗн тери савӑнни ҫинчен шухӑшласа пӑх! Нумай ҫӗршывра, пирӗн ҫӗршыври пекех, ҫавӑн пек ырӑ чӗреллӗ, Патшалӑх хыпарне нихӑҫан та илтмен ҫынсем пур. Эсӗ, сӑнарлӑ каласан, «Македоние» куҫсан, ҫавӑн пек ҫынсене тупса, вӗсене пулӑшса савӑнӑҫ илме пултарӑн.
[5-мӗш страницӑри ҫырса хуни]
Эсӗ куҫма шутланӑ вырӑнта е ҫӗршывра пулӑшу кирлӗ-и, ҫавна мӗнле пӗлмелле?
• «Ежегоднике» пӑх. Мӗн чухлӗ ҫын пурӑннине хыпарҫӑсен шучӗпе танлаштар.
• «Индекспа» усӑ курса статьясене тата ҫав ҫӗршыври тӗслӗхсене тӗпче.
• Ҫав ҫӗршывра пулнӑ е пурӑннӑ хыпарҫӑсемпе калаҫса пӑх.
• Эсӗ хӑвӑн чӗлхӳпе ырӑ хыпар сарма май пулнӑ ҫӗршыва куҫса кайма хатӗрленетӗн пулсан, ытти источниксенчен, сӑмахран Интернетран, унта миҫе ҫын ҫав чӗлхепе калаҫнине пӗл.
• Хӑвӑн ҫӗршывунти вырӑна куҫма шутларӑн пулсан, пухӑвӑн секретарӗнчен хыпарҫӑсем ҫитмен хуласен списокне ил, унтан вара ҫав вырӑна вӑхӑтлӑха куҫса кайса е унта ырӑ хыпар сарнӑ тӑвансемпе калаҫса ҫав территори ҫинчен нумайрах пӗл.