Иеговӑран вӗренес тесе пур майпа та усӑ куратӑн-и?
1. Иегова пӗлӳ ҫине мӗнле пӑхать?
1 Иегова, пирӗн «Аслӑ Вӗрентекен», пире пӗлӳ парасшӑн (Ис. 30:20, ҪТ). Турӑ хӑйӗн малтанхи Ывӑлне пултарсан вӗрентме пуҫланӑ (Иоанн 8:28). Адам пӑлхав ҫӗкленӗ хыҫҫӑн та Иегова вӗрентме пӑрахман, вӑл ҫитменлӗхлӗ ҫынсене юратса ертсе пырать (Ис. 48:17, 18; 2 Тим. 3:14, 15).
2. Мӗнле вӗренӳ программи халь пырать?
2 Паян Иегова историнче нихӑҫан пулман чи аслӑ вӗренӳ программине ертсе пырать. Исаия пророкла каланӑ пекех пӗтӗм тӗнчипе миллион-миллион ҫын «Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн тӑвӗ» патне килеҫҫӗ (Ис. 2:2). Мӗнле тӗллевпе? Туррӑн ҫулӗсене вӗренме, урӑхла каласан Иеговӑран хӑйӗнчен вӗренме (Ис. 2:3). Иегова Свидетелӗсем 2010 сӑваплӑ ӗҫӗн ҫулӗнче ырӑ хыпар пӗлтерме тата ҫынсене Библири чӑнлӑха вӗрентме 1,6 миллиард ытла сехет уйӑрнӑ. Унсӑр пуҫне пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе 105 000 ытла пухура кашни эрнере Библи тӑрӑх вӗрентеҫҫӗ, Библи ҫинче никӗсленнӗ вӗренме пулӑшакан публикацисене шанчӑклӑ та ӑслӑ чура 500 ытла чӗлхепе кӑларса тӑрать.
3. Турӑ вӗрентсе тӑни сана мӗнле усӑ панӑ?
3 Малалла та вӗренӗр. Турӑ вӗрентсе тӑни мӗн тери нумай усӑ панӑ пире! Эпир Туррӑн ячӗ пуррине тата вӑл пирӗншӗн тӑрӑшнине пӗлтӗмӗр (Пс. 82:19; 1 Петр 5:6, 7). Эпир пурнӑҫри чи кирлӗ ыйтусен хуравӗсене тупрӑмӑр: ҫынсем мӗншӗн хӗн-асап тӳсеҫҫӗ тата вилеҫҫӗ? Чӑн-чӑн телее мӗнле тупмалла? Пурнӑҫӑн тӗллевӗ мӗнре? Иегова ҫавӑн пекех пире нравственность тӗлӗшӗнчен нормӑсем панӑ, ҫавна пула эпир хамӑрӑн пурнӑҫра ӑнӑҫлӑ пулма пултаратпӑр (Иис. Н. 1:8).
4. Иегова вӗренмешкӗн мӗнле майсем парать тата мӗншӗн пирӗн вӗсемпе туллин усӑ курмалла?
4 Унсӑр пуҫне Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсем сӑваплӑ ӗҫре ытларах тума пултарччӑр тесе уйрӑм вӗренӳ палӑртса хунӑ. 4—6-мӗш страницӑсенче вӗренмелли тӗрлӗ мая кӑтартса панӑ. Вӗсенчен хӑш-пӗринпе лару-тӑру усӑ курма памасть пулсан та, пирӗн хӑшӗнпе усӑ курма май пур, ҫавӑнпа эпир туллин усӑ куратпӑр-и? Час-часах учительсем тата ытти ҫынсем аслӑ пӗлӳ илме хистенипе тӗл пулакан пухури ҫамрӑк тӑвансене эпир Турӑшӑн ӗҫлессипе ҫыхӑннӑ тӗллевсем патне ӑнтӑлма тата Турӑ паракан чи аслӑ пӗлӗве илме хавхалантаратпӑр-и? Иеговӑран вӗренмелли ҫак пур майсемпе усӑ курса эпир паянах телейлӗ пурнӑҫпа пурӑнӑпӑр, ҫавӑн пекех пирӗн ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанчӑк пулӗ (Пс. 118:105; Иоанн 17:3).
Иеговӑн организацийӗ паракан хӑш-пӗр вӗренӳ программисем
Вулама-ҫырма вӗренмелли курссем
• Тӗллевӗ. Ҫынсем Библие хӑйсем тӗллӗн вӗренме тата чӑнлӑх ҫинчен ыттисене вӗрентме пултарччӑр тесе вулама тата ҫырма вӗрентесси.
• Мӗн вӑхӑт пырать. Мӗн чухлӗ кирлӗ, ҫавӑнтан килет.
• Ӑҫта иртет. Вырӑнти Турӑ Патшалӑхӗн Залӗнче.
• Кам вӗренме пултарать. Пур хыпарҫӑ тата чӑнлӑхпа интересленекенсем.
• Ҫав пӗлӗве мӗнле илмелле. Ҫырма-вулама вӗренесси кирлӗ чухне пухури старейшинӑсем ҫавӑн пек курссене йӗркелеҫҫӗ те кама ҫакӑ кирлӗ, ҫавсене пурне те чӗнеҫҫӗ.
Теократи ӗҫӗн шкулӗ
• Тӗллевӗ. Хыпарҫӑсене ырӑ хыпар сарас тата вӗрентес тӗлӗшрен ӑсталӑха ӳстерме пулӑшасси.
• Мӗн вӑхӑт пырать. Пӗрмаях.
• Ӑҫта иртет. Вырӑнти Турӑ Патшалӑхӗн Залӗнче.
• Кам вӗренме пултарать. Пур хыпарҫӑ та. Ҫавӑн пекех кам пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене яланах ҫӳрет, Библири вӗрентӳсене йышӑнать тата христиансен принципӗсем тӑрӑх пурӑнать, ҫавсем те вӗренме пултараҫҫӗ.
• Ҫав пӗлӗве мӗнле илмелле. Теократи ӗҫӗн шкулӗн надзирателӗ патне пымалла.
Ют чӗлхе вӗренмелли курссем
• Тӗллевӗ. Хыпарҫӑсене ырӑ хыпара урӑх чӗлхепе пӗлтерме вӗрентесси.
• Мӗн вӑхӑт пырать. Тӑват-пилӗк уйӑх. Занятисем ытларах чухне шӑмат кун ирхине иртеҫҫӗ тата пӗр-икӗ сехет пыраҫҫӗ.
• Ӑҫта иртет. Ытларах чухне вырӑнти Турӑ Патшалӑх Залӗсенчен пӗринче.
• Кам вӗренме пултарать. Урӑх чӗлхепе ырӑ хыпар пӗлтерес кӑмӑллӑ лайӑх тӗслӗх кӑтартакан хыпарҫӑсем.
• Ҫав пӗлӗве мӗнле илмелле. Кирлӗ пулсан филиал курссем йӗркелет.
Турӑ Патшалӑх Залӗсене тӑвасси
• Тӗллевӗ. Турӑ Патшалӑх Залӗсене тӑвасси тата юсасси. Ҫакӑ шкул мар, анчах та ҫак программӑна пула хӑйсен ирӗкӗпе ӗҫлекенсем ҫурт тумалли тӗрлӗ ӑсталӑха илеҫҫӗ.
• Мӗн вӑхӑт пырать. Хӑйӗн ирӗкӗпе ӗҫлекенӗн лару-тӑрӑвӗнчен килет.
• Вырӑнӗ. Регионти строительство комитечӗ пӑхса тӑракан территори. Хӑйсен ирӗкӗпе ӗҫлекенсенчен хӑшӗ-пӗрисене инкек пулса иртнӗ аякри вырӑнсене те юсас-ҫӗнетес ӗҫсене хутшӑнма чӗнме пултараҫҫӗ.
• Требованисем. Старейшинӑсен совечӗ ырланӑ шыва кӗнӗ христиан тӑвансем. Ятарлӑ ӑсталӑх кирлех мар.
• Ҫав пӗлӗве мӗнле илмелле. «Заявление на служение добровольцем программы строительства Залов Царства» (А-25) анкетӑна ҫырса тултармалла, ӑна пухури старейшинӑран илме пулать.
Пионерсен шкулӗ
• Тӗллевӗ. Пионерсене хӑйсен «ӗҫне туллин туса» тӑма пулӑшасси (2 Тим. 4:5).
• Мӗн вӑхӑт пырать. Икӗ эрне.
• Ӑҫта иртет. Филиал палӑртать; ытларах чухне Турӑ Патшалӑх Залӗсенчен пӗринче.
• Требованисем. Пӗр ҫултан кая мар тулли пионер пулса ӗҫлемелле.
• Ҫав пӗлӗве мӗнле илмелле. Пионерсене район надзирателӗ чӗнет.
Вефильте ӗҫлеме пуҫланисем валли йӗркеленӗ шкул
• Тӗллевӗ. Ҫӗнӗ вефилецсене хӑйсен ӗҫне ӑнӑҫлӑ туса тӑма пулӑшасси.
• Мӗн вӑхӑт пырать. 16 эрне хушши, эрнере пӗр сехет.
• Ӑҫта иртет. Вефильте.
• Требованисем. Вефильте пӗрмаях е вӑхӑтлӑх (пӗр е ытларах ҫул) ӗҫлекен пулмалла.
• Ҫав пӗлӗве мӗнле илмелле. Вефиль ҫемйинчисене чӗнеҫҫӗ.
Сӑваплӑ ӗҫӗн шкулӗ
• Тӗллевӗ. Старейшинӑсемпе пулӑшакан ӗҫченсене организацири тӗрлгӗ тивӗҫлӗхсене тата лайӑхрах туса тӑма вӗрентесси (Ап. ӗҫ. 20:28). Шкул Ертсе пыракан совет йышӑнӑвӗ тӑрӑх темиҫе ҫулта пӗр хут иртет.
• Мӗн вӑхӑт пырать. Шкул юлашки ҫулсенче старейшинӑсем валли кун ҫурӑ, пулӑшакан ӗҫченсем валли пӗр кун пырать.
• Ӑҫта иртет. Ытларах чухне Турӑ Патшалӑх Залӗсенчен пӗринче е Конгресс Залӗнче.
• Требованисем. Старейшина е пулӑшакан ӗҫчен пулмалла.
• Ҫав пӗлӗве мӗнле илмелле. Старейшинӑсемпе пулӑшакан ӗҫченсене район надзирателӗ чӗнет.
Пухури старейшинӑсем валли йӗркеленӗ шкулa
• Тӗллевӗ. Старейшинӑсене пухури тивӗҫлӗхсене пурнӑҫласа тӑма пулӑшасси.
• Мӗн вӑхӑт пырать. Пилӗк кун.
• Ӑҫта иртет. Филиал палӑртать; ытларах чухне Турӑ Патшалӑх Залӗсенчен пӗринче е Конгресс Залӗнче.
• Требованисем. Ҫак тӑванӑн старейшина пулмалла.
• Ҫав пӗлӗве мӗнле илмелле. Старейшинӑсене филиал чӗнет.
Ҫул ҫӳрекен надзирательсемпе вӗсен арӑмӗсем валли йӗркеленӗ шкулb
• Тӗллевӗ. Район тата область надзирателӗсене пухусене ытларах усӑ пама ӑсталӑха ӳстерме, «сӑмахпа каласа тӑрӑшса вӗрент[ме]», ҫавӑн пекех кӗтӳҫӗ ӗҫне туса тӑма пулӑшасси (1 Тим. 5:17; 1 Петр 5:2, 3).
• Мӗн вӑхӑт пырать. Икӗ уйӑх.
• Ӑҫта иртет. Филиал палӑртать.
• Требованисем. Район е область надзирателӗ пулмалла.
• Ҫав пӗлӗве мӗнле илмелле. Ҫулҫӳрев надзирателӗсене тата вӗсен арӑмӗсене филиал чӗнет.
Авланман тӑвансем валли йӗркеленӗ Библи шкулӗc
• Тӗллевӗ. Авланман старейшинӑсемпе пулӑшакан ӗҫченсене хушма тивӗҫлӗхсене пурнӑҫлама хатӗрлесси. Вӗренсе тухнисенчен чылайӑшне хӑйсен ҫӗршывӗнчи пулӑшу кирлӗ вырӑнсене яраҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗрисене, вӗсем куҫса кайма хатӗр пулсан, урӑх ҫӗршыва яраҫҫӗ.
• Мӗн вӑхӑт пырать. Икӗ уйӑх.
• Ӑҫта иртет. Филиал палӑртать; ытларах чухне Турӑ Патшалӑх Залӗнче е Конгресс Залӗнче.
• Требованисем. Лайӑх сывлӑхлӑ, христиан тӑвансене пулӑшас тата Турӑ Патшалӑх ӗҫӗсене тума пулӑшу кирлӗ ҫӗрте ӗҫлес кӑмӑллӑ, 23—62 ҫулсенчи авланман старейшинӑсемпе пулӑшакан ӗҫченсем (Марк 10:29, 30). Вӗсен хӑйсен тивӗҫлӗхӗсене юлашки икӗ ҫул хушшинче хӑвармасӑр туса тӑнӑ тӑвансем пулмалла.
• Ҫав пӗлӗве мӗнле илмелле. Ҫак шкул сирӗн филиал территорийӗнче иртет пулсан район конгресӗнче унта вӗренес текенсем валли тӗлпулу ирттереҫҫӗ. Хушма информацие ҫав тӗлпулура параҫҫӗ.
Мӑшӑрсем валли йӗркеленӗ Библи шкулӗd
• Тӗллевӗ. Мӑшӑрсене Иеговӑна тата унӑн организацине ытларах усӑ кӳме пулӑшакан пӗлӗве парасси. Вӗренсе тухнисенчен чылайӑшне хӑйсен ҫӗршывӗнчи пулӑшу кирлӗ вырӑнсене яраҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗрисене, вӗсем куҫса кайма хатӗр пулсан, урӑх ҫӗршыва яраҫҫӗ.
• Мӗн вӑхӑт пырать. Икӗ уйӑх.
• Ӑҫта иртет. Паттерсонти Хурал Башнин Вӗренӳ центрӗнче (Нью-Йорк, АПШ) темиҫе класс вӗренеҫҫӗ ӗнтӗ. Малашне ҫак шкул ӑҫта иртессине филиал палӑртать; тен, Конгресс Залӗнче е Турӑ Патшалӑх Залӗнче.
• Требованисем. Кама лару-тӑрӑвӗ пулӑшу кирлӗ ҫӗрте ырӑ хыпар пӗлтерме май парать, ҫавӑн пек 25—50 ҫулсенчи лайӑх сывлӑхлӑ мӑшӑрсем. Вӗсен Исаия 6:8-мӗшӗнчи пек кӑмӑл-туйӑм пулмалла, унта ҫырнӑ: «Кунтах эпӗ, мана яр». Унсӑр пуҫне вӗсем мӑшӑрланнӑранпа икӗ ҫул ытла иртмелле тата вӗсен икӗ ҫултан кая мар тулли вӑхӑтпа ӗҫлекенсем пулмалла.
• Ҫав пӗлӗве мӗнле илмелле. Ҫак шкул сирӗн филиал территорийӗнче иртет пулсан ятарлӑ пӗр кунлӑх конгресра унта вӗренес текенсем валли тӗлпулу ирттереҫҫӗ. Хушма информацие ҫав тӗлпулура параҫҫӗ.
Хурал Башнин Библи шкулӗ Галаад
• Тӗллевӗ. Пионерсене тата тулли вӑхӑтпа ӗҫлекен ытти тӑвансене миссионер пулса ӗҫлеме хатӗрлесси.
• Мӗн вӑхӑт пырать. Пилӗк уйӑх.
• Ӑҫта иртет. Паттерсонти Хурал Башнин Вӗренӳ центрӗнче (Нью-Йорк, АПШ).
• Требованисем. Мӑшӑрсем шыва кӗнӗ хыҫҫӑн виҫӗ ҫул ытла иртмелле, пӗрремӗш хут заявлени панӑ чухне вӗсен 21—38 ҫулсенче пулмалла. Вӗсен акӑлчан чӗлхипе калаҫмалла, вӗсем мӑшӑрланнӑранпа икӗ ҫул иртмелле тата икӗ ҫултан кая мар вӗсен тулли вӑхӑтпа ӗҫлекенсем пулмалла. Вӗсен лайӑх сывлӑх пулмалла. Ют ҫӗршывра пионер пулса ӗҫлекенсем (вӗсен шутӗнче миссионер статусӗ пуррисем); ҫулҫӳрев надзирателӗсем; Вефильте ӗҫлекенсем тата Сӑваплӑ ӗҫе лайӑхлатма пулӑшакан шкулта, авланман тӑвансем валли йӗркеленӗ Библи шкулӗнче тата мӑшӑрсем валли йӗркеленӗ Библи шкулӗнче вӗренсе тухнисем те, требованисемпе килӗшӳллӗн пурӑнаҫҫӗ пулсан, заявлени пама пултараҫҫӗ.
• Ҫав пӗлӗве мӗнле илмелле. Ҫак шкулта кам вӗренесшӗн, ҫавсем валли хӑш-пӗр филиалсем область конгресӗсенче тӗлпулу хатӗрлеҫҫӗ. Ҫак тӗлпулура хушма информаци параҫҫӗ. Эсир пурӑнакан вырӑнта область конгресӗнче ҫакӑн пек тӗлпулусем ирттермеҫҫӗ пулсан, хушма информаци илес тесе хӑвӑр филиала ҫырса яма пулать.
Филиал комитетӗнче ӗҫлекенсемпе вӗсен арӑмӗсем валли хатӗрленӗ шкул
• Тӗллевӗ. Комитетра ӗҫлекенсене Вефильти хӑйсен тивӗҫлӗхӗсене лайӑхрах туса тӑма, пухусенче ыйтусене мӗнле татса памаллине кӑтартса тӑма, филиал пӑхса тӑракан теократи районӗсемпе облаҫӗсене, Вефильти тӗрлӗ отделсене ертсе пыма, ҫавӑн пекех публикацисене куҫарассипе, пичетлессипе тата ярса парассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене туса тӑма пулӑшасси (Лука 12:48ӑ).
• Мӗн вӑхӑт пырать. Икӗ уйӑх.
• Ӑҫта иртет. Паттерсонти Хурал Башнин Вӗренӳ центрӗнче (Нью-Йорк, АПШ).
• Требованисем. Филиал комитетӗнче е ҫӗршыв комитетӗнче ӗҫлекенсем, ҫавӑн пекех кама ҫав комитетра ӗҫлеме палӑртӗҫ, ҫавсем.
• Ҫав пӗлӗве мӗнле илмелле. Арҫын тӑвансемпе вӗсен арӑмӗсене Ертсе пыракан совет чӗнет.
[Сноскӑсем]
a Хальлӗхе ҫак шкул пур ҫӗршывра та иртмест.
b Хальлӗхе ҫак шкул пур ҫӗршывра та иртмест.
c Хальлӗхе ҫак шкул пур ҫӗршывра та иртмест.
d Хальлӗхе ҫак шкул пур ҫӗршывра та иртмест.