Калаҫӑва пуҫламалли майсем
Февралӗн пӗрремӗш шӑматкунӗнче Библи вӗренӗвӗ ҫапла пуҫлама пулать: «Нумай ҫын тӗнчери мӗнпур усаллӑх Шуйттанран тухса тӑрать тесе шутлать. Вӗсем ыйтаҫҫӗ: „Шуйттанӗ ӑҫтан тухнӑ? Ӑна Турӑ тунӑ-и?“ Эсир мӗнле шухӑшлатӑр? [Хурава итле.] Ҫакӑнта мӗн ҫырнине пӑхӑр-ха». Ҫынна «Чему нас учит жизнь Моисея» брошюрӑна пар, хыҫалти хуплашки ҫинчи статья ҫине тимлеттер те пӗрремӗш подзаголовока тата Библири пӗр сӑвӑ йӗркине те пулин унпа сӳтсе яв. Брошюрӑсене сӗн те тепӗр ыйтӑва сӳтсе явмашкӑн тӗл пулма калаҫса татӑл.
«Чему нас учит жизнь Моисея» брошюра. «Эсир пӗр ҫын пирки мӗн шухӑшланине эпир пӗлесшӗнччӗ, ӑна христиансем, еврейсем тата мусульмансем хисеплеҫҫӗ. Ку вӑл — Моисей. Унӑн ятне илтсен сире мӗн аса килет? [Хурава итле.] Вӑл йӑнӑшсем тунӑ пулсан та, ун ҫинчен Библире каланине палӑртмалла. [Саккуна астутарни 34:10—12 вуласа пар.] Ҫак брошюрӑра унӑн виҫӗ паха енне тата ун евӗрлӗ пулас тесен пирӗн мӗн тумаллине сӳтсе явнӑ».
«Иммигранты: мечты и реальность» брошюра. «Пирӗн вӑхӑтра нумайӑшӗ хӑйӗн пурнӑҫне лайӑхлатас шанчӑкпа урӑх ҫӗршыва пурӑнма куҫса каять. Эсир мӗнле шутлатӑр, вӗсем хӑйсем мӗн шыранине яланах тупаҫҫӗ-ши? [Хурава итле.] Пурӑнма куҫса кайни унччен те пулнӑ. Библин пӗрремӗш кӗнекинче ҫырса панӑ ҫак тӗслӗх ҫине пӑхӑр-ха. [Пултарни 46:5, 6 вуласа пар.] Ку брошюрӑра ҫак ыйтусене сӳтсе явнӑ». Пӗрле калаҫакана пӗрремӗш статья вӗҫӗнче илсе панӑ ыйтусене кӑтарт.