Ҫамрӑк арҫын тӑвансем, эсир пухури тивӗҫлӗхсене илме тӑрӑшатӑр-и?
1. Ҫамрӑк арҫын тӑванӑн 1 Тимофей 3:1-мӗшӗнчи канашпа хӑҫан усӑ курма пуҫламалла?
1 «Кам... тивӗҫлӗх илесшӗн, вӑл ырӑ ӗҫ тӑвасшӑн» (1 Тим. 3:1, ҪТ). Турӑ пӗлтернипе ҫырнӑ ҫак сӑмахсем тӑвансене пухура чыслӑ тивӗҫлӗхсене туса тӑма юрӑхлӑ пулма хавхалантараҫҫӗ. Ҫакна тума ҫитӗнсе ҫитнӗ арҫын пулмалла-и? Тӗрӗссипе, ҫамрӑк чухнех ҫав тӗлӗшрен тӑрӑшни кирлӗ. Ҫапла вара, ҫитӗнерехпе эсӗ кирлӗ пӗлӳ илӗн те пулӑшакан ӗҫчен пулма юрӑхлине кӑтартӑн (1 Тим. 3:10). Эсӗ шыва кӗнӗ ҫамрӑк арҫын тӑван пулсан, тивӗҫлӗхсем илме мӗнле тӑрӑшма пултаратӑн?
2. Хӑвна шеллемесӗр ыттисемшӗн тӑрӑшас кӑмӑла мӗнле аталантармалла тата мӗнле кӑтартмалла?
2 Хӑвна шеллемесӗр ыттисемшӗн тӑрӑшни. Ҫакна асра тыт: эсӗ хисеплӗ ят илессишӗн мар, ырӑ ӗҫ тӑвассишӗн тӑрӑшатӑн. Ҫавӑнпа пухури тӑвансене пулӑшас кӑмӑла аталантар. Ҫав тӗлӗшрен Иисусӑн лайӑх тӗслӗхӗ ҫинчен шухӑшлани пулӑшать (Матф. 20:28; Иоанн 4:6, 7; 13:4, 5). Ыттисемпе чунтан интересленме вӗренес тесе Иеговӑран пулӑшу ыйт (1 Кор. 10:24). Пухури ватӑ е япӑх сывлӑхлӑ тӑвансене ӗҫпе пулӑшма пултараятӑн-и? Турӑ Патшалӑхӗн залӗ таврашӗнче курӑка касмалла, юр тасатмалла е ытти ӗҫсене тумалла пулсан, эсӗ пулӑшма хатӗр-и? Теократи ӗҫӗн шкулӗнче кӗтмен ҫӗртен задани тумалла пулчӗ пулсан, эсӗ хатӗр-и? Ыттисемшӗн тӑрӑшни сана савӑнӑҫ кӳрӗ (Ап. ӗҫ. 20:35).
3. Япаласем ҫине Иегова пек пӑхни мӗншӗн кирлӗ тата ҫавна мӗнле аталантармалла?
3 Пур япала ҫине те Иегова пек пӑхма тӑрӑшни. Пухура пулӑшакан ӗҫчен тивӗҫлӗхӗсене туса тӑма талантлӑ тата пултаруллӑ пулнинчен ытларах япаласем ҫине Иегова пек пӑхни кирлӗ (1 Кор. 2:15, 16). Вӑл «сывлӑш ҫимӗҫне» кӑтартать (Гал. 5:22, 23, ҪТ). Вӑл ырӑ хыпара хастарлӑн пӗлтерсе пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхӗшӗн тӑрӑшать (Матф. 6:33). Турра юрӑхлӑ енсене аталантарма Библие харпӑр хӑй тӗллӗн вӗренмелли лайӑх график пулӑшать. Ҫавӑн шутне кашни кун Библи тата брошюрӑсен ҫӗнӗ кӑларӑмӗсене пурне те вулани кӗрет. Унсӑр пуҫне пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене хатӗрленмелле, ҫӳремелле (Пс. 1:1, 2; Евр. 10:24, 25). Ҫамрӑк Тимофее сӑваплӑ ӗҫре ҫитӗнӳсем тума хавхалантарса Павел ҫырнӑ: «ху вӗрентнине те асӑрха... ялан ҫавӑн ҫинче тӑр» (1 Тим. 4:15, 16, ҪС). Теократи ӗҫӗн шкулӗнче панӑ заданисене лайӑх тума тӑрӑш. Ырӑ хыпар сарма каяс умӗн хатӗрлен тата ҫав ӗҫе ялан хутшӑн. Хӑвӑн умна Турӑшӑн ӗҫлессипе ҫыхӑннӑ тӗллевсем ларт тата вӗсене пурнӑҫлама тӑрӑш, ҫавсем шутне пионер пулса ӗҫлесси, Вефильте ӗҫлесси е Авланман тӑвансем валли йӗркеленӗ Библи шкулӗнче вӗренесси кӗрет. Турӑшӑн ӗҫлессине пурнӑҫра мала хуни «ҫамрӑк кӑмӑл хыҫҫӑн каяссинчен» пӑрӑнма пулӑшӗ (2 Тим. 2:22).
4. Мӗншӗн шанчӑклӑх питӗ кирлӗ ен?
4 Шанчӑклӑх. Пӗрремӗш ӗмӗрте пулӑшу кирлӗ христиансене апат-ҫимӗҫ валеҫсе паракансем «пурте хисеплекен», хӑйсем шанчӑклӑ пулнине кӑтартнӑ, арҫын тӑвансем пулнӑ, ҫавӑнпа апостолсем ҫав ӗҫ пирки пӑшӑрханмасан та пултарнӑ. Ҫакӑ вӗсене ытти кирлӗ ӗҫсене тума ытларах вӑхӑт уйӑрма май панӑ (Ап. ӗҫ. 6:1—4). Сана пухура ӗҫ шанса пачӗҫ пулсан, ҫав ӗҫе май пур таран лайӑхрах тума тӑрӑш. Нойран тӗслӗх ил, вӑл карап тӑвассипе ҫыхӑннӑ хушусене пӗтӗмпех тытса тӑнӑ (Пулт. 6:22). Шанчӑклӑха Иегова питӗ хаклать тата ҫак ен пурри ҫын Турра юрӑхлӑ енсене аталантарнине кӑтартать (1 Кор. 4:2; «Вӗрентни мӗнле усӑ парать» рамкӑна пӑх).
5. Ҫамрӑк арҫын тӑвансен тивӗҫлӗхсем илме мӗншӗн тӑрӑшмалла?
5 Унччен пророкла каласа хунӑ пекех Иегова пухас ӗҫе хӑвӑртлатать (Ис. 60:22). Вӑтамран илсен, кашни ҫул 250 000 ҫын шыва кӗрет. Ҫакӑн пек нумай ҫын чӑнлӑх ҫулӗ ҫине тӑнине пула пухури тивӗҫлӗхсене туса тӑма Турра юрӑхлӑ енсене аталантарнӑ арҫын тӑвансем кирлӗ. Халӗ Иеговӑн ӗҫӗнче нихӑҫанхинчен те ытларах вӑй хумалла (1 Кор. 15:58). Ҫамрӑк арҫын тӑвансем, эсир тивӗҫлӗхсем илме тӑрӑшатӑр-и? Ҫапла пулсан, эсир чӑннипех ырӑ ӗҫ тӑвасшӑн!
[2-мӗш страницӑри вставка]
Нумай ҫын чӑнлӑх ҫулӗ ҫине тӑнине пула пухури тивӗҫлӗхсене туса тӑма Турра юрӑхлӑ енсене аталантарнӑ арҫын тӑвансем кирлӗ
[3-мӗш страницӑри рамка]
Вӗрентни мӗнле усӑ парать
Старейшинӑсем юрӑхлӑ ҫамрӑк арҫын тӑвансене вӗрентни тата ӗҫсем хушни вӗсене питӗ пысӑк усӑ парать. Пӗррехинче пуху хыҫҫӑн район надзирателӗ сцена ҫинче хыпарҫӑна хавхалантарса ларнӑ. Вӑл юнашар тӑракан арҫын ачана асӑрханӑ та вӑл калаҫасшӑн кӗтсе тӑрать-и тесе ыйтнӑ. Ҫамрӑк тӑван хӑйне кашни тӗлпулу хыҫҫӑн сценӑна пылесоспа тасатма ӗҫ шанса пани ҫинчен каланӑ. Унӑн ашшӗпе амӑшӗ килне кайма пуҫтарӑннӑ пулнӑ ӗнтӗ, анчах вӑл хӑйне шанса панӑ ӗҫе тумасӑр каясшӑн пулман. Район надзирателӗ хаваспах сцена ҫинчен кайнӑ. Вӑл каланӑ: «Ҫав пухури старейшинӑсем юрӑхлӑ ҫамрӑк арҫын тӑвансене тӗрлӗрен ӗҫсем шанса парса яланах вӗрентме тӑрӑшнӑ. Ҫавӑнпа эпӗ вӗсен пухӑвне килсен вӗсем час-часах ҫамрӑк арҫын тӑвансене пулӑшакан ӗҫчен тивӗҫне илме юрӑхлӑ пулни ҫинчен мана пӗлтеретчӗҫ».