Калаҫӑва пуҫламалли майсем
Августӑн пӗрремӗш шӑматкунӗнче Библи вӗренӗвӗ ҫапла пуҫлама пулать: «Вӑхӑтран вӑхӑта ҫынсем пурте тенӗ пекех Турра кӗлтӑваҫҫӗ. Атеистсем те инкеке лексен Унран пулӑшу ыйтаҫҫӗ. Эсир мӗнле шутлатӑр, Турӑ пур кӗлӗсене те итлет-и? [Хурава итле.] Ҫакӑнта мӗн каланине асӑрхаса пӑхӑр-ха». «Правда о порнографии» брошюрӑри юлашки страницӑна кӑтарт та пӗрремӗш ыйту хыҫҫӑнхи материала тата Библирен илсе панӑ сӑвӑ йӗркисенчен пӗрне те пулин сӳтсе яв. Брошюрӑсене сӗн те тепӗр ыйтӑва сӳтсе явмашкӑн тӗл пулма калаҫса татӑл.
Асӑрхаттару: ҫак сӗнӳпе мӗнле усӑ курмаллине августӑн 3-мӗшӗнче ырӑ хыпар сармалли тӗлпулура кӑтартмалла.
«Правда о порнографии» брошюра. Порнографи питӗ анлӑ сарӑлни нумайӑшне пӑшӑрхантарать. Анчах та, теприсен шучӗпе, ҫакӑнта ним япӑххи те ҫук. Эсир вара мӗнле шутлатӑр? [Хурава итле.] Иисусӑн сӑмахӗсем тӑрӑх, ырӑпа усала уйӑрса илме вӗренес тесен пирӗн ҫимӗҫсем ҫине, е ҫав ӗҫсем мӗн патне илсе ҫитересси ҫине, пӑхмалла. [Матфей 7:17 вуласа пар.] Ҫак брошюрӑра порнографи мӗн патне илсе ҫитерни пирки сӳтсе явнӑ. Унта ҫавӑн пекех порнографи пӑхма мӗнле пӑрахмалли пирки канашсем пур».
«Как долго вы можете жить?» брошюра. «Ҫынсенчен нумайӑшӗ май пур таран ытларах пурӑнасшӑн. Эсир мӗнле шутлатӑр, наука ҫитӗнӗвӗсене пула хӑҫан та пулин эпир ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултарӑпӑр-и? [Хурава итле.] Ҫак кӑмӑла ҫӗклекен сӑмахсене асӑрхаса пӑхӑр-ха. [1 Коринф 15:26 вуласа пар.] Анчах Турӑ ҫакна мӗнле тӑвӗ-ши — наука пулӑшнипе е урӑх майпа? Тата мӗншӗн эпир халӗ ватӑлатпӑр та вилетпӗр? Ҫак брошюрӑран эсир Библи ҫакӑн пирки мӗн каланине пӗлме пултаратӑр».