Пророксенчен тӗслӗх илӗр. Осия
1. Эсӗ хӑвна мӗнле ыйту панӑ пулӗ?
1 «Иеговӑшӑн эпӗ мӗн-мӗн хӑварма хатӗр?» Тен, эсӗ Туррӑн пысӑк ырӑлӑхӗпе хӗрхенӗвӗ ҫинчен шухӑшланӑ чухне хӑвна ҫак ыйтӑва панӑ (Пс. 102:2—4; 115:3). Осия Иегова мӗн тума хушнине, ҫакна тӑвас тесе унӑн мӗне те пулин хӑварма тивнӗ пулсан та, хатӗр пулсах тунӑ. Мӗнле майпа эпир Осия пророкран тӗслӗх илме пултаратпӑр?
2. Чарӑнмасӑр ырӑ хыпар пӗлтерсе тӑнӑ Осия пророкран мӗнле лайӑх тӗслӗх илме пултаратпӑр?
2 Йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне те ырӑ хыпар пӗлтерӗр. Осия пӗлтерекен хыпар чи малтан вунӑ йӑхран тӑракан Израиль патшалӑхӗнче пурӑнакансене пырса тивнӗ пулнӑ, ҫав патшалӑхра чӑн Турра пуҫҫапасси пӗтнӗпе пӗрех пулнӑ. II Иеровоам патша Иегова умӗнче усал ӗҫсем тунӑ тата пӑрӑва пуҫҫапассине (ҫакна I Иеровоам патша кӗртнӗ пулнӑ) ҫирӗплетнӗ (4 Патш. 14:23, 24). Ун хыҫҫӑн ертсе пынӑ патшасем те вунӑ йӑхран тӑракан Израиль патшалӑхӗнче, ӑна пирӗн эрӑчченхи 740 ҫулта тӗп тӑвиччен, суя турӑсене пуҫҫапассине вӑйлӑлатнӑ. Суя турӑсене пуҫҫапасси анлӑ сарӑлнӑ пулсан та, Осия Турӑшӑн сахалтан та 59 ҫул шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑнӑ. Ҫынсем ырӑ хыпара итлесшӗн пулманнине е хӗсӗрленине-хирӗҫленине пӑхмасӑрах эпир ҫулран ҫула ырӑ хыпар пӗлтерсе тӑма шут тытнӑ-и? (2 Тим. 4:2.)
3. Осия пурнӑҫӗ Иеговӑн хӗрхенӗвне мӗнле кӑтартса панӑ?
3 Иеговӑн хӗрхенӗвӗ ҫинчен шухӑшлӑр. Иегова Осия пророка каланӑ: «Кай та хӑвна валли аскӑн арӑм... ил» (Ос. 1:2). Унӑн арӑмӗ Гомерь ӑна ывӑл ача ҫуратса панӑ, анчах та каярах вӑл ют арҫынран икӗ ача ҫуратнӑ пулас. Осия каҫарма хатӗр пулни Иегова хӑйне пӑхӑнса тӑман Израиле, вӑл ӳкӗннине кура, мӗн тери хӗрхеннине кӑтартса парать (Ос. 3:1; Рим 9:22—26). Тӗрлӗ халӑхри ҫынсем Иеговӑн хӗрхенӗвӗ ҫинчен пӗлччӗр тесе эпир хамӑрӑн кӑмӑл-туйӑмсене улӑштарма е мӗне те пулин урӑххине хӑварма хатӗр-и? (1 Кор. 9:19—23.)
4. Иеговӑшӑн эпир мӗн-мӗн хӑварма пултаратпӑр?
4 Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑракансенчен хӑшӗ-пӗрисем сӑваплӑ ӗҫ валли ытларах вӑхӑт уйӑрас тесе ҫак тӗнчере карьера тӑвассине хӑварнӑ. Тепӗрисем, Турӑ Патшалӑхӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫсенче ытларах хутшӑнас тесе, мӑшӑрланмаҫҫӗ е ачасем ҫуратмаҫҫӗ. Осия пурнӑҫӗ ҫинчен шухӑшласа, тен, эсӗ ҫапла калӑн: «Эпӗ ун пек тума пултарайман пулӑттӑм». Анчах та эпир Иеговӑн ырӑлӑхне хаклатпӑр тата вӑл пире хӑйӗн святой сывлӑшӗпе ҫирӗплеттӗр тесе ӑна кӗлтӑватпӑр пулсан, эпир ӑна, Осия пекех, хамӑр шухӑшлама та пултарайман майпа хамӑрпа усӑ курма паратпӑр (Матф. 19:26; Флп. 2:13).