Пророксенчен тӗслӗх илӗр. Михей
1. Михей хӑйне мӗнле ыйту панӑ пулӗ тата вӑл хыпар пӗлтерсе ҫӳрени мӗншӗн кӑлӑхах пулман?
1 Ҫак усал тӗнче хӑҫан пӗтӗ-ши? Израильпе Иуда паташлӑхӗсене Иегова сут тӑвасси ҫинчен пӗлтернӗ чухне Михей пророк, тен, ҫакӑн пек ыйту хӑйне панӑ пулӗ. Апла пулин те пророк ҫакӑн ҫинчен пӗлтерни кӑлӑхах пулман. Самарие хирӗҫ Иегова пророкла калани пирӗн эрӑчченхи 740 ҫулта, Михей пурӑннӑ чухнех, пурнӑҫланнӑ (Мих. 1:6, 7). Каярахпа, пирӗн эрӑчченхи 607 ҫулта, Иерусалима аркатнӑ (Мих. 3:12). Иегова хӑйӗн сучӗсене пирӗн вӑхӑтра пурнӑҫлассине кӗтсе тӑнӑ май эпир Михейран тӗслӗх мӗнле илме пултаратпӑр?
2. Иеговӑн кунне кӗтсе тӑнӑ май мӗнле тата мӗншӗн эпир тӳсӗмлӗх кӑтартатпӑр?
2 Тӳсӗмлӗн кӗтсе тӑрӑр. Михей каланӑ: «Эпӗ вара Ҫӳлхуҫа ҫине пӑхӑп, хама ҫӑлакан Туррӑма шанса [«тӳсӗмлӗн кӗтсе», ҪТ] тӑрӑп» (Мих. 7:7). Паллах ӗнтӗ, Михей пӗтес вӑхӑт килессе кӗтсе ларнӑ кӑна мар. Вӑл хастаррӑн Иеговӑшӑн унӑн пророкӗ пулса ӗҫлесе тӑнӑ. Иеговӑн кунне кӗтсе пирӗн те «Турра парӑнса мӗн тери таса пурӑн[нине]» кӑтартакан ӗҫсене хастаррӑн туса тӑмалла (2 Петр 3:11, 12). Иегова тӳссе тӑнине пула ҫынсен ӳкӗнме май пур (2 Петр 3:9). Ҫавӑнпа та эпир пророксенчен вӗренӗр тата тӳсӗмлӗ пулӑр тесе каланӑ Туррӑн ӳкӗтне тытса тӑратпӑр (Иак. 5:10).
3. Мӗншӗн пирӗн Иеговӑран святой сывлӑш ыйтмалла?
3 Иеговӑн вӑйӗ ҫине шанса тӑрӑр. Ҫӑмӑлах мар хушӑва пурнӑҫлас тесе Михей Иеговӑран вӑй ыйтнӑ (Мих. 3:8). Ахальтен мар ӗнтӗ, пире Иеговӑн Сӑмахӗ Туррӑн вӑйӗ ҫине шанма ӳкӗтлет. Вӑл ӗшшеннисемпе ывӑннисене, вӗсем теократипе ҫыхӑннӑ хӑйсен яваплӑхӗсене пурнӑҫласа тӑма пултарччӑр тесе, вӑй-хал туллин парса тӑрать (Пс. 83:6, 8; Ис. 40:28—31). Сӑваплӑ ӗҫе туса тӑнӑ чухне эсир ҫак сӑмахсем хӑвӑр ҫинче пурнӑҫланнине курнӑ-и? Эсир Иеговӑран унӑн хӑватлӑ святой сывлӑшне час-часах ыйтатӑр-и? (Лука 11:13.)
4. Михейран эпир тата мӗне вӗренме пултаратпӑр?
4 Михейшӑн Туррӑн ирӗкне пурнӑҫласси яланах чи кирлӗ ӗҫ шутланнӑ. Пророк пурӑннӑ вӑхӑтра нравственность нормисене пӑсасси питӗ анлӑ сарӑлнӑ пулсан та, вӑл Иеговӑна шанчӑклӑ юлас тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшнӑ. Эпир те Турӑ умӗнче айӑпсӑрлӑха упраса хӑварассипе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсемпе кулленех тӗл пулатпӑр. Айтӑр «ӗмӗр-ӗмӗрех Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр ячӗпе ҫӳреме» ҫирӗп шут тытар (Мих. 4:5).