Ырӑ хыпар сарас ӑсталӑха лайӑхлататпӑр. Пӗрле ырӑ хыпар сарма кайнӑ тӑваншӑн лайӑх пулӑшакан пулса
Ҫакӑ мӗншӗн питӗ кирлӗ. Ырӑ хыпар пӗлтерме пӗччен мар, иккӗн кайсан лайӑхрах пулнине Иисус ӑнланнӑ. Ҫавӑнпа та 70 вӗренекен ырӑ хыпар сарма янӑ чухне вӑл вӗсене икшерӗн-икшерӗн янӑ (Лука 10:1). Хыпарҫӑ йывӑр лару-тӑрупа тӗл пулчӗ пулсан е калаҫнӑ вӑхӑтра хуравлама пӗлмесӗр ҫухалса кайрӗ пулсан, пӗрле ырӑ хыпар саракан ӑна пулӑшӗ (Еккл. 4:9, 10). Вӑл хӑй пухнӑ опычӗ ҫинчен тата мӗн асӑрхани-сӑнани ҫинчен каласа пама пултарать, ҫакӑ вара хӑйӗнпе пӗрле кайнӑ хыпарҫӑна сӑваплӑ ӗҫе ӑнӑҫлӑрах тума пулӑшӗ (Ытар. 27:17). Унсӑр пуҫне, пӗрле ырӑ хыпар саракан ӗненӗве ҫирӗплетме пулӑшакан шухӑшсем каласа пама пултарать (Флп. 4:8).
Уйӑх тӑршшӗпе усӑ курмалли канаш:
Хыпарҫӑпа ырӑ хыпар сарнӑ хыҫҫӑн эсӗ унран мӗн-мӗн вӗреннине каласа пар.