Пророксенчен тӗслӗх илӗр. Аввакум
1. Аввакум мӗн туйнине эпир мӗншӗн ӑнланма пултаратпӑр?
1 Пӗтӗм тӗнчипе йӗркесӗр ӗҫсем ӳссе пынӑран эпир хамӑра Аввакум пекех туйма пултаратпӑр. Вӑл Иеговӑран ыйтнӑ: «Мана мӗншӗн усал ӗҫсене курмалла, асап ҫине пӑхса тӑмалла турӑн?» (Аввак. 1:3; 2 Тим. 3:1, 13.) Аввакум пӗлтернӗ хыпар ҫинчен тата вӑл шанчӑклӑ тӑрса юлни ҫинчен шухӑшлани пире, Иеговӑн сут кунне кӗтнӗ май, вӑй пама пултарать (2 Петр 3:7).
2. Ҫирӗп ӗненсе пурӑннине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?
2 Ҫирӗп ӗненсе пурӑнӑр. Аввакум йывӑр лару-тӑрура пулнӑ пулсан та, хуйха ӳкмен. Вӑл Туррӑн ӗҫне хастаррӑн туса тӑнӑ (Аввак. 2:1). Иегова хӑйӗн сӑмахӗсем шӑп хӑй палӑртса хунӑ вӑхӑтра пурнӑҫланӗҫ тесе тата «тӳрӗ ҫын... хӑй ӗненнипе чӗрӗ пулӗ» тесе пророка шантарса каланӑ (Аввак. 2:2—4). Пӗтес вӑхӑтра пурӑнакан христиансемшӗн ҫакӑ мӗне пӗлтерет? Пӗтес кун хӑҫан килесси пирки ытлашши шухӑшлас вырӑнне ҫав кун пурпӗрех килессине ҫирӗп ӗненмелле. Ӗненӳ пире сыхӑ тӑма тата Турӑшӑн ӗҫлессине хамӑр пурнӑҫра малти вырӑна хума хавхалантарать (Евр. 10:38, 39).
3. Иеговӑна ӗҫлесе тӑнӑ чухне савӑнӑҫа мӗншӗн упрамалла?
3 Иегова умӗнче савӑнӑр. Магог ҫӗрӗнчи Гог Иеговӑн халӑхӗ ҫине тапӑнсан, пирӗн ӗненӳ тӗрӗсленӗ (Иез. 38:2, 10—12). Кирек хӑш хирӗҫӳре те йывӑрлӑхсем пулаҫҫӗ, ҫӗнтерӳҫӗсен те вӗсемпе тӗл пулма тивет. Тен, пирӗн апат-ҫимӗҫ ҫитменни пулӗ. Эпир пурлӑха ҫухатма пултаратпӑр, пурнӑҫ шайӗ те чакма пултарать. Ҫакӑн пек лару-тӑрура эпир хамӑра мӗнле тытӑпӑр? Аввакум йывӑрлӑхсемпе тӗл пуласса пӗлнӗ, ҫавӑнпа Иеговӑна ӗҫлесе тӑнӑ чухне савӑнӑҫа упрама ҫирӗп шут тытнӑ (Аввак. 3:16—19). Иегова умӗнче савӑнни пире те пулас йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пулӑшӗ (Неем. 8:10; Евр. 12:1, 2).
4. Халӗ те, пуласлӑхра та савӑнӑҫлӑ пулма пире мӗн пулӑшӗ?
4 Кама Иегова хӑйӗн сут кунне пурӑнса ирттерме пулӑшӗ, ҫавсем Туррӑн пурнӑҫ ҫулӗпе пыма малалла та вӗренӗҫ (Аввак. 2:14). Чӗрӗлсе тӑнӑ ҫынсем те Иегова ҫинчен пӗлсе пырӗҫ. Айтӑр хальхи вӑхӑтра та Иегова ҫинчен тата унӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсем ҫинчен калама кашни майпа усӑ курар! (Пс. 33:2; 70:17.)