ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | ИОВ 11—15
Иов вилнисем чӗрӗлсе тӑрассине ҫирӗп ӗненнӗ
Иов Турӑ ӑна чӗртсе тӑратма пултарассине ҫирӗп ӗненнине кӑтартса панӑ
14:7—9, 13—15
Иов Турӑ ӑна чӗртсе тӑратма пултарассине ҫирӗп ӗненнине кӑтартас тесе йывӑҫа, ҫу йывӑҫне пулас, тӗслӗх пек илсе панӑ
Ҫу йывӑҫӗн тымарӗ ҫирӗп пулнӑран унӑн вуллине касса пӑрахсан та, вӑл хунав яма пултарать. Тымарӗсем чӗрӗ чухне ҫу йывӑҫӗ каллех ӳсме пултарать
Типӗ ҫанталӑк тӑнӑ хыҫҫӑн ҫумӑр ҫума пуҫласан, ҫу йывӑҫӗн типсе ларнӑ тункати ҫӗнӗ хунав кӑларма пултарать. Вара вӑл «ҫӗнӗрен лартнӑ йывӑҫ пек туратланать»