Иегова Свидетелӗ Хӗвеланӑҫ Бенгалире (Инди) хӗрарӑмпа унӑн хӗрне ырӑ хыпар пӗлтерет
Сӗнмелли майсем
«ЙӐПАТУПА ЛӐПЛАНУ ӐҪТА ТУПМА ПУЛАТЬ?» БРОШЮРА
Ыйту: Хутран-ситрен пире пурне те йӑпатнипе лӑплантарни кирлӗ. Анчах та ҫакна ӑҫта тупма пулать?
Сӑвӑ йӗрки: 2Кр 1:3, 4
Публикаци: Ҫак брошюрӑра Турӑ пире мӗнле лӑплантарни ҫинчен каласа панӑ.
«ЙӐПАТУПА ЛӐПЛАНУ ӐҪТА ТУПМА ПУЛАТЬ?» БРОШЮРА (юлашки страница)
Ыйту: Хӑш-пӗрисем Турӑ Патшалӑхӗ ҫын чӗринче тесе шутлаҫҫӗ. Теприсем ҫынсем пӗрлешсе ҫӗр ҫинче мирпе тӗрӗслӗх тусан Турӑ Патшалӑхӗ килет теҫҫӗ. Эсир мӗн шутлатӑр?
Сӑвӑ йӗрки: Дан 2:44
Публикаци: Библире ҫырнӑ тӑрӑх, Турӑ Патшалӑхӗ вӑл — чӑн-чӑн правительство. Ҫак статьяра Турӑ Патшӑлӑхӗ ҫинчен Библире тата мӗн каланине сӳтсе явнӑ.
ЧӐНЛӐХА ВӖРЕНТӖР
Ыйту: Турӑ пирӗншӗн тӑрӑшнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?
Сӑвӑ йӗрки: 1Пт 5:7
Чӑнлӑх: Турӑ пирӗншӗн тӑрӑшать, ҫавӑнпа пире хӑйне кӗлтума хавхалантарать.
МАНӐН СӖНМЕЛЛИ МАЙ
Унчченхи тӗслӗхсене тӗпе хурса хӑвӑрӑн сӗнмелли мая шутласа кӑларӑр.