ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | ИСАИЯ 34—37
Ӗненнӗшӗн Езекийӑна пилленӗ
Ассири патши Сеннахирим рабсака Иерусалима, унта пурӑнакансене парӑнӑр тесе калама, янӑ. Ассири ҫыннисем иудейсене ҫапӑҫусӑрах парӑнтарас тесе темтепӗр каласа пӑхнӑ.
Пӗр-пӗччен юлни. Египет сире пулӑшмӗ (Ис 36:6).
Иккӗленни. Иегова сирӗншӗн ҫапӑҫмӗ, мӗншӗн тесен вӑл сире ырламасть (Ис 36:7, 10).
Хӑратни. Эсир вӑйлӑ Ассири ҫарне хирӗҫ тӑма пултараймастӑр (Ис 36:8, 9).
Илӗртни. Ассирие парӑнсан сирӗн пурнӑҫ лайӑхланӗ (Ис 36:16, 17).
Езекия Иеговӑна хытӑ ӗненнине кӑтартнӑ
37:1, 2, 14—20, 36
Хулана хупӑрласа илессине пӗлсе, ҫакӑн патне хатӗрленес тесе вӑл мӗн тума пултарнине пурне те тунӑ
Вӑл Иеговӑна пире ҫӑлсам тесе кӗлтунӑ тата халӑха та ҫавна тума хавхалантарнӑ
Ӗненнӗшӗн Иегова ӑна пилленӗ: вӑл хӑйӗн ангелне янӑ, лешӗ пӗр каҫрах Ассири ҫарӗнчи 185 000 ҫынна вӗлерсе тухнӑ