ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Турра юрӑхлӑ енсене аталантарӑр. Хамӑра кӗҫӗне хуни
ҪАКӐ МӖНШӖН ПИТӖ КИРЛӖ:
Хамӑра кӗҫӗне хуни Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшать (Пс 137:6).
Хамӑра кӗҫӗне хуни ыттисемпе лайӑх хутшӑнусем аталантарма пулӑшать (Фп 2:3, 4).
Мӑнкӑмӑллӑх нумай сиен кӳрет (Ыт 16:18; Иез 28:17).
ҪАКНА МӖНЛЕ ТУМАЛЛА:
Канаш ыйтӑр та ӑна тытса тӑрӑр (Пс 140:5; Ыт 19:20).
Ыттисем хисепе хуман ӗҫе тума хатӗр пулӑр (Мф 20:25—27).
Хӑвӑрӑн пултарулӑхсене е хӑвӑра шанса панӑ тивӗҫлӗхсене пула мӑнкӑмӑлланса каясран асӑрханӑр (Рм 12:3).
Хама кӗҫӗне хунине эпӗ тата мӗнле майсемпе кӑтартма пултаратӑп?
«ЧУНТАН ПАРӐННИНЕ МӖН ПӖТЕРЕТ, ҪАВӐНТАН СЫХЛАНӐР. МӐНКӐМӐЛЛӐХ» ВИДЕОРОЛИК ПӐХӐР ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛӐР:
Пире канаш панӑ хыҫҫӑн эпир хамӑра мӗнле тытни мӗнле майпа хамӑра кӗҫӗне хунипе хуманнине кӑтартать?
Кӗлтуни хамӑра кӗҫӗне хума мӗнле пулӑшать?
Хамӑра кӗҫӗне хунине мӗнле кӑтартма пулать?