ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Турра юрӑхлӑ енсене аталантарӑр. Хӑюлӑх
ҪАКӐ МӖНШӖН ПИТӖ КИРЛӖ:
Ырӑ хыпар сарма хӑюлӑх кирлӗ (Ап ӗҫ 5:27—29, 41, 42).
Хӑрушла асап вӑхӑтӗнче пире хӑюлӑх питӗ кирлӗ пулӗ (Мф 24:15—21).
Ҫынсенчен хӑрани инкек патне илсе ҫитерет (Иер 38:17—20; 39:4—7).
ҪАКНА МӖНЛЕ ТУМАЛЛА:
Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене мӗнле ҫӑлни ҫинчен шухӑшлӑр (Тх 14:13).
Хӑюлӑх парсам тесе кӗлтӑвӑр (Ап ӗҫ 4:29, 31).
Иегова ҫине шанса тӑрӑр (Пс 117:6).
Ырӑ хыпар сарнӑ чухне эпӗ мӗнрен хӑратӑп, ҫавна мӗнле ҫӗнтермелле?
«ЧУНТАН ПАРӐННИНЕ МӖН ПӖТЕРЕТ, ҪАВӐНТАН СЫХЛАНӐР. ҪЫНСЕНЧЕН ХӐРАНИ» ВИДЕОРОЛИК ПӐХӐР ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛӐР:
Мӗншӗн ырӑ хыпар сарма хӑюлӑх кирлӗ?
Ытарӑшсем 29:25-мӗшӗнче ҫынсенчен хӑранине мӗнпе танлаштарнӑ?
Мӗншӗн пирӗн халех хӑюллӑ пулма вӗренмелле?