ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Вӗсене Иеговӑшӑн пӗрмай ӗҫлесе тӑма вӗрентӗр
Опыт кӑтартнӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ хыпарҫӑсем ырӑ хыпар сарас ӗҫе хастарлӑ тата кашни эрнере хутшӑнмаллине мӗн пуҫламӑшӗнченех ӑнлансан, вӗсем ӑнӑҫлӑ хыпарҫӑсем пулса тӑраҫҫӗ (Ыт 22:6; Фп 3:16). Библи вӗренекен ӑнӑҫлӑ хыпарҫӑ пулса тӑтӑр тесе эпир мӗн-мӗн тума пултаратпӑр? Акӑ темиҫе канаш:
Вӗренекен хыпарҫӑ пулса тӑрсанах ӑна ырӑ хыпар сарма вӗрентме пуҫлӑр (km 8/15 1 с.). Ырӑ хыпар сарас ӗҫе кашни эрнере хутшӑнмаллине ӑнлантарӑр (Фп 1:10). Эсир ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳрекен территори ҫинчен лайӑххине калӑр (Фп 4:8). Ӑна ушкӑн надзирателӗпе тата ытти хыпарҫӑсемпе пӗрле, вӑл вӗсенчен вӗренме пултартӑр тесе, сӑваплӑ ӗҫе хутшӑнма хавхалантарӑр (Ыт 1:5; km 10/12 6 с., 3 абз.).
Вӗренекен шыва кӗнӗ хыҫҫӑн ӑна ырӑ хыпара пӗлтерсе тӑма малалла та хавхалантарӑр тата ҫак ӗҫе тума вӗрентме ан пӑрахӑр, уйрӑмах вӑл Библи вӗренмелли иккӗмӗш пособие вӗренсе пӗтермен пулсан (km 12/13 7 с.).
Ҫӗнӗ хыпарҫӑпа ырӑ хыпар сарнӑ чухне калаҫӑва ансат сӑмахсемпе пуҫлама тӑрӑшӑр. Вӑл калаҫӑва мӗнле пуҫланине итлӗр, каярахпа ӑна чунтан мухтаса илӗр. Ӑнӑҫлӑрах пулма пулӑшас тесе ӑна канашсем парӑр (km 5/10 7 с.).