Иегова Свидетелӗсем арҫынна брошюра сӗнеҫҫӗ (Грузи)
Сӗнмелли майсем
ПӖРРЕМӖШ ХУТ КИЛНИ
Ыйту: Ҫынсен яланах хитре пулас килнӗ. Мӗнле шутлатӑр, Турӑ куҫӗ умӗнче пирӗн хитре пулмалла-и?
Сӑвӑ йӗрки: Мх 6:8
Малалла ҫапла калама пулать: Эпир лайӑх енсене, сӑмахран, ырӑ кӑмӑллӑха тата тӳрӗлӗхе, кӑтартни Турра питӗ килӗшет. Тепрехинче Турӑпа туслашас тесен мӗн тумаллине кӑтартма пултаратӑп.
ЧӐНЛӐХА ВӖРЕНТӖР
Ыйту: Туррӑн ят пур-и?
Сӑвӑ йӗрки: Ос 12:5
Чӑнлӑх: Туррӑн ячӗ — Яхве, е Иегова.
ТЕПӖР ХУТ КИЛНИ
Малтанхи сӑмахсем: Иртнинче пирӗн ҫынсен куҫӗ умӗнче хитре пулас килет тенӗччӗ эпир, анчах Турӑ куҫӗ умӗнче те хитре пулмалла тесе каланӑччӗ. Турӑпа туслашас тесен мӗн тумалла, мӗнле шутлатӑр?
Сӑвӑ йӗрки: Евр 11:6а
Малалла ҫапла калама пулать: Пӗр-пӗр ҫын пуррине ӗненместпӗр пулсан эпир унпа нихӑҫан та ҫывӑхланаймӑпӑр. Ҫавӑн пекех Турра хытӑрах ӗненсе пыратпӑр пулсан эпир ӑна хытӑрах шанма пуҫлатпӑр тата унпа ҫывӑхланса пыратпӑр. Турӑпа туслӑ пулни вара паллӑ ҫынпа туслӑ пулнинчен те ытларах усӑ парать. Ҫавна курма сире ҫак статья пулӑшӗ. [«Турӑ сире ҫывӑх тӑнине туятӑр-и?» статьяна е «Эсир Турӑ ыйтнине тӑватӑр-и?» статьяна сӗнӗр.]
МАНӐН СӖНМЕЛЛИ МАЙ
Унчченхи тӗслӗхсене тӗпе хурса хӑвӑрӑн сӗнмелли мая шутласа кӑларӑр