Пасха Каҫхи апат уявӗн сӑнарӗ пулман пулсан та, Пасхӑна мӗнле ирттернинчен эпир нумай мӗн пӗлме пултаратпӑр. Сӑмахран, Павел апостол Иисус пирки «пирӗн пасха Путекки» тенӗ (1Кр 5:7, ҪХ). Алӑк янахӗсем ҫине сӗрнӗ Пасха путеккин юнӗ ҫынсен пурнӑҫне ҫӑлнӑ пекех Иисусӑн юнӗ те ҫынсен пурнӑҫне ҫӑлать (Тх 12:12, 13). Унсӑр пуҫне Пасха путеккин шӑммисене ватмалла пулман. Иисуса юпа ҫине пӑталанӑ чухне вара унӑн пӗр шӑммине те ватман, ҫакна тӑвасси йӑлара пулнӑ пулсан та (Тх 12:46; Ин 19:31—33, 36).