ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | ИОАНН 20, 21
«Эсӗ Мана вӗсенчен те ытларах юрататӑн-и?»
Авалхи вӑхӑтра лайӑх пулӑҫсем ӗҫчен пулнӑ. Ҫавӑн пекех нумай пулӑ тытас тесе вӗсем тӗрлӗ йывӑрлӑха чӑтса ирттерме те хатӗр пулнӑ (w12-U 8/1 18—20 с). Ҫак лайӑх енсем Петра «ҫын тытакан» пулма пулӑшма пултарнӑ. Анчах та унӑн йышӑну тумалла пулнӑ: хӑйӗн пурнӑҫне хӑй юратакан ӗҫе халалламалла е Иисус хыҫҫӑн пыракансемшӗн тӑрӑшмалла.
Сирӗн пурнӑҫра Турӑ Патшалӑхӗ малти вырӑнта пултӑр тесе эсир мӗнле улшӑнусем тунӑ?