Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • mwb19 июнь 7 с.
  • Вӑйӑ-кулла мӗнле суйласа илмелле?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Вӑйӑ-кулла мӗнле суйласа илмелле?
  • «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2019
  • Ҫавнашкал материал
  • Иеговӑна юрӑхлӑ вӑйӑ-кулӑ суйласа илӗр
    Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библие ӑнланма пулӑшакан кӗнеке
  • Усӑллӑ вӑйӑ-кулӑ мӗнле суйласа илмелле
    «Хӑвӑра Туррӑн юратӑвӗнче сыхласа усрӑр»
  • Иеговӑна ҫеҫ чунтан парӑнса пурӑнӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2019
  • Санӑн кану пирки усӑллӑ теме пулать-и?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2011)
Ытларах пӗлӗр
«Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2019
mwb19 июнь 7 с.

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Вӑйӑ-кулла мӗнле суйласа илмелле?

Мӗншӗн вӑйӑ-кулӑ суйланӑ чухне питӗ тимлӗ пулмалла? Фильм, юрӑ-кӗвӗ, веб-сайт, кӗнеке тата видеовӑйӑ суйланӑ чухне эпир хамӑр ӑстӑна мӗнпе тултармаллине суйлатпӑр. Эпир суйланӑ вӑйӑ-кулӑ пирӗн ӗҫсем ҫине витӗм кӳрет. Шел пулин те, хальхи вӑйӑ-кулӑ ытларах чухне Иегова курайман ӗҫсемпе ҫыхӑннӑ (Пс 10:5; Гл 5:19—21). Акӑ мӗншӗн Библи пире Иеговӑна мухтава кӑларасси ҫинчен пӗрмаях шухӑшлама хавхалантарать (Фп 4:8).

«МӖНЛЕ ВӐЙӐ-КУЛӐ СУЙЛАСА ИЛМЕЛЛЕ?» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:

  • Римри гладиаторсен ҫапӑҫӑвӗсем

    Хальхи вӑхӑтри вӑйӑ-кулӑпа Авалхи Римри гладиаторсен ҫапӑҫӑвӗсем хушшинче мӗнле пӗрпеклӗх пур?

  • Пионер пулса ӗҫлекен арҫын тӑван пухури ҫамрӑк арҫын тӑванпа пӗрле ырӑ хыпар калать

    Пухури тӑвансем ҫамрӑксене вӑйӑ-кулӑ суйланӑ чухне асӑрхануллӑ пулма мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?

  • Салтак

    Вӑйӑ-кулӑ суйланӑ чухне Рим 12:9-мӗшӗнчи принцип мӗнле пулӑшать?

  • Ҫамрӑк Свидетельсем футболла выляҫҫӗ

    Эсир мӗнле усӑллӑ вӑйӑ-кулӑ пӗлетӗр?

ВӐЙӐ-КУЛЛА ХӐВ ХУТШӐНАС ТЕЙӖН-И Е ЫТТИСЕМ МӖН ТУНИНЕ ПӐХАС ТЕЙӖН-И?

Хальхи вӑхӑтри анлӑ сарӑлнӑ вӑйӑ-кулӑ ытларах чухне ыттисем мӗн тунине пӑхма е ҫавӑн ҫинчен вулама хистет. Фильмсенче, кӗнекесенче тата телепередачӑсенче пире хамӑр идейӑсене пурнӑҫа кӗртме хавхалантарас вырӑнне харпӑр хӑйсен идейисене сӗнеҫҫӗ. Ҫакӑ активлӑ мар вӑйӑ-кулла пач суйламалла маррине пӗлтермест. Апла пулин те, нумайӑшӗ асӑрханӑ тӑрӑх, активлӑ вӑйӑ-кулӑ ытларах савӑнӑҫ кӳрет. Тӗслӗхрен, хӑшӗ-пӗрисем ӳкерме юратаҫҫӗ, теприсене музыка инструменчӗпе калама килӗшет. Виҫҫӗмӗшӗсем час-часах уҫӑ сывлӑшра вӑхӑта ирттереҫҫӗ: вӗсем спортпа туслӑ, ҫуран ҫӳреҫҫӗ е похода каяҫҫӗ. Кирек мӗнле вӑйӑ-кулӑ суйлас пулсан та, айтӑр пурне те Турра мухтава кӑларас тесе тӑвар (1 Кор 10:31).

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр