ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | КОЛОССӐ 1—4
Кивӗ этеме хывса пӑрахса ҫӗнӗ этем пулса тӑрӑр
Турӑшӑн ӗҫлеме пуҫлас тесе эсӗ, тен, хӑвӑн пурнӑҫна самай улӑштартӑн. Иегова эсӗ вӑй хунине хаклани пирки ан иккӗлен (Иез 33:11). Ҫав-ҫавах, каллех кивӗ этем пек пурӑнма пуҫлас мар тесен, малалла та ҫӗнӗ этемӗн лайӑх енӗсене аталантармалла. Ҫак ыйтусем сана эсӗ хӑш енчен лайӑхланма пултарнине курма пулӑшӗҫ:
Эпӗ кам ҫине те пулин ҫилленсе ҫӳреместӗп-и?
Ывӑннӑ е васканӑ чухне те эпӗ ҫилле тытса чарма пултаратӑп-и?
Пуҫа аскӑн шухӑш кӗчӗ пулсан ӑна тӳрех сирсе яма тӑрӑшатӑп-и?
Урӑх расса е урӑх халӑх ҫыннисене эпӗ тиркеместӗп-и?
Юлашки вӑхӑтра кампа та пулин тӳрккессӗн калаҫни е ҫилле тытса чарайманни манӑн пулман-и?