ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | ПУЛТАРНИ 12—14
Кашнине пырса тивекен килӗшӳ
12:1—3; 13:14—17
Иегова Авраампа килӗшӳ тунӑ, ҫавна пула Иисус тата унпа пӗрле патшара ларакансем тӳпери Патшалӑхра ертсе пыма пултараҫҫӗ.
Ҫак килӗшӳ пирӗн эрӑччен 1943 ҫулта, Авраам Ханаана кайнӑ чухне Евфрат урлӑ каҫсан, вӑя кӗнӗ.
Мессианла Патшалӑх Туррӑн тӑшманӗсене тӗп тусан тин тата ҫӗр ҫинчи пур ҫемье те пиллӗх илсен тин ҫак килӗшӳ пӑрахӑҫланӗ.
Авраамӑн ӗненӗвӗ ҫирӗп пулнӑ, ҫавӑнпа Иегова ӑна пилленӗ. Авраампа тунӑ килӗшӳ пире те пырса тивет. Иегова мӗн-мӗн тума сӑмах панине ӗненетпӗр пулсан, мӗнле пиллӗхсем илӗпӗр?