ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | ТУХНИ 6, 7
«Халӗ эсӗ Эпӗ фараона мӗн тӑвасса курӑн»
6:1, 6, 7; 7:4, 5
Иегова израильтянсене вӗсене чуралӑхран хӑтарасси пирки тата Египет ҫине вунӑ асап ярасси пирки маларах пӗлтернӗ. Израильтянсем Иеговӑн хӑватлӑ аллине курнӑ, египтянсем вара Иегова чӑн Турӑ иккенне ӑнланнӑ. Иегова хӑйӗн сӑмахне пурнӑҫланӑ хыҫҫӑн израильтянсем ӑна тата хытӑрах шанма пуҫланӑ, ҫакӑ вара вӗсене Египет ҫыннисен суя вӗрентӗвӗсене сирсе яма пулӑшнӑ.
Израильтянсемпе мӗн пулса иртни санӑн ӗненӗве мӗнле ҫирӗплетет?