ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Ыттисем сана мухтанӑ чухне хӑвна кӗҫӗне хур
Хушӑран ыттисем пире мухтаса илеҫҫӗ. Чун-чӗререн тата тӗрӗс шухӑш-кӑмӑлпа каланӑ сӑмахсем пире хавхалантараҫҫӗ (Ыт 15:23; 31:10, 28). Анчах асӑрхануллӑ пулмасан, эпир мӑнкӑмӑлланса кайма тата хамӑр пирки эпӗ ыттисенчен лайӑхрах тесе шутлама пултаратпӑр.
«ИИСУС ПЕКЕХ ЧУНТАН ПАРӐННИНЕ КӐТАРТӐР. СИРЕ МУХТАНӐ ЧУХНЕ» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:
Пире ыттисем мӗншӗн мухтама пултараҫҫӗ?
Тӑвансем Сергее мӗншӗн мухтанӑ?
Тӑвансем Сергее мухтани мӗншӗн вырӑнлӑ пулман теме пулать?
Сергей хӑйне кӗҫӗне хурса хуравлани сана мӗне вӗрентет?