ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | ТУХНИ 35, 36
Иегова хӑйӗн ӗҫне тума мӗн кирлине парать
35:25, 26, 30—35; 36:1, 2
Веселеилпа Аголиав святой сывлӑш пулӑшнипе сӑваплӑ чатӑра Иегова хушнӑ пек тунӑ. Хальхи вӑхӑтра та Туррӑн хӑватлӑ святой сывлӑшӗ Иеговӑн ӗҫлекенӗсене пулӑшса тӑрать. Вӑл пире пулӑштӑр тесен мӗн тумалла?
Иеговӑн ӗҫне лайӑхрах та лайӑхрах туса тӑмашкӑн кӗлӗре святой сывлӑш ыйтмалла.
Турӑ пӗлтернипе ҫырнӑ Библие тӑрӑшса тӗпчемелле.
Иегова шанса панӑ кирек мӗнле ӗҫе те чун-чӗререн тумалла.
Иегова санпа мӗнле усӑ курма пултарать?