ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Ҫемьере юрату кӑтарт
Юрату, клей пекех, ҫемьене пӗрлештерет. Юрату ҫемьерисене пӗр шухӑшлӑ пулма тата пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнма пулӑшать. Упӑшкасем, арӑмсем тата ашшӗ-амӑшӗсем юрату мӗнле кӑтартма пултараҫҫӗ?
Юратакан упӑшка арӑмне мӗн кирлине тата унӑн туйӑмӗсемпе шухӑшӗсене шута илет (Эф 5:28, 29). Вӑл ҫемьерисене мӗн кирлипе тивӗҫтерет тата Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшать. Сӑмахран, вӑл ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнине тӑтӑшах ирттерет (1Тм 5:8). Юратакан арӑм хӑйӗн упӑшкине хисеплет тата вӑл ҫемье пуҫӗ пулнине йышӑнать (Эф 5:22, 33; 1Пт 3:1—6). Упӑшкипе арӑмӗн пӗр-пӗрне каҫарма хатӗр пулмалла (Эф 4:32). Юратакан ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен кашни ачи валли вӑхӑт уйӑраҫҫӗ тата вӗсене Иеговӑна юратма вӗрентеҫҫӗ (Сак аст 6:6, 7; Эф 6:4). Ашшӗ-амӑшӗсем ачисен ӗҫӗсем мӗнле пынипе интересленеҫҫӗ: вӗсен шкулта йывӑрлӑхсем пур-и? Вӗсем тантӑшсем хӗснипе тӗл пулаҫҫӗ-и? Ҫемьере пурте пӗр-пӗрне юратаҫҫӗ пулсан, кашни хӑйне лӑпкӑ та хӳтлӗхри пек туять.
«ҪЕМЬЕРЕ ПӖР-ПӖРНЕ ЮРАТНИНЕ КӐТАРТӐР» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:
Юратакан упӑшка хӑйӗн арӑмӗшӗн мӗнле тӑрӑшать?
Юратакан арӑм упӑшкине чунтан хисепленине мӗнле кӑтартать?
Юратакан ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене Турӑ Сӑмахне юратма мӗнле вӗрентеҫҫӗ?