ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ
Иегова панӑ Саккунра вӑл чӗрчунсемшӗн тӑрӑшни мӗнле курӑнса тӑрать?
Чӗрчуна пулӑшу кирлӗ пулнӑ пулсан, ӑна пулӑшмалла пулнӑ (Сак аст 22:4; it-U «Бремя, ноша», 3 абз.).
Чӗпписем ҫинче е ҫӑмарта ҫинче ларакан кайӑкпа хаяррӑн тытма юраман пулнӑ (Сак аст 22:6, 7; it-U «Второзаконие, книга Библии», 9 абз.).
Калӑпӑшӗпе тата йывӑрӑшӗпе уйрӑлса тӑракан выльӑха пӗрле кӳлме юраман пулнӑ (Сак аст 22:10; w03-U 10/15 32 с., 1, 2 абз.).
Эпир хамӑра чӗрчунсемпе мӗнле тытни Иеговӑшӑн пурпӗрех мар. Пирӗн хамӑра вӗсемпе хаяррӑн тытма тата вӗсене вӑйӑ-кулӑшӑн вӗлерме юрамасть (Ыт 12:10).