ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Эсӗ юрату кӑтартнӑшӑн Иеговӑна тав тӑватпӑр
Фессалоникӑри христиансен хӑйсен те йывӑрлӑхсем пулнӑ пулин те, вӗсем хӑйсемпе пӗр пек ӗненекен тӑвансене юратнине ӗҫпе кӑтартнӑ (2Фс 1:3, 4). Паян та Иеговӑн ӗҫлекенӗсем пӗтӗм тӗнчери тӑвансене юратнине кӑтартаҫҫӗ. jw.org сайтра «На что идут ваши пожертвования» статьясен ярӑмӗ пур. Унта хамӑр ирӗкпе панӑ укҫа-тенкӗ тӑвансене йывӑр вӑхӑтра мӗнле пулӑшни ҫинчен ҫырса панӑ. Юратнине кӑтартнӑшӑн тата уҫӑ кӑмӑллӑ пулнӑшӑн пысӑк тав сана!
«ЭПИР СИРӖНШӖН ЯЛАНАХ ТУРРА ТАВ ТӐВАТПӐР» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:
• Хамӑр ирӗкпе панӑ укҫа-тенкӗпе мӗнле усӑ кураҫҫӗ?
• Инкеке лекнӗ тӑвансене укҫа-тенкӗпе пулӑшас тесе мӗн тумалла? (jw.org сайтра «Избыток восполняет недостаток» статьяна пӑх.)