ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ
Иеговӑран яланах ыйт
Израильтянсем Иеговӑран мӗн тумаллине пӗрре анчах мар ыйтнӑ (Тӳр 20:17, 18, 23; w11-U 9/15 32 с., 2 абз.).
Израильтянсем Иегова хӑйсене хӑйӗн ырӑ ятне тасатма пулӑшасси пирки пӗртте иккӗленмен (Тӳр 20:26—28).
Пирӗн Иеговӑран пулӑшу ыйтма пӑрахмалла мар тата ун ҫине чун-чӗререн шанмалла (Тӳр 20:35; Лк 11:9; w11-U 9/15 32 с., 4 абз.).
ХӐВӐНТАН ЫЙТ: «Йывӑрлӑхпа тӗл пулсан эпӗ Иеговӑран тӳрех пулӑшу ыйтатӑп-и? Эпӗ унран ҫине тӑрсах ӑслӑлӑхпа канаш ыйтатӑп-и?»